Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫамрӑк сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫамрӑк (тĕпĕ: ҫамрӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ял пурнӑҫӗ япӑхлансах пырать, ҫамрӑк чухне асаттепе урампа пыраттӑмӑрччӗ те, вӑл пӗр ҫын ҫине пӳрнипе тӗллесе кӑтартатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ку ҫурта мӑн аслашшӗ ҫамрӑк чухне лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Округ пуҫлӑхӗ Александр Терентьев ҫамрӑк армеецсене саламланӑ май ӑмӑртусенче ӑнӑҫу, ҫирӗплӗх сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

Тантӑшӗсене саламлама ҫамрӑк параппанҫӑсем килсе ҫитрӗҫ, Элӗкри ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

Майӑн 15-мӗшӗнче ҫамрӑк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» муниципалитетри 55-мӗш финал вӑййисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

Ҫамрӑк армеецсем вӗренӳ ҫулӗн юлашки уйӑхне уроксем вӗҫленнишӗн кӑна мар, ҫарпа патриотизм вӑййисене хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне чӑн-чӑн ӑмӑртусенче ҫирӗплетсе пама май килнишӗн те кӑмӑллаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫӗннисем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/kecennisem-aslise ... racce.html

Ӑнӑҫу сунатпӑр ҫамрӑк фермера предпринимательлӗх ӗҫӗнче, патшалӑх кӳрекен тӗрлӗ енлӗ пулӑшу мерисемпе усӑ курса татах та аталанмалла пултӑр!

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк предприниматель пуҫарулӑх кӑтартать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11998-camr-k ... h-k-tartat

Ял хуҫалӑх енӗпе вӗренмен пулсан та ҫынпа калаҫни, ҫултан-ҫул пухӑнса пыракан опыт пулӑшса пынине палӑртать ҫамрӑк фермер.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк предприниматель пуҫарулӑх кӑтартать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11998-camr-k ... h-k-tartat

2020 ҫулта хӑй ячӗпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗ йӗркелеме шут тытать Александр, ҫапла «Дмитриев А.Н.» ХФХ ертӳҫи пулса тӑрать 24 ҫулхи ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк предприниматель пуҫарулӑх кӑтартать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11998-camr-k ... h-k-tartat

«Хӗрлӗ дипломлӑ юрист-тракторист», — тесе шӳтлет хӑйӗн пирки ҫамрӑк фермер.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк предприниматель пуҫарулӑх кӑтартать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11998-camr-k ... h-k-tartat

Александр вара ҫамрӑк ҫулӗсене кура мар, хӑй тӗллев лартса тытӑннӑ ҫӗр ҫинче ӗҫлемелли ҫак ҫӑмӑл мар ӗҫе.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк предприниматель пуҫарулӑх кӑтартать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11998-camr-k ... h-k-tartat

Мӑнҫырма ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк фермер Александр Николаевич Дмитриев та кунӗн-ҫӗрӗн уйра тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк предприниматель пуҫарулӑх кӑтартать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/11998-camr-k ... h-k-tartat

Турслета уҫнӑ церемоние район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Алексей Данилов хутшӑннӑ, ачасене тӗрлӗ ҫитӗнӳсем суннӑ, ҫамрӑк туристсемшӗ икӗ кун чи усӑллӑ та тулли пуласса шаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре пӗтӗм районти турслет иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3778405

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче «Ҫемье - ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене упракан» программа иртнӗ, унта ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшмалли патшалӑх программисем ҫинчен, ҫемьесен пурнӑҫ шайне лайӑхлатмалли ҫӗнӗ социаллӑ проектсем ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Кистенлӗре "Ҫемье - ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене упракан" программа иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-05- ... tn-3778488

Ҫамрӑк ҫын кирлӗ оборудовани туяннӑ та ӗҫе тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уфара пурӑнакан СНТра нарколаборатори организациленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... en-3779621

Шкулсенчи ҫамрӑк армеецсем майӑн 13—17-мӗшӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе ӑсталӑхне кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Командирсем маттур та пултаруллӑ // Петр ПОРЯДКОВ. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%ba%d0%b ... %bb%d3%91/

Каснӑ-лартнӑ Шура сасси пек: йӗс шӑнкӑрав тӗнкӗлтетӗвӗ те, Чӗрхва ҫырминчи кӑвак чулсене шутласа чупакан тӑп-тӑрӑ шыв шӑнкӑртатӑвӗ те, ҫепӗҫ ҫил пӑшӑлтатӑвӗ те, ҫамрӑк хурӑн ҫулҫипе алӑ ҫупса кӑларнӑ чӑштӑртату та, ирхи чечек ҫинчен ӳкекен тумлам-сывлӑмӑн вӑйсӑрлӑхӗпе йӑлтӑртатӑвӗ те пур унта, юрлаканӑн сассинче.

Куҫарса пулӑш

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Шкул ачин сумкине хурса алла хресчен сенӗк-кӗреҫине тытнӑ тапхӑрта Вихтӗрсене, колхозри ҫамрӑк волейболистсене, районти ӑмӑртӑва илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Питомника хунавсем илме Канаш, Тӑвай тата Вӑрмар тӑрӑхӗсенчи ял территорийӗсем туслӑ йышпа килеҫҫӗ, кашни вӗсем ҫамрӑк йывӑҫсене 3 пин тӗпрен кая мар илсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫут ҫанталӑка упрар, пӗр-пӗрин ӗҫне хисеплер // Артемий Мясников. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82a%d ... %81%d0%b5/

Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн пӗр ҫулталӑкран ҫамрӑк ҫемье Барнаул хулине тухса кайнӑ, кунта стройка ӗҫӗсене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Нуша курсан та хуҫӑлман // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %b0%d0%bd/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех