Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

утса (тĕпĕ: ут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑнти шыв куҫӗн сулахай хӗрринелле утса кайрӗ те Мелеховсен суккӑр кӗсри.

К полынье, к левому ее краю, и направляла мелеховская кобыла слепой свой шаг.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӗрарӑмсем, парнисене пӑхкаласа, тӑрӑлтатса тӑнӑ вӑхӑтра Пантелей Прокофьевич кухня тӑрӑх лупас тӑрринчи ҫӑвӑр автан пек мӑнаҫлӑн утса иртрӗ, кӑкӑрне те урапа тукунӗ пекех каҫӑртса хунӑ:

Пока бабы тараторили, рассматривая подарки, Пантелей Прокофьевич пиковым королем прошелся по кухне и даже грудь выгнул:

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Мишатка чӑмӑрне ҫӑварӗнчен кӑлармасӑрах ун патне хӑяккӑн утса пычӗ те сӗтел умӗнче хӑюсӑррӑн чарӑнса тӑчӗ.

Не вынимая изо рта кулака, Мишатка подошел бочком, несмело остановился возле стола.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл ывӑлӗпе хӗрне алӑра ҫӗкленипех крыльца еннелле утса кайма тӑчӗ, анчах ҫак самантра ури суран тӗлӗнче чӑтма ҫук ыратса килчӗ.

Держа их обоих на руках, он двинулся было к крыльцу, но боль пронизала ногу.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков ӑна тепре туртса касрӗ; унтан, ватӑ сӑн ҫапнӑскер, юнпа хӗрелнӗ хӗҫне шӑлкаласа, йывӑррӑн аяккалла утса кайрӗ.

Подтелков рубнул его еще раз, отошел постаревшей грузной походкой, на ходу вытирая покатые долы шашки, червоневшие кровью.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Путакан юр тӑрӑх йывӑррӑн утса, Подтелков тыткӑна илнӗ офицерсем патне пычӗ.

Подтелков, тяжело ступая по проваливающемуся снегу, подошел к пленным.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков, аллинчи чӑпӑрккине пуҫтарса тытса, аяккалла утса кайрӗ.

Подтелков отошел, комкая в руках плеть.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пулемет ҫине симӗс шӑналӑк витнӗ; ураписем шӑнса пӑрланнӑ тавричански тачанка патӗнче Подтелков утса ҫӳрет.

Возле широкой тавричанской тачанки, с обмерзлыми колесами и пулеметом, покрытым зеленым чехлом, ходил Подтелков.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Татах тепӗр ҫын, хӗрарӑмӑнни пек хура чипер куҫӗ ҫине офицерсен хӗрлӗ пашлӑкне антарса лартнӑскер, ҫара пуҫӑн утса пырать; ҫил ун ҫийӗнчи пашлӑк вӗҫӗсене хул пуҫҫийӗсем ҫинелле хӑпартса ярасшӑн варкӑштарса тӑрмалать.

Еще один шел без шапки, надвинув на черные женски-красивые глаза красный офицерский башлык; ветер заносил концы башлыка ему на плечи.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чернецовпа юнашарах темелле, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ теветкел есаул утса пырать.

Почти рядом с Чернецовым шел высокий бравый есаул.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйне ҫитсе тытасран тарса ӳкме пикенсе, вӑл ҫири кӗрӗк пиншакне пӑрахса хӑварнӑ та халӗ ҫӑмӑл куртка вӗҫҫӗнех утса пырать.

Убегая от преследования, он сбросил полушубок и теперь шел в одной легонькой кожаной куртке.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем, вӗренмелле пенӗ чухнехи пек, ним васкамасӑр утса кӗрсе кайнӑччӗ, анчах «максимкӑпа» ӗҫлекен темле харсӑр чернецовец пулемечӗпе казаксен речӗсем тӑрӑх шӑлтарса илчӗ те, казаксем хӑйсен стройӗнчен виҫӗ ҫынна ҫухатса, йӑпӑр-япӑр ҫӗр ҫумне йӑпшӑнса выртрӗҫ.

Пошли было, как на учебную стрельбу, — не ложась, но какой-то ловкач-чернецовец, работавший на «максимке», так здорово полоснул по цепи, что казаки с большой охотой легли, трех потеряв из строя.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий Бахмачев хыҫӗнчен шӑлӗсене кӑчӑртаттарса, винтовкине ҫапкалантарса утса кайрӗ.

Григорий пошел следом, скрипя зубами, размахивая винтовкой.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий, шинель ҫухине ҫӗклесе, хӑвӑрт малалла утса кайрӗ.

Григорий поднял воротник шинели, пошел, убыстряя шаг.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл Григорипе васкавлӑн сыв пуллашса уйрӑлчӗ те тӗп урам еннелле вӑрӑммӑн утса кайрӗ.

Он наскоро попрощался с Григорием, крупно зашагал к центру.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем шӑпӑрт утса пыраҫҫӗ.

Казаки молчали.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Митька, куҫне аяккалла тартса, вӗри аллине тӑсса пачӗ те пӳрт еннелле утса кайрӗ.

Митька, отводя взгляд, протянул ему горячую руку, пошел к куреню.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анна малтан утса пычӗ; юлашки картлашка ҫине хӑпарса ҫитрӗ те, темскер ыйтма тесе, ун еннелле ҫаврӑнчӗ.

Она шла впереди; поднявшись на последнюю ступеньку, повернулась к нему с каким-то вопросом.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шурӑмпуҫ хӗрелсе киличчен амӑшӗ темиҫе хут ун патне пыра-пыра пӑхрӗ, утиялне, минтерне майласа тӳрлетрӗ, сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем чалӑшшӑн усӑнса аннӑ пысӑк ҫамкинчен чуп турӗ, чӗрне вӗҫҫӗн утса кайса, вырӑнӗ ҫине кӗрсе выртрӗ.

До зари несколько раз подходила к нему мать, поправляла одеяло, подушку, целовала его большой лоб с приспущенной наискось русой прядью, неслышно уходила.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл такӑна-такӑна ун патнелле утса кайрӗ, амӑшӗ, хӑйне кӑшкӑрса чӗннине илтсе, такам чышса янӑ пек сулӑнса кайнине курчӗ: ахӑртнех унран тарасшӑн пулчӗ пулас вӑл, анчах вӑйӗ ҫитмерӗ курӑнать, — ҫиле хирӗҫ утнӑ пек хевтесӗррӗн тайкаланса, аяккалла утса кайрӗ.

Спотыкаясь, он шел к ней, видел, как мать качнулась от его крика, словно от удара, — хотела, видно, бежать, но силы изменили, и она пошла толчками, будто преодолевая сопротивление ветра.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех