Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ылтӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ылтӑн (тĕпĕ: ылтӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑн хыҫҫӑн-и е унтан малтантарах-и — хӑҫан пуҫланнине Таранов хӑй те лайӑххӑн, уҫӑмлӑн пӗлмест — мӗн те пулин ҫырасси ҫинчен шухӑшланӑ чух е мӗн те пулин ҫырма ларсан кирек хӑҫан та ӑнланмалла мар пӑтӑрмах сиксе тухать: унӑн куҫӗ умӗнче ылтӑн кӑшӑллӑ куҫлӑх тӑхӑннӑ Саркай мӗкӗлтетме тытӑнать, чӗрине шиклӗ туйӑм йӗпле-йӗпле илет, вара шухӑш йӗрки сисӗнмесӗрех урӑх еннелле пӑрӑнать.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫӗнӗ сӑмах шухӑшласа кӑларса историе ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлас килет-им сирӗн? — ылтӑн кӑшӑллӑ куҫлӑхне тӳрлете-тӳрлете сӑмахне тӑрӑхларах пуҫларӗ Саркай иккӗш редакцире тӗл пулсан.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Хӑвна ху сунтал тетӗн пулсан – тӳс, мӑлатук тетӗн пулсан – ҫап», – тесе ҫырнӑ Александр Артемьев «Симӗс ылтӑн» повеҫре.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

Унта 20 ҫын ятне ылтӑн сас паллисемпе ҫырса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

Балет партитури Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗн «ылтӑн ҫӳпҫинче» нумай ҫул упраннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Нарспи историйӗ» балета куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60610

Ӗҫ династийӗсене республикӑн ылтӑн фончӗпе танлаштарма пулать.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ӗҫре – ашшӗ-амӑшӗ те, ачисем те, мӑнукӗсем те... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61063

32 ҫул ялти шкулта ачасене ӳкерӳ ӗҫӗпе, технологипе вӗрентекенскерӗн алли ылтӑн пулни те паллӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Нина, тӳрех Атӑл варрине тухса, ылтӑн пек ялтӑракан хӗвел ҫулӗпе малалла шурӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Георгий ылтӑн куҫлӑхлӑ ҫын ҫине вӗчӗрхенсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Пӗри, ҫамрӑкскер, хӑйӑр тӗслӗ ҫӳхе костюм тӑхӑннӑ, ылтӑн кӑшӑллӑ куҫлӑхпа, тепри, тачка кӗлеткеллӗскер, хӗрӗх-хӗрӗх пилӗк ҫулсенче, хура шлепкепе тата ҫутӑ авӑрлӑ кукӑр туя тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Георгий ылтӑн тӳммеллӗ хура кительне хывса тӗплӗн ҫӑвӑнчӗ те сӗтел хушшине ларчӗ, амӑшӗнчен ун сывлӑхӗ ҫинчен, юлашки вӑхӑтра мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗле пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫав вӑхӑтра шурӑмпуҫ ҫиттийӗ карӑннӑҫем карӑнса пычӗ, ҫӳҫенчӗк тӗссӗр сывлӑш ҫутӑ кӑвак тӗсе куҫрӗ, кайран вара хӗвелтухӑҫ енне ылтӑн тӗс ҫапрӗ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫав вӑхӑтра урамри электричество ламписене йӑлишӗн кӑна кӑшт ҫутса илеҫҫӗ, вара пысӑк ҫаврака лампӑсем турилкке ҫине хунӑ виҫӗ ылтӑн улма пек туйӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Унӑн «Ылтӑн вӑчӑра», «Тӑван юншӑн», «Пӗр хулара» тата ытти кӗнекисене те шкул программисене кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Халь вӑл издательствӑна хӑйӗн «Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт» ятлӑ ҫӗнӗ произведенийӗн ал ҫырӑвне килсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Паллах, вӑл ҫакӑн пек жулик пулнине кӑшт та пулин пӗлнӗ пулсан, хам ума ылтӑн купи кӑларса хурсан та килӗшмен пулӑттӑм, маншӑн ырӑ ят укҫаран хаклӑрах… —

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Анчах океан леш енчи ҫӑхансем каллех вӑрҫӑ ҫинчен кранклатаҫҫӗ, вӗсене каллех пин-пин халӑх юн ӑшне путни, миллионшар ҫынсене вӗлерни кирлӗ — вӗсене ку вӗҫӗмсӗр тупӑш, ылтӑн купи парать.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

— Ҫапла, Сабира — ылтӑн арӑм! — мухтанчӗ Мамарланов.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӑйӗнче — шӑрҫа, аллинче — ылтӑн ҫӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ах, Караҫӑм, мӗнле ырӑ ҫын пулнах эсӗ! — ҫаврака пит-куҫне уйӑх пек ҫутӑлтарчӗ Улькка пӳрнине ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартсан.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех