Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫичӗ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫичӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Робот ҫулталӑкра ҫичӗ пин те икҫӗр тенкӗ перекетлет, ҫакна ан манӑр, — терӗ лӑпкӑн директор.

Куҫарса пулӑш

Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.

Евлампьев аслӑ инженер шутланӑ тӑрӑх, ҫав контролерсене фабрика ҫулталӑкра ҫичӗ пин те икҫӗр тенкӗ тӳлет.

Куҫарса пулӑш

Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.

Ҫичӗ ют килӗнчен тухнӑ чух Арман чулӗ пултӑм-им?

Куҫарса пулӑш

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ҫичӗ ҫул ҫеҫ тултарнӑччӗ-ха, шкула та тепӗр уйӑх ҫурӑран кӑна каймаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Пушмаксене алӑк сыппинче хывсан, кил хуҫи, курткине, шлепкине хывса вешалкӑран ҫакрӗ, «ҫитмӗл те ҫичӗ» саплӑклӑ хӑмӑр халат тата пӗр-ик тӗлте ура пӳрнисене ҫиҫтерекен тапочка тӑхӑнчӗ, пире те урасене тӑхӑнма тапочкӑсем пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Эпӗ, пурнӑҫра ҫеҫенхир ҫилӗ пулса, кӗҫҫе питленсе ҫӳреме хӑнӑхманскер, ҫичӗ хут виҫкелесе тӑратӑп:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тимӗр Кӗркури ҫитмӗл те ҫичӗ туратри тӑванне палласа илчӗ пулас: малтан, пире хӑйӗн шуйхӑнчӑк-пӑрӑнчӑк куҫӗпе тыткӑнласа, тӑп чарӑнса тӑчӗ, унтан сылтӑм еннелле палт ҫаврӑнчӗ те ҫывӑхри апат-ҫимӗҫ лавккинелле чуппипех чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Вӑл мана тата ҫитмӗл ҫичӗ туратран турту-тӑван та тивет.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Анук ҫичӗ класс та пӗтереймен-ха, анчах ӑна, йӗркеллӗ вӗренекен, килте те, колхозра та вӑй хурса, лӑш курмасӑр ӗҫлекен хӗр ачана, ашшӗ темӗн те пӗр хурласа каласа хӑртма ӗлкӗрнӗ: «мӗшӗлти», «харампыр», «шампа хырӑм», «бурлак», «ҫӑкӑр хурчӗ» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хӑвалӑхра (вуллисем, салтака ӑсанакан ҫамрӑксем пек, пӗр-пӗринпе таччӑн-таччӑн «ытамлашнӑ») тин ҫеҫ пӗр ушкӑн вӗтӗ кайӑк лӑпкӑн-савӑккӑн чӗв-чӗв-чӗв савӑшатчӗ, халӗ вӑл, хӑрушлӑх ҫуйӗ туса, тӗк хӑпартлантарса илчӗ, унтан, шуйхӑнса, хатӑррӑн пӑрр! ҫӗкленчӗ те, таврана ӑш вӗҫтерсе, ҫитмӗл те ҫичӗ пӗчӗк кӗмӗл кашӑкпа ялти тӑпӑл-тӑпӑл чиркӳ чанне чанкӑлтаттарнӑ пек чӗриклете-чӗриклете, чивлете-чивлете, самантрах йӑп пулса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пӑрахут тапраниччен татах ҫичӗ минутчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпир пур наци уявӗсене те пӗрле паллӑ тӑваттӑмӑр.10-мӗш класра вӗреннӗ чухне ял историне тишкерме пуҫларӑм, йӑх-несӗлсене ҫичӗ сыпӑк таран тӗпчерӗм.

Куҫарса пулӑш

Тӑван шкулне «таврӑнчӗ»… // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%82a%d0% ... bd%d1%87e/

Ҫичӗ тата ытларах ачаллӑ икӗ ҫемье те (9,9 млн тенкӗлӗх) патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ҫичӗ ҫын харпӑр хӑй ӗҫне пуҫарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Хуран айӗнчен, таҫти тӗпсӗрлӗхрен (ҫичӗ ҫӗр миннинчен пуль?), йӗри-таврах акӑш-макӑш ҫунакан вут ҫулӑмӗсем, вӗсен йӑлхахӗсем пал та пал палкаса-явӑнса, виркӗнсе те сирпӗнсе, карласа та ҫатӑртатса хӑпараҫҫӗ те пӗлӗтелле вӑнн! вӑнн! вайкӑнса, кӑраланса тӑсӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр те маххӑ памарӗ, вӑл Полина «пьедесталӗ» ҫине урӑх енчен «чакаланса хӑпарса тӑчӗ» — ҫитмӗл ҫичӗ курӑкпа ҫулҫӑран гербари пухса, шкулта пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӑй класӗнчи хӗрачасен пӑшӑлтатӑвӗнчен Ула Тимӗр пӗлчӗ: «Б» класри Кораблева Полинана, ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пур предметпа та «5» паллӑпа ҫеҫ пӗтернӗскере, вӑтам шкула экзаменсем тыттармасӑрах йышӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑван ялта ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул пӗтерсе свидетельство илсен, Ула Тимӗр, ял халӑхӗ ыйтнине тивӗҫтерсе, ҫулла Элекҫи ятлӑ юлташӗпе пӗрле сурӑх кӗтӗвӗ кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрпе Полина иккӗмӗш класс пӗтерсен, ҫулла, Полинасен ҫемйи Ч. ялне куҫса кайрӗ: хӗрача ашшӗне унти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула директор пулса ӗҫлеме куҫарнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малти ретсенче кӑҫал пӗрремӗш класа вӗренме килнӗ ҫичӗ ҫулхи ачасем.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех