Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утса (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саккӑрмӗш курка чей тултарса ӗҫнӗ май Емельян Аксинйӑна куҫӗпе сиввӗн пӑхса ӑсатрӗ, сӑмахӗсене суккӑр ҫын утса иртнӗ пек майӗпен сӑрхӑнтарса, ятлаҫса илчӗ:

Наливая восьмую чашку, Емельян проводил Аксинью глазами, медленно, как слепой ноги, переставляя слова, сказал:

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав ҫулпа вӑл ним ҫӳҫенмесӗр, чӑн-чӑн хуҫа пек утса пычӗ.

И он шел по этой дороге полноправным хозяином.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич хутор вӗҫне хыпаланмасӑр утса ҫитрӗ те, Коршуновсен чӳречисем ҫине унӑн-кунӑн пӑхкаласа, калинкке умне лӑкӑштатса пычӗ.

Пантелей Прокофьевич не спеша вышел в конец хутора; поглядывая на окна коршуновского куреня, подошел к калитке.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, кӗлеткине йӑлттаммӑн чӳхентерсе, хӑвӑрт анкарти патнелле утса кайрӗ те каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр хапхаран тухса ҫухалчӗ.

Она виляющей быстрой походкой дошла до гуменных ворот, скрылась, не оглянувшись.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун хыҫҫӑнах лаҫран ҫурӑлса каяс пек тарӑхнӑ Пантелей Прокофьевич тенкӗлтетсе тухрӗ, утса пынӑ хушӑрах вӗр-ҫӗнӗ чӗн тилхепине тӑваттӑлла хуҫлатса пуҫтарчӗ.

А из стряпки прохромал Пантелей Прокофьевич, злой, как черт, он на ходу складывал вчетверо новые ременные вожжи.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ун хыҫӗнченех Петро утса пыратчӗ.

Следом за ним шел Петро.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Максаевпа юнашар тенӗпе пӗрех Кошевой Мишка утса пырать.

Почти рядом с Максаевым шел Кошевой Мишка.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сотня командирӗ, шинельне тӳмелесе, ҫӗр пӳртрен тухрӗ, хӑй хыҫӗнчен утса пыракан Григорий еннелле шиклӗн пӑхса илчӗ.

Сотенный командир вышел, застегивая шинель, недоумевающе и чуть встревоженно оглядываясь на Григория, выходившего из землянки последним.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий вӗсен хыҫӗнчен утрӗ; кӗҫех ытти казаксем те ҫӗр пӳртсенчен чупса тухрӗҫ, ун хыҫҫӑн кукӑр-макӑр траншейӑсем тӑрӑх сӑрӑрах симӗс хумсем пек явӑнса, утса кайрӗҫ.

Позади сопровождал их Григорий, а за ним сплошной серо-зеленой волной двигались по зигзагам траншей выбежавшие из землянок казаки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий умлӑн-хыҫлӑнах икӗ чикаркка ӗмсе ячӗ, винтовка чӗнне чӑртмаххӑн ҫупӑрласа ачашларӗ те, сулахай алӑ пӳрнисем ҫине тӗревленсе, тараватлӑ ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленчӗ; окопсем патнелле утса кайрӗ.

Григорий выкурил две цыгарки подряд, с грубоватой лаской погладил ремень винтовки, — опираясь на пальцы левой руки, приподнялся с гостеприимной земли; побрел к окопам.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лешӗ винтовки ҫине тайӑнкаласа утса пычӗ.

Тот, опираясь на винтовку подошел.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑрушсӑртарах вырӑна тарса тухсан, Иван Алексеевич снаряд хуҫса антарнӑ хыр йывӑҫҫи айне тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ, сывлӑш ҫавӑрма пикенчӗ; ҫавӑн чух курчӗ те вӑл хӑй патнелле утса килекен Гаврил Лиховидова.

Выбежав на безопасное место, Иван Алексеевич упал под сломленной снарядом сосной, отдышался и тут увидел подходившего к нему Гаврилу Лиховидова.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗрремӗш ҫул-им салтакра? — унтан пӗр хушӑ чӗнмесӗр утса пычӗ те ыйтрӗ:

Первый год, что ли? — помолчав, спросил:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайнӑ Валет вӑйран сулӑннӑ пек утса пычӗ.

Валет шел, размякший, обессилевший.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр хушӑ вӗсем пӗр-пӗрне курмасӑр утса пычӗҫ, унтан сасартӑк ҫав хӑйӑлти сасӑ Валет хӑлхи ҫумӗнчех илтӗнсе кайрӗ:

Минуту шли, невидимые друг другу, и неожиданно у самого уха Валета тот же сипящий голос проговорил:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Амӑшне-ши? — шӑлӗсене шӑкӑртаттарса тытӑнчӑклӑн ыйтрӗ те Иван Алексеевич хӑвӑрт ҫаврӑнса, суккӑр ҫын пек, аяккалла утса кайрӗ.

Матерю? — заикаясь, клацая зубами, спросил Иван Алексеевич и, круто повернувшись, пошел как слепой.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Урапасен ӳречисенчен тытса, ҫӑмӑлтарах аманнӑ салтаксем утса пыраҫҫӗ.

Цепляясь со всех сторон за грядушки повозок, тянулись около раненые.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Валет пулчӗ-и ку? — ыйтрӗ ун хыҫӗнче утса пыракан Шамиль Прохорӗ.

— Ить это Валет? — спросил его шагавший позади Прохор Шамиль.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, курпунне кӑларса, тӳрем ҫӗртех такӑнкаласа, каялла утса кайрӗ.

Он пошел обратно, горбатясь и спотыкаясь на ровном.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук хӗрарӑм тӗлӗнчен хӑяккӑн утса иртсе пӳртелле кӗрсе кайрӗ.

Бунчук боком протиснулся мимо женщины.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех