Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑван сăмах пирĕн базăра пур.
тӑван (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир тӑван ҫӗре юратни, профессири пысӑк ӑсталӑхӑр тата суйласа илнӗ ӗҫе чунтан парӑнни муниципалитетсене ӑнӑҫлӑн аталантармалли никӗс пулса тӑраҫҫӗ.

Ваша любовь к родной земле, профессионализм, преданность избранному делу являются основой успешного развития муниципалитетов.

Михаил Игнатьев Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/20/news-3832734

Эпир Чӑваш Ен ҫӗршывӑн культура центрӗсенчен пӗри пулнипе мӑнӑҫланатпӑр, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери фестивальсемпе конкурссенче тӑван регион чысне хӳтӗлекен ушкӑнсемпе уйрӑм юрӑҫсен ҫитӗнӗвӗсемшӗн савӑнатпӑр.

Мы гордимся тем, что Чувашия является одним из культурных центров страны, радуемся успехам коллективов и исполнителей, представляющих родной регион на всероссийских и международных фестивалях и конкурсах.

Культура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/03/23/news-3811413

Тӑван районне?

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Аля тӑван районне куҫса кайрӗ ӗҫлеме.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Вӗсемшӗн тӗрме тӑван кил пулни тӳрех курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Яланхи пек, тӑван килне каймарӗ вӑл: Усковсен алӑкне хӑюллӑн уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Кӑмӑллӑн та савӑнса кӗтсе илчӗҫ тӑван килӗнче хӗрӗпе мӑнукне.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ӗнер каҫ тӗлӗкре те вӑл тӑван яла, амӑшне курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Пӗрре тӑван килтен тухса кайса ялта ырӑ мар хыпар сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, тӑван ял ятне вырӑнтисем рунӑ ҫырулӑхӗпе тата чӑвашла ҫырса хунӑ.

В своем сообщении он рассказал, что название родного села местные жители записали рунической письменностью и на чувашском языке.

Чӑваш ялӗн ятне руна ҫырулӑхӗпе ҫырса хунӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30695.html

Лизӑшӑн Аня тӑван амӑшӗнчен те хаклӑрах пулчӗ.

Для Лизы Аня оказалась дороже родной матери.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ара, тӑван амӑшӗ ашшӗне ачине укҫалла сутрӗ вӗт.

Ведь родная мать продала отцу ребенка за деньги.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Мӗнле-ха апла, тӑван амӑшӗ хӑйӗн хӗрне укҫалла сутать?

Как же так, родная мать продает свою дочь за деньги?

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Тӑван амӑшӗ вырӑнне йышӑнни ӑна кӳрентерет.

Ей обидно, что необходимо признать меня родной матерью.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пӗрлешес умӗн Лизӑшӑн тӑван амӑшӗ вырӑнӗнче пулма шантарчӗ пулин те хӑйне «анне» тесе чӗннине кӗтсе илеймерӗ.

Несмотря на то, что Лиза перед женитьбой обещала считать ее за родную мать, она все еще не дождалась, когда ее назовут «мамой».

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

— Эп… тӑван амӑшӗ вырӑнне пулайӑп-ши уншӑн, Виктор?

— А я… смогу ли стать для нее родной матерью, Виктор?

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Анчах эп тӑван ялах таврӑнтӑм.

Но я вернулась в родную деревню.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Агроном специальноҫне алла илсе тӑван яла ӗҫлеме таврӑнас ӗмӗтлӗччӗ.

Она хотела получить специальность агронома и вернуться на работу в родную деревню.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Пӗчӗк тата пысӑк ҫак ҫӗнтерӳсем, иккӗленместӗп, пире малашне те тӑван республикӑшӑн тӑвакан ырӑ ӗҫсенче пӗрле пулма пулӑшӗҫ.

Такие малые и большие победы, убежден, еще больше объединят нас для свершения новых добрых дел на благо родной республики в будущем.

Олег Николаев Ҫӗнӗ 2022 ҫулпа саламлани // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2021/12/30/glava-chu ... et-s-nastu

Кӑҫал эпир сирӗнпе пӗрле ҫак улшӑнусене кашни ҫын туйтӑр, пирӗн тӑван ял-хула илӗртӳллӗ те хӑтлӑ пултӑр тесе питӗ пысӑк ӗҫ турӑмӑр.

В этом году мы вместе проделали колоссальную работу с тем, чтобы изменения к лучшему почувствовал каждый житель республики, а наши родные города, посёлки и сёла стали самым привлекательным и комфортным местом для жизни!

Олег Николаев Ҫӗнӗ 2022 ҫулпа саламлани // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2021/12/30/glava-chu ... et-s-nastu

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех