Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗплӗн сăмах пирĕн базăра пур.
тӗплӗн (тĕпĕ: тӗплӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ятарлӑ инвестици контрактне тӗплӗн тишкерсе пӗтӗмлетӳ туса хӑвартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Денис Мантуровпа Олег Николаев Чӑваш Енӗн малашлӑх аталанӑвӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрӗсене сӳтсе явнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/deni ... nn-malashl

Сӑлтавӗ ҫав кӗвӗ-туйӑм мӗнрен килнине тӗплӗн пӗлменни пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫынпа ахаль халаплассисӗр те «Аван пурнатнисӗр» пуҫне урӑххи ҫинчен тӗплӗн калаҫас-тӑвассинчен яланах пӑрӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Военкоматра ӑна пӗр аллӑсене ҫывхарнӑ капитан тӗплӗн итлерӗ, районтан парса янӑ хутсене пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ольга Иванова редактор ал ҫырупа епле ӗҫленине каласа пачӗ, яланхиллех кашни хайлавне тӗплӗн тишкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине пахалани // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

Чӑваш Республикин вӗрентӳ институчӗн доценчӗ Надежда Иванова ҫыравҫӑ, журналист пурнӑҫӗпе тата ҫитӗнӗвӗсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/

Ӗҫ пуҫланиччен тата ӗҫ кунӗ вӗҫленсен тӗплӗн дезинфекци шӗвекӗсемпе ҫуса тасатассине те йӗркелемелле.

Куҫарса пулӑш

Чиртен сыхланма ӳркенер мар // А.СИЛИВЕСТРОВА. http://alikovopress.ru/chirten-syixlanma ... r-mar.html

Пурнӑҫ хӑвачӗпе пӗлтерӗшӗ ҫинчен тӗплӗн шухӑшламасӑр, ҫиелти илеме ҫеҫ курса ӳкернӗ картинӑсем ҫеҫ халь вӗсем маншӑн…

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Кун пек ыйтӑва та чи кирлӗ ыйту вырӑнне хума, ҫапла ӑслӑн та тӗплӗн татса пама вӑхӑт ҫитрӗ пулас ҫав.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Республикӑри мӗнпур ӑста ҫамрӑксемпе пӗрле ертӳҫӗсем куҫа-куҫӑн курса канашлама пултарайраҫҫӗ, пӗр-пӗрин ыйтӑвне пӗлтерме, вӗсене тӗплӗн сӳтсе яваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ялти кадрсем» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пилотлӑ регионсен йышне Чӑваш Ен кӗнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/29/yala ... ipe-pilotl

Ведомствӑсен ӗҫ укҫине вӑхӑтра тата туллин тӳлес, официаллӑ мар майпа ӗҫлессин тӳпине чакарас енӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссийӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе иртнӗ ларӑвӗнче, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи шайӗнчен те пӗчӗкрех кӑтартуллисен йышне чакарас тӗллевпе йӗркеленӗ регион программи епле пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинчен, Чӑваш Реcпубликинчи Патшалӑх ӗҫлев инспекцийӗн – тӗп инспекторӗ – ертӳҫӗ Алексей Метелкин тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Шупашкарти Мускав ҫыран хӗрринчи тӗп пляжа ҫӑлавҫӑсем тӗплӗн тишкереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

Иван Яковлев чӑваш халӑхне халалланӑ ҫырӑва тӗплӗн шухӑшласа шӑрҫаланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫутлӑх ӗҫӗн сӳнми ҫути» курав уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=T8vit9fj4Sk

Ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн Лидия Никитина кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ.

Согласно рабочему плану Лидия Никитина подробно остановилась на вопросах, включенных в повестку дня.

Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html

III округ благочиннӑйӗ, Луцки храмӗн настоятелӗ Сергий иерей чиркӳ историйӗ, турӑшсем унта мӗнле лекни тата тӗлӗнтермӗш сӑнарсен паллисем ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Туризм маршручӗ хывнӑ // В.БОРОВКОВА. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%82%d1%8 ... %bd%d3%91/

Кашни савӑт-сапана темиҫе хутчен те тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Кунта 20 ҫула яхӑн ӗҫлекенскерсем, кашни тавар пирки тӗплӗн ӑнлантарса пама пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туянакансен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтереҫҫӗ // Александр ГОЛОВИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d1%8 ... 80%d0%b5c/

Уява яланхиллех тӗплӗн хатӗрленни куҫкӗрет: тӗрленӗ пуканесен, минтерсен, алмазран хатӗрленӗ картинӑсен куравӗсене йӗркеленӗ, куҫа йӑмӑхтаракан чечексен тӗнчи те илӗртӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗхӗн черетлӗ уявӗнче // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d0%b5%d0%b ... %87%d0%b5/

«Сире ҫывӑхри «Инвестчассенчен» пӗрне чӗнетӗп, унта эпир производствӑна малалла анлӑлатас тӗлӗшпе сирӗн плансене тӗплӗн сӳтсе явӑпӑр, сире кирлӗ преференцисем парӑпӑр, ҫавӑн пекех промышленноҫа аталантармалли фонд урлӑ заем илме май пурине пӑхса тухма пулать.

Куҫарса пулӑш

Рязань труба завочӗн филиалӗ Пушкӑрт Республикинче производствӑна аталантарма шутлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... at-3257055

Математикӑпа вӗрентекен Комаров ачасене алгебра урокӗнче ваксене хушассипе кӑларасси ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарчӗ, тӗслӗхсем илсе шутласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Правилине ӑнланаймарӑм // Сӳпенке Илли. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 12 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех