Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкнӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ним тума, ним калама аптӑраса ӳкнӗ Санюк: — Ну, сана, Мари. Пӗр асӑрхаттармасӑр ҫакнашкал хӑнасене илсе килмелле-и киле? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, ялти хӗр хӑйӗн икӗ аркӑллӑ вӑрӑм та шалпар кӗпипе кукленсе ташлама тӑрсан, вӑл ҫавӑнтах урай варринче ҫыхланса ӳкнӗ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ Мирун пӗҫернӗ ҫӗрулми ҫине ҫӑнӑх хушса тӗвет.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ Мирун пысӑк хуранпа выльӑхсем валли вӗтӗ ҫӗрулми пӗҫерет.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑраса ӳкнӗ пӗчӗк ачасем амӑшӗсене кӗпе аркинчен е аллисенчен ярса тытнӑ та, вӗсем те пӗрлех йӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ӑнсӑртран хӗрпе каччӑн сенкер куҫӗсем пӗр-пӗрне тӗл пулаҫҫӗ те, ҫавӑнтах, темрен хӑраса ӳкнӗ пек, пӗр-пӗрне курмӑш пулса, аяккалла пӑхма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак вӑхӑтра тепӗр пӑр катрамӗ, хӑяккӑн-хӑяккӑн сулӑнкаласа, Хветут картишӗ еннелле пӑрӑнчӗ, мӑн кӑкӑрӗпе вӗрлӗксемпе ҫил хапхана ҫӑмӑллӑнах лучӑркаса ватса, темле кӑна пӳрт кӗтессине ватмасӑр, урама йӑтӑнса тухрӗ, йывӑррӑн ҫаврӑнкаласа илчӗ, унтан, Сахар хуҫаран сехӗрленсе ӳкнӗ пек, кӑмӑлсӑррӑн Паласалла шуса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӗнӗ ҫул каҫхине ӳкнӗ те ир енне ирӗлсе те кайнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn

Кӑнтӑрла чӑтма ҫук шӑрӑх тата сывлӑш нӳрӗклӗхӗ питӗ пӗчӗк пулнӑран салтаксем тӑн ҫухатса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун ҫирӗплӗхне туптанӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11390-ch ... hne-tuptan

Ҫын ӳкнӗ тӗлте ункӑсем сарӑла-сарӑла кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арӑмӗпе мӑнукне макӑртсах (лешсем турхана пӑлхавҫӑсем ярса тытасран хӑрамаллипех хӑраса ӳкнӗ) вӑл хӑй суйласа илнӗ вун икӗ тӗкӗрҫӗпе ҫула тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫӑра ӳкнӗ лашашӑн эс манран ним те шырама полтараймастӑн.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑй ҫавӑнтах хыпӑнса ӳкнӗ пек пулчӗ, лашине кӑшт чарса ашшӗпе танлашрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пирӗн лаша ҫул ҫинче ӳкнӗ тет ҫав.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ав тӑлланӑ лашасем ҫӳреҫҫӗ, куратӑн-и? — тӑвӑлпа ӳкнӗ йывӑҫсем еннелле кӑтартрӗ Эпселем.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑхӑчӗ ункайлӑ килсе тухрӗ вӗсемшӗн юлашки уйӑхсенче, Мускавра вырӑс патши — Хаяр Иван чирлемеллипех чирлесе ӳкнӗ тет ав.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗша тӑрӑхне сиксе ӳкнӗ вут-кӑвара тапта-тапта сӳнтерчӗҫ вырӑссем, тепӗр ҫӗре сиксе ӳкрӗ-ҫке вучӗ, Кӑкшан хӗрринче ҫунма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чӑнах, тӗлӗнтеретӗн-ха эс пире, — терӗ вӑл каласа кӑтартнипе аптраса ӳкнӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫатан урапа тайӑлнинчен сисрӗ Иливан — кайри хӑрах кустӑрма тухса ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑна кура ял ҫыннисем сехӗрленсе ӳкнӗ: киремет тӗнӗпе пурӑнакансен йӑли тӑрӑх, аҫа ҫапнӑран ҫунса кайнӑ ҫурт вырӑнне ҫӗнӗрен пӳрт лартма юрамасть-ҫке.

Куҫарса пулӑш

6. Ӗмӗрлӗх хуйхӑ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех