Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗслӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗслӗ (тĕпĕ: тӗслӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер шарт! сикрӗ те хӑранипе сип-симӗс тӗслӗ пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитмӗл те ҫичӗ тӗслӗ усал тӗтре сирӗлнӗ пек сирӗлсе кайтӑр: вырӑс куҫ, тутар куҫ, чӑваш куҫ, арҫын куҫ, хӗрарӑм куҫ — пурте тухса кайтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кур-ха, ҫӗмренӗсем мӗн тӗслӗ?

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗмӗ хура пиртен, уринче хӗрлӗ тӗслӗ юхтӑ атӑ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран шурӑ чатӑр сирӗлчӗ, вӑл кӑвар тӗслӗ хӗвеле асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уринче симӗс, кӑвак тата хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм ҫипписемпе улшу ҫыхнӑ вӑрӑм чӑлха, кивӗрех ҫӑпата.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрача вара аслашшӗне пушшех те асӑрханса ӗҫтерме тытӑнчӗ, сасартӑк вӑл старик ӗҫнӗҫемӗн куркари шыв хӑмпӑлчӑланнине, унтан старик ҫӑварӗнчен тухнӑ юнпа хутӑшса хӗрлӗ тӗслӗ пулнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ял тенинче, ҫын ҫинче Темӗн тӗслӗ сӑмах пур; Анчах Урха пур ҫинче Ҫавал ҫулма шанчӑк пур…

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫан-ҫурӑмсем пит сарлака — Кӗрнеклетсе тӑраҫҫӗ, Ҫийӗ пуҫсем таса, яка — Капӑр тӗслӗ курнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах, ыр ҫын, эсӗ ху Пирӗнпе пырӑн Хусана: Унта пулӗ мӑн пуху Тӗрлӗ тӗслӗ халӑхран…

Куҫарса пулӑш

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ӗмӗр симӗс Йӑлӑм кашласа хумханать, Темӗн тӗслӗ кайӑк-кӗшӗк унӑн ӑшӗнче: Хуркайӑксем, тӑрнасем килеҫҫӗ ҫуркунне, Хуракӑшсем, чарлансем — ҫутӑлан кӳлсене…

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ак Чӗкеҫ ҫӗрине кӑларас умӗн Юррине те юрлаҫҫӗ урӑхла тӗслӗ мӗн: «Ылтӑнах та хапха, кӗмӗл тӑпса, Эпир каяс пуян ҫурчӗсем.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Фашистсен полковникне Тарас Янеев рядовой тыткӑна илнинчен пӗтӗм Карели фрончӗ тӗлӗнчӗ, пӗр уйӑх хушши ҫак ӗҫ ҫинчен тӗрлӗ тӗслӗ калаҫрӗҫ, легенда та туса ячӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Хӗвелтухӑҫ енӗ юн тӗслӗ хӗп-хӗрлӗ хӗрелчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Унта кӗмӗл тӗслӗ ҫутӑ карпсемпе ҫупахсем, карассем выляса ҫӳреҫҫӗ, ҫӑрттансем сике-сике тухса, пулӑсене хыҫран хӑвалаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Улӑхри пин-пин тӗслӗ чечеклӗ кӗпепе, хулӑн та вӑрӑм ҫивӗчӗсем кӑкӑр тӑрӑх усӑннӑ, Павӑл питне кӑтӑклантараҫҫӗ, хитре тути темӗн пӑшӑлтатать.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Кӑвак-симӗс тӗкӗсем хӗвел ҫинче ялтӑртатса пурҫӑн евӗр ҫиҫеҫҫӗ, хӳри ҫинчи тӗрлӗ тӗслӗ пӑнчӑсем ҫӑлтӑрсем пек ялтӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.

Кӗл тӗслӗ.

Куҫарса пулӑш

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

— Сире кӑштах ӑсатам, — терӗ Верук, кивӗ хӑмӑл тӗслӗ ҫӳҫне кӑпӑшлантарса.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех