Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тӳррипе калатӑп, тӗлӗнмелле хӗр вӑл, — терӗ те именчӗклӗн хӗрелсе кайрӗ, ҫавна пула мана куҫран пушшех хӑюллӑрах пӑхрӗ: — вӑл ҫамрӑк мар ӗнтӗ, ватӑла пуҫланӑ теме те юрать, илемлех те мар, анчах мӗнле ухмахла тӗлсӗрлӗх вӑл илеме юратасси! — эпӗ ҫакна ӑнланма пултараймастӑп, ҫав тери тӑрлавсӑрла ку (ҫакӑн ҫинчен вӑл тӗлӗнтерекен ҫӗнӗ чӑнлӑха тин кӑна хӑй тупнӑ пек калать), унашкал чун, чӗрӗ тата йӗркене ҫирӗппӗн пӑхӑнни… эпӗ пӗртте иккӗленместӗп, ун евӗрлӗ хӗр хальхи саманара тупаймастӑн (хальхи саманара лайӑххи сайра тӗл пулать, тесе калаҫма Дмитрий камран вӗреннине пӗлместӗп, анчах вӑл ҫак сӑмахсене час-часах калама юратать, тата теме пула ҫакӑ ӑна килӗшет те).
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Дмитрий уҫӑ кӑмӑллӑ та йӑваш, галстукне пуҫӗпе тӳрлетмест, вӗчӗрхенӳллӗн куҫне мӑчлаттармасть тата хӗсе-хӗсе хумасть; ӑна каласа кӑтартнӑ ырӑ шухӑшсем хама килӗшеҫҫӗ; шухӑшсем ҫавнашкал ырӑ пулнӑран, Дмитрий манпа Колпиков хушшинче пулса иртнӗ вӑтанмалли ӗҫшӗн мана йӑлтах каҫарчӗ, уншӑн манран йӗрӗнме пӑрахрӗ, пулӗ тесе шутларӑм, вара эпир нумай япаласем ҫинчен чунтан шанса калаҫрӑмӑр, унашкал япаласем ҫинчен ҫынсем пӗр-пӗрне сайра хутра ҫеҫ калаҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Юрать, эсир тивӗҫлӗ мар пулин те, эпӗ сире куҫӑмлӑ балл лартса паратӑп (ку икке пӗлтерет), анчах эпӗ ҫакна эсир ҫамрӑккине шута илсе тата университетра унашкал ҫӑмӑлттай пулмасса шанса кӑна тӑватӑп.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Нӳрлӗ юр хыҫҫӑн, — унашкал юр ҫинчен ӗлӗкрех Карл Иваныч «ывӑлӗ ашшӗне чӗнме килчӗ» тесе калатчӗ, — ҫанталӑк тӳлек, ӑшӑ та уяр тӑрать.
II сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эхер эпир ыттисене хӑмӑртан лайӑхраха хурсан, эпир вӗсене хамӑртан ытларах юратнӑ пулӑттӑмӑр, анчах унашкал нихҫан та пулмасть.Ежели бы мы находили других лучше себя, то мы бы и любили их больше себя, а этого никогда не бывает.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйӗн ӑсӗ катӑккипе уйрӑмах кӑмӑла килекен ӑслах мар ҫынсенчен пӗри, унашкал ҫынсем япаласене тӗрлӗ енчен курма пултараймаҫҫӗ, ҫапах хӑйсем ӗмӗрех мӗнпе те пулин интересленеҫҫӗ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Люба ют ҫынсем умӗнче хуҫкаланмасть, кам та пулин ӑна хӑнасем пур чухне чуптума шутласан, вӑл ҫиленет, унашкал ачашланса хӑтланнине чӑтма пултараймастӑп, тет.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫапла, ку чӑн-чӑн курайманлӑхӑн туйӑмӗ, вӑл пачах романсенче ҫырса кӑтартакан курайманлӑх евӗрлӗ мар, унашкал курайманлӑха, этеме усал тунинче киленӳ тупаканскерне, эпӗ ӗненместӗп, ку курайманлӑх хӑвӑр хисеплеме тивӗҫлӗ ҫынран нимпе чармалла мар пистерет, унӑн ҫӳҫӗнчен, мӑйӗнчен, уттинчен, сассинчен, ӳт-пӳ пайӗсенчен, мӗнпур хусканӑвӗсенчен йӗрӗнмелле тӑвать, ҫакӑнпа пӗрлех темле ӑнланмалла мар вӑйпа ун патнелле туртӑнтарать, вӑл мӗн тунисене пурне те канӑҫсӑр тимлӗхпе сӑнама хистет.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Айӑплӑ, — терӗм эпӗ, — мӗншӗн унашкал пулса тухнине хам та пӗлместӗп.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫук, — терӗ вӑл, эп мӗн каласшӑн пулнине малтанах ӑнланса, — унашкал, вӗренме юрамасть.— Нет, — отвечал он, понимая уже, что я хотел сказать ему, — так нельзя учиться.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймерӗм — алӑкран килӗшӳсӗр шатра питлӗ, кӑнттам кӗлеткеллӗ учитель курӑнса кайрӗ; вӑл фрак тӑхӑннӑ, фракӑн тӳмисене ҫаклатнӑ; калас пулать, унашкал тӳмесене вӗреннӗ ҫын тумтирӗ ҫумне кӑна лартаҫҫӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗнле хӑятӑр эсир унашкал япаласемпе ашкӑнма?
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ хӑшпӗр чухне сехечӗ-сехечӗпе пусма ҫинче пӗр шухӑшсӑр тӑратӑп, ҫӳлте пулакан чи пӗчӗк хусканусене те пысӑк тимлӗхпе тӑнлатӑп; манӑн ҫав тери Володя пек тӑвас килет пулин те, эпӗ унашкал тума хӑяймастӑп.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Володя валли пӗрмеллӗ голландски кӗпесем пӗрремӗш хут ҫӗлетнӗ хыҫҫӑн манӑн унашкал кӗпесем ҫукки хама питӗ кӳрентерни ҫинчен тӳрех каланӑ пулсан, эпӗ, паллах, сахалтарах асапланнӑ пулӑттӑм, Володя ҫухависене юсанӑ чухне ҫакна вӑл юриех мана кӳрентересшӗн ҫеҫ тӑвать, тесе шутламӑттӑмччӗ.
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпӗ пачах унашкал мар.
III сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ унашкал вӗрентесси пирки хирӗҫленине хӑвах чухлатӑн…
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Вӑт ухмах! — терӗ вӑл йӑл кулса, вара кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн; — Эпӗ апла пачах сан пек мар: унашкал юрать пулсан, малтан эпӗ унпа юнашар калаҫса ларӑттӑм…
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мӗншӗн княҫӑн ҫав йӗрӗнчӗк хӗре ман урасем ҫине унашкал пӑхса илчӗ-ши?
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫамрӑк князь хӑй патне пырсан, кукамай ӑна эсир тесе чӗнсе, темиҫе сӑмах каларӗ те ун ҫине ҫав тери йӗрӗнӳллӗн пӑхса илчӗ, эхер эпӗ ун вырӑнӗнче пулас-тӑк, йӑлтах аптраса ӳкнӗ пулӑттӑм; анчах Этьен, пӑхсах курӑнать, унашкал тытӑмлӑ мар пулмалла: вӑл кукамай ҫавӑн пек туни ҫине мар, кукамая хӑйне те пӑхса тӑмарӗ, ҫивӗччӗн пулмасан та, пӗр именмесӗр мӗнпур ҫынсене пуҫ тайрӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Савнӑ чунӑм, ку саманара унашкал хурӑнташ пулнине шутлаҫҫӗ-и вара? — терӗ вӑл юлашкинчен.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.