Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: халӑх умӗнчен ут, хӑвпа пӗрле Израилӗн хӑш-пӗр аслӑ ҫыннисене ил, аллуна хӑв шыва ҫапса уйӑрнӑ туюна тыт та — кай; 6. акӑ Эпӗ унта, Хоривра, сан умна чул хысакӗ ҫине тӑрӑп, эсӗ ҫав чула ҫап та, ун ӑшӗнчен шыв тапса тухӗ, халӑх ӗҫӗ, тенӗ.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа хушнипе Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхӗ Син пушхирӗнчен тухса хӑйсен ҫулӗпе кайнӑ та кайран Рефидимра тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ; унта халӑх валли ӗҫме шыв пулман.
Тух 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, Аарон ӑна — сыхласа усрамашкӑн — Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчи умне лартнӑ.34. И поставил его Аарон пред ковчегом свидетельства для хранения, как повелел Господь Моисею.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Моисей Аарона каланӑ: пӗр [ылтӑн] савӑт ил те унта пӗр гомор туллиех манна тултар, ӑна сыпӑкран сыпӑка усрамашкӑн Ҫӳлхуҫа Турӑ умне ларт, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Моисей каланӑ: Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн хушрӗ: сыпӑкран сыпӑка упраса тӑмашкӑн пӗр гомор [манна] тултарӑр: Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ сире ҫак ҫӑкӑрпа тӑрантарса усрарӑм, сирӗн ӑна курса тӑмалла пултӑр, терӗ, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Моисей каланӑ: ӑна паян ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн паян Ҫӳлхуҫа шӑмачӗ; паян ӑна хирте тупаймӑр; 26. ӑна ултӑ кун пуҫтарӑр, ҫиччӗмӗш кунӗ вара — шӑматкун: ҫав кун вӑл пулмасть, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Аарон Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне каланӑ чухне вӗсем пушхирелле ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ пӗлӗт ӑшӗнче Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑнса кайнӑ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан Моисей Аарона каланӑ: Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне кала: Ҫӳлхуҫа умне пырса тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Вӑл эсир ӳпкеленине илтрӗ, те, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ Эпӗ сирӗн валли тӳперен ҫӑкӑр ҫутарса тӑрӑп, халӑх тухтӑр та кунсерен — пӗр куна мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ — пуҫтарса тӑтӑр; Эпӗ ӑна ҫапла сӑнаса пӑхам, вӑл Манӑн саккун тӑрӑх пурӑнассипе пурӑнмассине пӗлем; 5. улттӑмӗш кунне мӗн илсе килнине пухса хуччӑр, ытти кунсенче пухнинчен икӗ хут ытларах пулӗ, тенӗ.
Тух 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ӑна каланӑ: эсӗ Ҫӳлхуҫанӑн, хӑвӑн Туррун, сӑмахне итлесе пурӑнсассӑн, Унӑн куҫӗ умӗнче юравлӑ ӗҫсем туса тӑрсассӑн, Унӑн ӳкӗчӗсене ӑнласа пырсассӑн, Унӑн пӗтӗм йӗркине тытса пурӑнсассӑн, Эпӗ сан ҫине Египет ҫине янӑ чирсенчен пӗр чирне те ямӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа [санӑн Турру], сана сыватаканӗ, тенӗ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Фараонӑн ҫар урапиллӗ учӗсем, унӑн юланутҫисем тинӗсе кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа тинӗс шывне вӗсем ҫинелле янӑ, Израиль ывӑлӗсем вара тинӗс варринчи типӗ ҫӗртен каҫса кайнӑ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫӳлхуҫа ӗмӗрех, ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Патша пулӗ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫа — вӑрҫӑ арӗ, Яхве Унӑн ячӗ.
Тух 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫав кун Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхне Египет ҫыннисен аллинчен хӑтарнӑ, Израиль [ывӑлӗсем] тинӗс хӗрринче Египет ҫыннисем вилӗ выртнине курнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Египет ҫыннисене Ҫӳлхуҫа тинӗс варринче ҫапла путарнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: аллуна тинӗс ҫине тӑс, шыв ӗнтӗ Египет ҫыннисем ҫине, вӗсен урапаллӑ ҫарӗ ҫине, вӗсен юланутҫисем ҫине кайтӑр, тенӗ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Египет ҫыннисем: Израиль ҫыннисенчен тарар, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа вӗсен хутне кӗрсе Египет ҫыннисене ҫӗнтерсе пырать, тенӗ.И сказали Египтяне: побежим от Израильтян, потому что Господь поборает за них против Египтян.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ирхи хурал вӑхӑтӗнче Ҫӳлхуҫа Египет ҫарӗ ҫине вут юпа ӑшӗнчен, пӗлӗт юпа ӑшӗнчен пӑхнӑ та Египет ҫарне пӑлхатса янӑ; 25. вӗсен ҫар ураписен кустӑрмисене кусайми тунӑ, ҫавӑнпа вӗсене аран-аран сӗтӗрсе пынӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Моисей хӑйӗн аллине тинӗс ҫине тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа тинӗсе ҫӗрӗпех тухӑҫ енчен вӗрекен вӑйлӑ ҫилпе хӑвалаттарса тинӗс вырӑнне типӗ ҫӗр туса хунӑ, шывӗ уйӑрӑлса тӑнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа фараонӑн, Египет патшин, [тата унӑн чурисен] чӗрине хаярлантарса янӑ, вӑл вара Израиль ывӑлӗсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ; Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑватлӑ алӑ хӳттипе пынӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.