Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушма сăмах пирĕн базăра пур.
хушма (тĕпĕ: хушма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Людмила Николаевна тытӑмри улшӑнусем, халӑха сӗнекен хушма пулӑшусемпе сервиссем, тытӑмри вӑя кӗрекен саккунсем пирки тӗплӗн каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

— Господинсем… — сӑмах хушма ӗлкӗрчӗ Фабиан господин, мастера хисеплесе уяв тума вӑхӑт ҫитрӗ тесе шутласа.

— Господа… — начал было господин Фабиан, считая, что сейчас уже самое время начинать торжество.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тума палӑртакан ӗҫсен анлӑшне шута илсе, унӑн калӑпӑшӗ чӑннипех пысӑк, Чӑваш Ен Строительство министерствин Чӑваш Ен Финанс министерствипе пӗрле хушма укҫа-тенкӗ хатӗрӗсене явӑҫтарни шучӗпе асӑннӑ ӗҫе хӑвӑртлатмалли пур пек майсемпе тата ҫӗнӗрен йӗркеленекен мӗнпур майпа усӑ курмалла.

С учетом масштаба предполагаемой работы, а объем очень большой, Минстрою совместно с Минфином Чувашии следует использовать все имеющиеся и вновь возникшие возможности ускорения данной работы за счет привлечения дополнительных финансовых инструментов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫавӑнпа та республика Правительствине хамӑрӑн граждансене хушма пулӑшу парас тӗллевпе кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа мӗнпур социаллӑ тӳлеве пӗлтӗрхи инфляцин чӑн кӑтартӑвӗпе танлашакан виҫе чухлӗ индексацилеме хушатӑп.

Поэтому поручаю Правительству республики в целях дополнительной поддержки наших граждан с 1 февраля проиндексировать все социальные выплаты на показатель реальной инфляции за прошлый год.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Пултарулӑх шалти туйӑма уҫӗ, хушма укҫа тума май парӗ.

Творчество может привести к внутренним открытиям или указать на дополнительный источник дохода.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

«Ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, тӑлӑх ачасене хушма социаллӑ пулӑшу парасси ҫинчен» РФ саккунӗпе тата «Ҫурт-йӗрпе тивӗҫтересси пирки» ЧР саккунӗпе килӗшӳллӗн тӑлӑхсене ҫурт-йӗр туянса пама 7 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

«Паллах ӗнтӗ, туризм пирӗн республикӑна илӗртӳлӗрех тӑвас, ӑна брендсемпе сӑнарлас тата тараватлӑх индустрийӗпе потребитель рынокне хушма инвестицисем явӑҫтарас енӗпе пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр пулса тӑрать».

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

2022 ҫулта 99 заявкӑна ырланӑ, хушма хуҫалӑхпа пурӑнакансем выльӑх-чӗрлӗх, техника туянма патшалӑхран пурӗ пӗрле 10 млн тенкӗ ытла илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Ҫак тӑрӑхра килти хушма хуҫалӑхпа пурӑнакансем те сухан-севок, купӑста, ытти пахча ҫимӗҫ туса илессипе опыта ҫулсеренех ӳстерсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Ҫамрӑк хӗр савнӑ тусӗ ҫине чӑрр пӑхрӗ те шурса кайрӗ, сӑмах хушма ӗлкӗриччен халӑх хушшине кӗрсе ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл юлташӗсем ҫине пӑхма та, Макара сӑмах хушма та вӑтанчӗ, ӑна пурте ун намӑсне пӗлнӗ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Проектсен ҫак тематикӑпа килӗшсе тӑмалла: Раҫҫейри халӑхсен культури, йӑли-йӗрки; паттӑр тантӑшсем, вӗсен ҫитӗнӗвӗсем; Раҫҫейри ҫӗнӗ технологисем; шкул ачисен патриотизмла воспитанийӗ тата общество пурнӑҫӗ; ачасемпе ҫамрӑксен профориентацийӗ, хушма пӗлӳ; ҫӗнӗ цифра тапхӑрӗнчи ачасемпе ҫамрӑксем, информаци хӑрушсӑрлӑхӗ тата ачасене интернетра хӑйсене тытма вӗрентесси; телейлӗ ачалӑх чикки.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ ачасене тупма пулӑшӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d0%bf%d1%8 ... ba%d1%88e/

1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫӗршывра ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫумӗнче хушма хуҫалӑхсем йӗркелес юхӑм сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Никам ҫумне хушма ҫуккипе кӑна ҫиллине ӑша ярса пурӑнать».

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Чылайӑшне хушма тупӑш кӗтет, апла хӑвӑра тата ҫывӑх ҫынсене савӑнтарма май пулӗ.

Многих ожидает дополнительная прибыль, так что будет возможность порадовать себя и своих близких.

52-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

2022-2023 ҫулсенче шкулсене тӗпрен юсама 31 шкула палӑртнӑ, тата та тепӗр 22 шкула ҫӗнетсе улӑштарма хушма йышӑну тунӑ, вӗсене валли федераци хыснинчен 1,7 млрд тенкӗ уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Маврана ҫилленчӗ пулсан та, сӑмах хушма упӑшкинчен хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Паллах, кӳренетӗп, — сӑмах хушма васкарӗ Лукарье.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кашниех, Анук ӑмӑртура парӑнманнине ырласа, сӑмах хушма васкарӗ:

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуринчен малтан Огуречников, сӑмах хушма васкаса, евӗклӗ сасӑ ҫине куҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех