Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫук сăмах пирĕн базăра пур.
ҫук (тĕпĕ: ҫук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр май пур — тет вӑл, — ҫук, чунӑмҫӑм, нимӗнле май та ҫук!

Есть одно средство, — говорит он, — нет, мой милый, нет никакого средства!

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хӗрӗнчен пӗр пин ҫеҫ мар вӑтӑрса илнӗ ӗнтӗ, — ашшӗ-амӑшӗ вӑл кӗсйине укҫа тултарнине сиснӗ те анратма тытӑннӑ; вӑл вара: ҫук, атте-анне, эпе сирӗн ывӑлӑр, эпӗ сире хисеплеме хатӗр, анчах сирӗн валли укҫа ҫук манӑн.

Схапал у невесты уж не одну тысячу, — а родные-то проведали, что он карман-то понабил, да и приступили; а он им: нет, батюшка и матушка, как сын, я вас готов уважать, а денег у меня для вас нет.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Аҫтӑрхан мӑйринчен пӗҫерсе хатӗрленӗ кукӑль тупӑнмасть-ши, пӗлместӗп, — маншӑн пулсан вӑл, Марья Алексевна, чи лайӑх кукӑль; анчах ун пекки ҫук пулсан, — мӗнли пур ӗнтӗ, ан айӑплӑр.

Не знаю, найдется ли готовый пирог из грецких орехов, — на мой вкус, это самый лучший пирог, Марья Алексевна; но если нет такого, — какой есть, не взыщите.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Марья Алексевна, сӑпайсӑртарах пулма ирӗк парӑр-ха мана: манӑн кӑмӑлӑм хуҫӑлнӑ, ҫавӑнпа манӑн кӑмӑллӑ та хама хисеплекен ҫынсем хушшинче канас килет; ун пек ҫынсем пӗр эсир ҫеҫ, урӑх эпӗ вӗсене ниҫта та тупас ҫук.

— Позвольте мне быть невеждою, Марья Алексевна: я так расстроен, что надобно мне отдохнуть в приятном и уважаемом мною обществе; а такого общества я нигде не нахожу, кроме как в вашем доме.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук, Марья Алексевна, унпа питӗ кӑмӑллӑ эпӗ.

— Нет, Марья Алексевна, невестой я доволен.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унсӑр пуҫне тата Верочка тӳрех хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ, Лопухов ҫине пӑхмарӗ те, вӑрҫни-туни палӑрмасть, — ҫук, ахалех тӗл пулнӑ пулас.

И опять, Верочка прошла прямо в свою комнату и на него не поглядела, а ссоры незаметно, — нет, видно, так встретились.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук, тусӑмҫӑм, куншӑн пулсан та кӗни лайӑхрах сире.

Нет, мой друг, и для этого вам лучше уж войти.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук, эпӗ сире ямастӑп.

— Нет, я вас не отпущу.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук, хӑвӑртрах!

— Нет, скорее!

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук; халӗ эсир, тусӑмҫӑм, ытлашши пӑлханатӑр.

— Нет, теперь вы слишком взволнованы, мой друг.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Илтмесӗр лӑпланассӑм ҫук эпӗ.

Я не успокоюсь, пока не услышу.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Нимӗн тума та ҫук.

Ничего нельзя сделать.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук, тусӑмҫӑм, эпӗ сире каланӑ пек ан шухӑшлӑр эсир.

Нет, мой друг, вы не думайте того, что я сказал.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук, нимех те мар, анчах мана ку вуальпе питӗ пӑчӑ.

— Нет, ничего, только мне душно под этим вуалем.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кун пек юрамасть — ҫук, ҫук, сире хултан тытам эпӗ, атту эпӗ сирӗншӗн хӑратӑп.

Это нельзя — нет, нет, пойдем под руку, а то я боюсь за вас.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук, ҫук, кирлӗ мар.

— Нет, нет, не нужно.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Калӑр халех: чӑтса тӑма ҫук вӗт.

— Скажите сейчас, ведь ждать невыносимо.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл обществӑра паллӑ вырӑн йышӑнса тӑнӑ чухне, унӑн упӑшки службӑра пулса чылай пысӑк ҫынсемпе ҫыхӑну тытнӑ чухне, унӑн Верочкӑна хӑй патӗнче пурӑнтарасах килнӗ пулсан, Марья Алексевна Верочкӑна ун аллинчен туртса илме пултарайман, ӑна хӑйне те, унӑн упӑшкине те пысӑк чӑрмавсемех тума пултарайман; ҫакӑ вӑл пулма пултарнӑ, ун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук; ун упӑшкин ҫак ӗҫпе суд умӗнче ответ тытмалла пулнӑ пулӗччӗ, Б. г-жа упӑшкишӗн хӑранӑ.

При ее положении в обществе, при довольно важных должностных связях ее мужа очень вероятно, даже несомненно, что если бы она уж непременно захотела, чтобы Верочка жила у нее, то Марья Алексевна не могла бы ни вырвать Верочку из ее рук, ни сделать серьезных неприятностей ни ей, ни ее мужу, который был бы официальным ответчиком по процессу и за которого она боялась.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ачасене «уйӑх патне ал ҫитмест» тесе ӗнентерекен ҫынсем тӗрӗс каланӑ пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук ӗнтӗ; паллах, Б. г-жа ҫав ҫынсем пекех тӗрӗс калайман ӗнтӗ.

Разумеется, г-жа Б. не была права в том безусловном смысле, в каком правы люди, доказывающие ребятишкам, что месяца нельзя достать рукою.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ун ҫине чӑнах та хӗрхенмесӗр пӑхма ҫук: вӑл пӗрре те юри асапланнӑ пек туйӑнмасть.

На нее в самом деле было жалко смотреть: она не прикидывалась.

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех