Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пур унӑн хӑйне урлӑ тӑраканӑн ҫӑварне хупламалли мелсемпе майсем татах.

Куҫарса пулӑш

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Художниксем хушшинче халиччен хытса ларнӑ ӗҫ меслечӗсенчен хӑтӑлас, хӑйне евӗрлӗ урӑхларах ӗҫлес текен ҫамрӑка хӑшӗсем, уйрӑмах Кактышев Меркурий Павлович, хӑй вӑхӑтӗнче темӗнле чин-звани илме ӗлкӗрнӗ, кӑкӑр тулли орден-медаллӗ художник, питех килӗштермерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Паян кунчченех тасан пурӑнсаттӑм, — пӑшӑлтатрӗ Илемпи (упӑшки хӑйне пурпӗрех «эс ултавҫӑ, сан уйӑх хушши чухне пулчӗ вӑл…» тесе хурлантарнине шарламарӗ, ашӗнче ҫеҫ аса илсе пӑшӑрханчӗ).

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Карӑк аҫи хӑйӗн савнине капӑр тумтирӗпе ҫеҫ мар, юррипе те илӗртет-йыхӑрать: уҫланкӑ ҫумӗнчи пӗр-пӗр ҫӳлӗ хыр тӑррине килсе ларать те хӑйне кӑна килӗшӳллӗ юррине шӑрантарать.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Лешӗ вара пӗр турат ҫинчен тепӗр турат ҫине йӑлтти-ялтти сиккелерӗ те, хӑйне сӑнакансем пуррине сисрӗ-ши, мӗнле курӑннӑ ҫавӑн пекех тарса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Тепӗр кунне Эверкки хӑйне йӗлтӗрпе ярӑнма чӗнсен, Илемпи хирӗҫлемерӗ (кӑштах тӗлӗнмелле те, анчах художник хайне ҫӗнӗлле, урӑхла чӗннине хӑвӑрт хӑнӑхрӗ вӑл).

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Каҫарӑр чӑрмантарнӑшӑн, — арҫын айӑпа кӗнӗн пуҫне пӗкрӗ, ҫавӑнтах, хӑйне алла илсе, ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Тӗкӗр витӗр курмасть-ши вӑл хӑйне?

Куҫарса пулӑш

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ӑна вӑл пӗлмест, план тултарать, районти пуҫлӑхсем умӗнче хӑйне кӑтартмалла ку куштанӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Артем хӑйне Ванюк пичче тесе чӑвашла калани арҫын чунӗн чи ҫинҫе хӗлӗхне тепӗр хут пырса лекрӗ, кӑмӑлне ҫемҫетрӗ пулмалла — ун ик куҫӗнчен каллех куҫҫуль юхса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Ман пек тыткӑнра пулса таврӑннисене мӗн тунӑ-ши? — хӑйне кам та пулин пӳлесрен хӑранӑ пек ҫине-ҫине калаҫать хайхи.

Куҫарса пулӑш

Австралири тӗлпулу // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7553.html

Чупуҫӑ сӑнӗ Паран арӑмне нимӗнпе те евӗрлемест, анчах туйӑмӗсен хӑйне евӗрлӗ урмӑшлӑхӗ, арӑмӗн ултавӗ пирки хавшами шухӑшпа минрешсе ҫыхӑннӑскер, хухми пӗтӗмлетӳ патне илсе ҫитерет: Герд ҫав статуйӑра Химена Парана сӑнарланине Грас Паран чӑнласах тата иккӗленмесӗр ӗненет.

Лицо Бегущей ничем не напоминало жену Парана, но своеобразное искажение чувств, связанных неотступной мыслью об ее измене, привело к маниакальному внушению: Паран остался при убеждении, что Герд в этой статуе изобразил Химену Паран.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ӗҫе чун-хавал хӗрӳлӗхӗ, хӑйне хӑй юратаслӑх хутшӑнаҫҫӗ.

В дело вмешались страсти и самолюбие.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пурте тенӗ пекех кайрӗҫ — пӑтӑрмаха хутшӑнма е ӑна курса йӑпанма; юлнисем: эпӗ, ӳсӗр симӗс домино, — унӑн чавси сӗтел хӗррине хума хӑтланнӑ чухне вӗҫӗмсӗр шӑва-шӑва анать, — тата пуплеме юратакан, хӑйне пӳлнине чаракан калаҫташӑм.

Ушли — вмешаться в происшествие или развлечься им — почти все; остались — я, хмельное зеленое домино, локоть которого неизменно срывался, как только он пытался его поставить на край стола, да словоохотливый и методический собеседник.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӑйне тытса чараймасӑр — Бавс кӗсйинче чаваланма пуҫларӗ те автомобиль патнелле чупса кайрӗ.

Вне себя, Бавс начал рыться в кармане и побежал к автомобилю.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫапла вара — хӗр кӑтартнипе пурте ҫӑлӑнаҫҫӗ: юшкӑна тухса ӳкеҫҫӗ, хӗр, паллах, ҫухалать — капитан хӑйне итленине ӗненсен тӳрех.

Так вот, все спаслись по ее указанию — выброситься на мель, и она, конечно, исчезла, едва капитан поверил, что надо слушаться.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

«Зюйд-зюйд-ост тата виҫҫӗ тӑваттӑмӗш румб!» — тет хӗр; ҫак самантра капитан хӑйне еплерех туйни пирки каласа тӑмӑпӑр…

«Зюйд-зюйд-ост и три четверти румба!» — сказала она можно понять как чувствовавшему себя капитану…

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Анчах маскӑллӑ ҫын уйрӑмрах тӑрать: вӑл — сӑмахлама юратакансен йышӗнчен, унӑн тӳлек сасси хӗрӳллӗрех ытти сасӑсене пуплеврен ҫирӗппӗн тӗрте-тӗрте кӑларать; ыттисен сасси вара калаҫу ҫине тӑраслӑхӗн хӑйне евӗрлӗхне пула маска айӗнчен те курӑнать.

Но выделился человек в маске: из тех словоохотливых, настойчиво расталкивающих ровным голосом все остальные, более горячие голоса людей, лицо которых благодаря этой черте разговорной настойчивости есть тип, видимый даже под маской.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫавӑнпа та янкӑр ҫиҫкӗнӗвӗн хавхаланчӑк тӗркӗшӗвне лексе йӗри-тавра мӗн пулса иртнине сӑнама пикентӗм; васкамасӑр утатӑп, никамран та нимӗн те ыйтмастӑп; яланхи пекех темелле-тӗр: хӑйсен чеченлӗхӗпе тата хӑйне евӗрлӗхӗпе тӗлӗнтерсе ҫӗклентерекен чечексен ячӗсем мана нихӑҫан та кӑсӑклантармаҫҫӗ.

И, погрузясь в заразительно яркую суету, я стал рассматривать, что происходит вокруг; шел я не торопясь и никого не расспрашивал, так же, как никогда не хотел знать названия поразивших меня своей прелестью и оригинальностью цветов.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Анчах та, кунсӑр пуҫне, ҫак хула хӑйне евӗрлӗ савӑнӑҫ ҫутинче тухса тӑчӗ.

Но, кроме того, он предстал мне в свете неизвестного торжества.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех