Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шултра сăмах пирĕн базăра пур.
шултра (тĕпĕ: шултра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Зина кашӑкпа шултра ҫырла ӑсса илнӗ те Алексее тӑсса панӑ: «Ку сирӗн хӗвелтухӑҫӗнчи кӑвак ҫырларан лайӑхрах».

Зина подняла ложкой крупную ягоду и протянула ее Алексею: «Это получше вашей дальневосточной голубицы?»

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Сахалтарах! — кулянса каларӗ Пушин, тепӗр ҫирӗм минутран хӗр аллинчен шултра саспаллисемпе илемлех ҫырман хут листине илсе.

— Маловато! — сокрушенно сказал Пущин, получив от нее минут через двадцать лист, исписанный крупным небрежным почерком.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ковшов пасара ҫӳрерӗ, анчах унта ҫӗрулмипе сарӑхса кайнӑ шултра хӑяртан пуҫне урӑх нимӗн те сутман.

Ковшов пошел на базар, но там, кроме картофеля и крупных желтых огурцов, ничем не торговали.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Курӑк ӑшӗнче кашни пусӑмрах шултра шӑнкӑрма курӑкӗ пек, кӗр чечекӗсем — сарӑ, кӗрен, тӗксӗм-кӑвак чечексем — йӑлтӑртатса лараҫҫӗ.

В траве на каждом шагу вспыхивали яркие осенние цветы — желтые, пурпуровые и темно-синие, похожие, на крупные колокольчики.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пӗр пилӗк километр кайсан, Гриша шултра ҫумкурӑкӗ пусса илнӗ окопа шыраса тупрӗ те, эпир ҫавӑнта ҫӗр каҫма шутларӑмӑр.

Километров через пять Гриша отыскал заросшие бурьяном окопы, где мы и устроились на ночевку.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Питне пӗркеленчӗксем сӑрса илмен пулсан, хитре сӑн-питлӗ ҫынах пулнӑ пулӗччӗ-и тен вӑл, анчах ун питне темӗнле, ват ҫынӑнни пек мар, шултра та ҫемҫе, пите-куҫа пысӑклатса тӑракан, тӗсрен яракан пӗркеленчӗксем сӑрса илнӗ.

Лицо его было бы красиво, ежели бы не какая-то одутловатость и мягкие, нестарческие, крупные морщины, сливавшие и увеличивавшие черты и дававшие всему лицу общее выражение несвежести и грубости.

1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Вӑл тем те вуланӑ — хаҫатсем, журналсем, вак-тӗвек кӗнекесем те, шултра кӗнекесем те.

Он читал все — газеты, журналы, брошюры, книги.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Власьевна тенкел ҫине тӑрса ҫыхӑран шултра сухансем татать.

Власьевна в большом рабочем переднике, стоя на лавке, срывала с вязки крупные луковицы.

Пурте пӗриншӗн // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Варя, вӗтӗ тӑвар памӑн-ши, пирӗн шултра!

— Варя, не дашь ли соли мелкой? У нас крупна!

Скатерть-самобранка // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Ҫамрӑк сысна ҫурисем пек шултра, кӗрен те вӑрӑм ҫӗрулмисем выртасҫӗ шӑтӑкра.

И лежат в яме розовые картофелины, словно маленькие поросята.

Ҫӗрулми уйӗнчи ҫапӑҫу // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Чижик ҫамки ҫине шултра тар тапса тухрӗ.

На лбу у Чижика выступили крупные капли пота.

Климушка пахчара // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Чижик шултра тӑвар сапса саланнӑ улма ҫиет, кишӗрпе саратнӑ вӗри чей ӗҫет, анчах хӑлхинче пӗр вӗҫӗмсӗр: «пилӗк паллӑ, ҫывӑрма канлӗ, ҫывӑрма канлӗ» тенӗ пек туйӑнакан сасӑ янӑрать, пӳрт ҫул ҫинчи урапа пек сулланнӑн туйӑнать.

Чижик ест рассыпчатую картошку, круто посоленную крупной солью, пьет горячий морковный чай, а в ушах у нее все время звучит: «пять, пять, спать, спать»; и домик начинает покачиваться, как телега на проселочной дороге.

Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Унӑн васкавлӑ сасси ҫеммипе отряд шултра юртӑпа малалла хӑвӑрттӑн шурӗ.

И под быстрые звуки его отряд помчался крупной рысью.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тин анчах кулкаланӑ Геркулес пичӗ тӑрӑх шултра куҫҫуль тумламӗсем юха-юха анчӗҫ, вӑл вӗсене чарма шутламарӗ те.

И по лицу Геркулеса, только что сиявшему добродушной улыбкой, потекли крупные слезы, которые он и не пытался сдержать.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Йывӑҫ килӗре йывӑр кисӗпсемпе рис тӳнӗ, кукурузӑна чулпа сӑтӑрса вӗтетнӗ, сӑвӑрнӑ, алланӑ, кӗрпе тунӑ, — ку кӗрперен туземецсем «мтиелле» текен шӳрпе пӗҫереҫҫӗ; шултра вир евӗрлӗ сорго тыррине пухнӑ.

Они толкли тяжелыми пестами в деревянных ступах рис, чтобы вышелушить зерна; веяли и просеивали кукурузу, растирая ее между двумя камнями, и приготовляли крупу, из которой туземцы варят похлебку под названием «мтиелле»; собирали урожай сорго, похожего на хрупкое просо.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шултра тумламсем ҫӗр ҫине патӑртаттарса ӳке пуҫларӗҫ.

Крупные капли дождя забарабанили по земле.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫӗре малтанхи шултра тумламсем патлатса ӳкрӗҫ.

На землю упали первые крупные капли дождя.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шултра, хулӑн тирлӗ чӗрчунсен урисем ҫумӑр вӑхӑтӗнче шӳсе кайнӑ ҫӗре пысӑк шӑтӑк туса шӑтарса пӗтернӗ, — нӳрӗ, кӳпшеке вырӑнта пысӑк йӗрсем лайӑх ӳкерӗнсе юлнӑ.

Большие впадины, выбитые ногами колоссальных толстокожих, испещряли землю, размякшую во время дождей, — на сыром рыхлом ее слое легко отпечатывались их огромные следы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мария Ильиничнӑпа Надежда Константиновна шултра хура саспаллисемпе наборланӑ сӑмахсене вуларӗҫ:

Надежда Константиновна прочитала набранные большими черными буквами слова:

Анне патне канма // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Типтерлӗ, шултра саспаллисемпе тӑрӑшса ҫырса хунӑ: «Эпӗ Сире юрататӑп!»

Четким, крупным почерком тщательно и твердо выведено: «Я Вас люблю!»

«Питех те кирлӗ» // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех