Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑван сăмах пирĕн базăра пур.
тӑван (тĕпĕ: тӑван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, профессири ӑсталӑхӑра ӳстерсе пыма тата Тӑван ҫӗршыв ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫӗрте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунатӑп.

Желаю вам крепкого здоровья, благополучия, профессионального роста и новых успехов в службе на благо Родины.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/20/news-4000191

Чӑваш Ен юрисчӗсем тӑван ен аталанӑвне, граждансен Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗнче палӑртнӑ прависемпе ирӗклӗхӗсене тивӗҫтерес ӗҫе пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.

Юристы Чувашии вносят весомый вклад в развитие родного края, обеспечение прав и свобод граждан, гарантированных Конституцией Российской Федерации.

Михаил Игнатьев Юрист кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/03/news-3989230

Эпир тӑван республика тата юратнӑ Ҫӗршывӑмӑр чечекленӗвӗшӗн пӗрле тӑрӑшатпӑр — вӗсен хальхи пурнӑҫӗпе малашлӑхӗшӗн кашниех яваплӑ.

Вместе мы трудимся во имя процветания родной республики и нашего любимого Отечества – каждый из нас ответственен за их настоящее и будущее.

Михаил Игнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/02/news-3967868

Эсир паттӑр та тӳрӗ кӑмӑллӑ тата принциплӑ пулнипе, тивӗҫе тата Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑннипе палӑрса тӑратӑр.

Вас отличают мужество, честность, принципиальность и преданность долгу и Отчизне.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Шалти ӗҫсен органӗн ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/10/news-3971793

Таможня ӗҫченӗсем Тӑван ҫӗршывшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлени, пысӑк ӑсталӑхлӑ, яваплӑ та сыхӑ тата принциплӑ пулни таварсемпе улшӑнассин тухӑҫлӑхне тивӗҫтерме, тавар туса кӑларакансен экспорт вӑй-халне аталантарма, регионӑн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерме малалла та пулӑшса пырасса шанса тӑратӑп.

Уверен, что верное служение Отечеству, высокий профессионализм, ответственность, принципиальность и бдительность таможенников будут и дальше способствовать осуществлению эффективного товарообмена, реализации экспортного потенциала наших производителей, повышению инвестиционной привлекательности региона.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн таможня ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/25/news-3962527

Ҫӑкӑр ҫитӗнтерме тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен ҫынсем ҫеҫ – тӑван ҫӗре пӗтӗм чунтан парӑннисем тата ӑна никамран ытла юратакансем – пултараҫҫӗ.

Вырастить хлеб под силу только рачительным людям – тем, кто сердцем любит родную землю и предан ей всею душой.

Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗ­пе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/13/news-3954139

Ҫак уяв – ҫӗршывӑмӑрпа тӑван республика аталанӑвне калама та ҫук пысӑк тӳпе хывнӑ аслӑ ӑру ҫыннисене хисеп тунин ырӑ тӗслӗхӗ.

Этот праздник – знак глубокого уважения и признательности старшему поколению, внесшему неоценимый вклад в развитие страны и республики.

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/01/news-3944636

Пирӗн тӗллев – вӗренме чи лайӑх майсем тӑвасси, ҫамрӑк ӑрӑва ҫирӗп пӗлӳ парасси тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратма вӗрентсе ҫитӗнтересси, хӑйсен пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма пултаракан Раҫҫейӗн тивӗҫлӗ гражданӗсене пӑхса ӳстересси.

Наша задача – создать для учебы лучшие условия, дать молодому поколению прочные знания, воспитать в духе любви к Родине, вырастить достойных граждан России, готовых к самореализации.

Михаил Игнатьев Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/09/01/news-3922265

Шупашкарта пурӑнакансем хӑйсен тӑван кӗтесне чунтан юратнӑран, унӑн ырлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑран Чӑваш Республикин тӗп хули тӑтӑшах ҫӗнелсе улшӑнать, хӑтлӑрах та тирпейлӗрех тата илӗртӳллӗрех пулса пырать.

Благодаря искренней любви чебоксарцев к родному городу, неравнодушию и инициативности столица Чувашской Республики постоянно преображается, становится комфортнее, уютнее и современнее.

Михаил Игнатьев Шупашкар хула кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/08/19/news-3916021

Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи, Хушса пырса хӗрӳлӗхе, Чӑваш вӑрманӗ пек хунатӑр!

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 9 с.

Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи, Ҫирӗплетет вӑл пӗрлӗхе.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 9 с.

Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи, Чӑваш эрешӗ те тӗрри.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 9 с.

Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи, Чӗре юрри, хайлав юххи, Ман юнӑм та ман тус-юлташӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 9 с.

Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи, Вӑл нимӗнрен те чи пахи.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 9 с.

Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи, Вӑл ӗлӗкхи те, вӑл хальхи, Асаттесем унпа калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 9 с.

Шур тӗс — ачалӑха асилтерен Тӑван кил патнелле пыран ҫул пек.

Куҫарса пулӑш

Чӗнӳ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 7 с.

Сӑвӑҫ тӑван сӑмахлӑха лайӑх чухлать, унпа пӗлсе те ӑнӑҫлӑ усӑ курать.

Куҫарса пулӑш

Халӑхра янӑракан сӑвӑсем // Василий Давыдов-Анатри. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 3–5 с.

Вӑл, тӗпрен илсен, Тӑван ҫӗршыв, ҫуралнӑ ен, ҫамрӑклӑх, юратупа туслӑх ҫинчен ҫырать.

Куҫарса пулӑш

Халӑхра янӑракан сӑвӑсем // Василий Давыдов-Анатри. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 3–5 с.

— Пулма пултарать, — хуравларӗ Галя Тамарӑн тӑван ҫуккине пӗле тӑркачах.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Канмалли кунсенче ятарласа тӑван ялӗсене ҫӳрерӗҫ, ватӑсенчен ҫырма-ҫатра, улӑх, юханшыв ячӗсем ҫинчен пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех