Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тупӑнчӗ Ухатер, тупӑнчӗ! — ӗлӗк Чӑваш тӗп театрӗнче пӗрле вылянӑ Эльгеева ыталаса илчӗ Тал-Мӑрса.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ҫавӑнпа куракансем вӑл ӗлӗк «Ревизорти» Городничий монологне епле хӗрсе вылянине аса илчӗҫ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Чӑваш театрӗнче ӗлӗк пӗрле ӗҫленӗ Эльгеева Георгий Васильевич мӗншӗн курасшӑн пулнине Мишин тӗплӗн каласа параймарӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хусана та, ӗлӗк хам ҫӳренӗ пек, кут айне пӗрер тюк хӑмла брикечӗ хуркаласа кӑна ҫурет Микихвер.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Стан пухӑвӗ тесе ӗлӗк старшина суйламалли пухӑва каланӑ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Ку турӑш ӗлӗк ҫак шкулта ҫакӑнса тӑратчӗ!..
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ӗлӗк икӗ класлӑ училище пулнӑ ҫуртра халӗ икӗ сыпӑклӑ шкул ӗҫлет.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Вӑл та эсерччӗ ӗлӗк, офицерччӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Унти мухтавлӑ шкула, ӗлӗк икӗ класлӑ училище пулнӑскере, кайса курас килчӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ӗлӗк, кирек кам килсен те, йытӑ вӗрни илтӗнетчӗ, ун сассипе кам та пулин хыпаланса тухаканччӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Кун пек мыскарана вӑл ӗлӗк те курсаччӗ: шывпа хутӑштарнӑ краҫҫын туянса килнӗччӗ «ҫичпӳрт ҫыннинчен».
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ӗлӗк, Тукайпа тӑшманлӑ пуличчен, вӑл, паллах, ҫитнӗ-ҫитмен Туканаша шыраса тупатчӗ, пурӑнма никам патне те мар, ун патне кӗретчӗ.
22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ӗлӗк эп Туканашпа йӑпанса пурӑнаттӑм.
22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӗлӗк, эп астӑвасса, ун пек марччӗ Тукай, ял ҫыннисене хӗрхенме пӗлетчӗ.
16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӗлӗк эпир Чалӑма ухӑ леҫме е ҫакӑн пек урӑх ӗҫпе ҫеҫ каяттӑмӑр, халӗ акӑ…
15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӗлӗк пулсан вӑл улаха кайнӑ чухне, паллах, шӑпӑрне илетчӗ, анчах халь хӑйӗн тем пек шӑпӑр калас килсен те ӑна илме пултараймарӗ: ун кӗввипе хӗрсем ташӑ ташлама пӑрахрӗҫ.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑй вара ӗҫленӗ хушӑра вӗҫӗмсӗр мӑнукне вӑрҫрӗ: ӗлӗк ҫак япаласене яланах иккӗн тирпейлекенччӗ, халӗ ав Ахтупай куҫа та курӑнмасть.
5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тӑван амӑшӗ, тӗнчипе паллӑ Нур-Салтан, нумай ҫул ӗлӗк Крым ханне Менгли-Гирее качча тухнӑскер, темиҫе уйӑх каялла Бахчэ-Сарайра ҫӗре кӗчӗ, Мускавра аслӑ князь патӗнче пурӑнакан пӗртен-пӗр шӑллӗ, Латиф, ҫулталӑк каялла унтах пуҫне хучӗ, — те хӑй вилчӗ, те вӗлерчӗҫ ӑна.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Черемисинов кил-йышӗпе Тукай чылай ӗлӗк ашшӗпе кӗрсен паллашнӑччӗ, ҫавӑнтанпа вырӑс купсипе чӑваш пуянӗ хурӑнташланнӑ ҫынсем пекех пурӑнаҫҫӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӗлӗк вӑл Тукай хушмасӑр ниҫта та каймастчӗ, хӑй тӗллӗн пӗр ӗҫ те тумастчӗ, халь кур-ха: Хусана, пасарсене унран ыйтмасӑр ҫӳрет, тутар мӑрсисемпе паллашать, ӑна пӗлтермесӗрех ҫӗнӗ анасем туянать.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.