Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвах (тĕпĕ: хӑва) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Электростанцине, хӑвах пӗлетӗн, турӑ мар, ҫын вӑйӗпе тӑваҫҫӗ…

А электростанции не богом придуманы, а созданы человеческим трудом…

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эсӗ хӑвах пӑх-ха: пуянсем ҫулталӑк хушшинче те урлӑ выртакана тӑрӑх ҫавӑрса хумаҫҫӗ, анчах тутлӑ ҫиеҫҫӗ, мӗн чул кирлӗ, ҫавӑн чул ӗҫеҫҫӗ.

Ты сам погляди: богачи целый год палец о палец не ударят, а едят вкусно и пьют, сколько хотят.

XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑвах шухӑшла эс, шарлаттан!

— Ты подумай, — шарлатан ты!

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Апла эс, Яков, ӑна, ху илсе килнӗскере, хӑвах йӑвашлат ӗнтӗ…

Но как ты его, Яков, привел… тебе его и укротить надо…

XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑвах куратӑн-ҫке: калаҫасса та вӑл — юптарури упа пекӗ авнӑ пек калаҫать…

Ты видишь: он рассуждает так же, как медведь в басне оглобли гнул…

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапла ӗнтӗ… хӑвах куратӑн, этемӗн телейӗ этем ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнинчен килет…

Вот… и, как видишь, счастье человека обусловлено его отношением к своему труду…

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кандэ вуннӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне хырҫи-марҫисем мӗнле ӳссе кайнине хӑвах пӗлетӗн вӗт.

Ведь с десятого года Кандэ налоги и поборы, сам знаешь, как выросли.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Сыснана ишнӗ пек ишес пулать сана, вара хӑвах калатӑн, — хӑйне хӑй тытса чараймарӗ милиционер.

— Надавать бы тебе как следует, сразу бы заговорил, — вышел из себя милиционер.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пирӗн чарусӑр хӗрарӑмсене ҫапла калаҫҫӗ, эсӗ кӑна хӑвах пӗлетӗн.

Это, ты сам знаешь, начальник, так у нас потаскушек называют.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Акӑ, хӑвах ӑнпа-тӑнпа шухӑшласа пӑх-ха…

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӑвах курӑн акӑ, тупӑкне постоялӑй двор умӗнчен ҫӗклесе иртрӗҫ.

— Сам увидишь, гроб уже пронесли мимо постоялого двора.

XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Тӑхта, хӑвах курӑн!

Подожди, сам увидишь!

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Эсӗ хӑвах кала: хресчен хӗрне пусмӑрлама тытӑннӑ ҫынна мӗн тӑваҫҫӗ? — хаяр судья пек ыйтрӗ помещик.

— Ты сам скажи: если человек имел преступное намерение изнасиловать крестьянскую дочь, что ему за это полагается? — тоном сурового судьи спросил помещик.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Пӗлӗтӗн-и, — хумханакан сасӑпа пуҫларӗ вӑл, — Бай Юй-шань каҫхине ҫумӑр айне пулнӑ, каҫӗ, хӑвах пӗлетӗн, мӗнле сивӗччӗ…

— Ты знаешь, — с тревогой в голосе начал он, — Бай Юй-шань сегодня ночью попал под дождь, а ночь была такая холодная…

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хӑвах шутласа туп ӗнтӗ: мӗншӗн пирӗн тахшин ҫӗтӗкне сапламалла, ҫӗтекенни хамӑр пулмасан?

Рассуди же ты, пожалуйста: зачем нам на чужое рубище заплаты нашивать, ежели не мы его изодрали?

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Акӑ хӑвах калатӑн вӗт — кӗнекесем саншӑн ним те тӑмаҫҫӗ тесе, — ҫапах мана: вула, тесе вӗрентетӗн!..

— Вот ты сама говоришь, что книжки ничего не стоят для тебя, а меня учишь: читай!..

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Аслӑрах пулӑн — хӑвах ӑнланӑн… сан аҫу лайӑхрахчӗ.

Поумнее будешь — сам поймешь… твой отец лучше был.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Ну-ка, чухласа ил-ха хӑвах

— Да ну, догадайся!..

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑвах калаттӑн-ҫке, сирӗн вӑхӑтра вунпиллӗкрисене авлантарнӑ, теттӗн… — именсе хирӗҫленӗ Фома ашшӗне.

А ты говорил, что в твое время пятнадцатилетних парнишек женили… — смущенно возразил ему сын.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑв ҫылӑха кӗтӗн, хӑвах ответ тыт…

Ты в грехе, ты и в ответе…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех