Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хур сăмах пирĕн базăра пур.
хур (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пуп хур тӗкне аллине илчӗ.

поп взялся за перо.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Умӗнче таса хут листи, шӗвӗртнӗ хур тӗкӗ, чернил кӗленчи.

Перед ним лежал чистый лист бумаги и заостренное гусиное перо с чернильницей.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шурӑ чулсем хур кӗтӗвӗ пек тухса выртрӗҫ.

Белые камни издалека были похожи на стаю гусей.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫилленсен-тарӑхсан ҫех аллине хур тӗкӗ тытаймасть ҫырма.

Правда, бывает и иначе: когда он не в духе, тогда он даже не берется за перо.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирхине Янтул-Ильмук апат ҫинӗ-ҫимен сӗтел ҫине шурӑ хутпа шӗвӗртнӗ хур тӗкӗ кӑларса хучӗ.

Утром Яндул-Ильмук, едва перекусив, расстелил на столе белую бумагу, достал заостренное гусиное перо.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эппин, укҫа парса хур эс мана.

— Тогда дай денег.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Алӑкна кӗле хур.

И запри дверь.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыттине кӑларса хур, йӑтса ҫӳреместӗп эп ӑна.

Остальное оставь, не стану таскать с собой.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑйсене хур тӑвакансемпе ҫапӑҫас вырӑнне халь вӗсем аллисене усса лара пуҫларӗҫ.

Вместо того, чтоб обидчикам своим встречь ответить, люди разводят руками.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тарӑн варта хур пусрӑм, Вӑрӑ тесе ан калӑр.

Коль гуся поймала ловко, Не подумайте: воровка.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑрӑм сак ҫине йӗркипе ларса тухнӑ шур кӗпеллӗ хӗрсем ҫырма хӗррине анакан хур кӗтӳне аса илтереҫҫӗ.

В белых платьях, они цепочкой уселись на длинных лавках вдоль стен, напоминая гусиный выводок.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑларса хур ӑна малтан сӗтел ҫине укҫуна, вара мӗн тумаллине каласа пар.

Выложи на стол денежки, прикажи, что делать.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Анаткас старасти патне пырса кӗтӗм те хур тытса пустартӑм, шӑрттан ӑшалаттартӑм.

— Заехал к анаткасинскому старосте и раскошелил его, гуся зарезал, шыртану нажарил.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук аллине хур тӗкӗ тытнӑ та тӑрӑшсах темскер ҫырнӑ пек туса ларать.

Ивук, взявшись за гусиное перо, сосредоточенно что-то пишет, вернее, делает вид, что пишет.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сӗтел ҫинче — хур тӗкӗ, чернильница, хут татӑкӗсем.

На столе — гусиные перья, чернильница, клочки бумаги.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лупаспа нӳхреп хушшинчи лаптӑкра кайӑк хур ҫулӗ курӑнать.

В просвете между навесом и погребницей виден Млечный путь — дорога лебедей.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пурӑнса ирттернӗ куна тепӗр хур пурӑнма май пулсан та Ухтиван ҫав ӗҫсенех тунӑ пулӗччӗ, хӑй курайман ҫынсене те ҫав сӑмахсенех калӗччӗ.

Случись ему пережить эти моменты заново, все бы повторилось: ненавистным людям Ухтиван сказал бы те же самые слова.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗри унран шӑрт илсе тӑрать, тепри — хур тӗкӗ.

Один у него закупает щетину, другой — гусиное перо.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫими пулсан апатне хур ҫӑварне патакпа та пулин чыхса тултарса тӑрантараҫҫӗ.

А заленится — ему палкой в горло еды насуют.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫук тесе ҫӗре ан кӗр, пур тесе пуҫна ҫӳле ан хур».

Из-за нехватка не сходи в могилу, из-за достатка не задирай голову…

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех