Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиркӳ сăмах пирĕн базăра пур.
чиркӳ (тĕпĕ: чиркӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чиркӳ кассипе анатпӑр-и е кунтан тӳрех тухатпӑр-и? — терӗ Иван, аллипе ҫырма еннелле сӗлтсе.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кремль ҫийӗн ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатса курӑнакан чиркӳ тӑррисем вӗсене илӗртрӗҫ те, ҫав вӑхӑтрах хӑратса та тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗвел ҫинче унта та кунта чиркӳ тӑррисем ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пуринпе те интересленет вӑл — чиркӳ теорийӗпе, тӗн историйӗпе, патшалӑхӑн тулти тата шалти политикипе.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юрӗ-ҫке, аслӑ князь чиркӳ кӗнекисене куҫарма Грецирен хӑй юри чӗнсе илнӗ писатель, публицист, тӑлмач Максим Грек ҫинчен хӑй те сахал мар пӗлет.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗн митрополит, — вӑл чиркӳ ҫыннисен ушкӑнӗнче тӑракан хытанка старик еннелле пуҫ тайрӗ, — ҫӗнӗ хула пирки ҫапла каларӗ: ку хула пулӑшнипе эпир Хусан ҫӗрне йӑлтах хамӑра парӑнтаратпӑр терӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чиркӳ умӗнче тӑракан воеводӑсем патне ҫитес чух вӗсене калаҫма чарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тимофеев художник Воскресенски вулӑс правлени ҫурчӗ евӗрлӗ декораци ҫырма тытӑннӑ: крыльцаллӑ пысӑк ҫурт, ӑна хирӗҫ — илемлӗ йывӑҫ чиркӳ, хӗл вӑхӑтӗнчи ҫырмаллӑ урам т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫав кун тӗп чиркӳ патӗнчен иртсе пынӑ чух Павӑл юлташне тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Ирхи ҫутӑра илемлӗн курӑна пуҫларӗҫ чиркӳ тӑррисем — шап-шур та шӗп-шӗвӗр.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вунҫичӗ чиркӳ илем кӗртсе ларать теҫҫӗ Атӑл ҫыранӗ хӗрринчи хулана.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пурте чиркӳ старости марах ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Лапран хӑпарсан, Тимушпа Павлуш чиркӳ умӗнче ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнине асӑрхарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Унта чиркӳ старостипе ытти хӑш-пӗр пӑлхавҫӑсем те пулнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чиркӳ старости те ӳсӗр пек туйӑнчӗ, — айванла каласа пачӗ Мӑрсак Петӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Темскер калама хӑтланчӗ, анчах чиркӳ старости ҫӑвар уҫма памарӗ — ҫапса вӗлерчӗ…

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чиркӳ старости парса ячӗ, мӗн тумаллине ҫырнӑ унта.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Турӑ ячӗпе атьӑр хирӗҫ! — ҫавӑнтах хӑй хыҫҫӑн йыхӑрчӗ чиркӳ старости.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тем вӑхӑтран чиркӳ хыҫӗнче пушар ҫути вӑйланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ах тур-тур, чиркӳ старости чукмарпа ҫапса ӳкерчӗ!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех