Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тухсан (тĕпĕ: тух) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Татах ларкаларӗ вӑл, вара хӑй ҫырнинчен аяларах «Р8» паллӑ турӗ те ҫӑмӑлҫаххӑн хушса «эрешмен карти карса хучӗ»: «Бодрова качча тухсан, пӗрре хӗсетӗпех сана».

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Йытӑ, урама тухсан, ирӗке туйса, киле часах таврӑнайман.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вырӑс апачӗ туса ӗҫе кайма урама тухсан, хамӑн «вӑрттӑн сыхлавҫӑпа» чуна уҫсах калаҫас, ӑна ачашласа кӑмӑлне ҫӗклес тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пульницӑран вӑрах юсанса тухсан, Павӑл, чӑнах та, юмахри сӗт кӳллине чӑмса тухнӑ пек, хӑйне ҫӗнӗрен ҫуралнӑнах туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Сирӗн пата ҫӗнӗ сӗнӳпе тухсан тӳрех ан килӗшӗр, малтан лӑпкӑ лару-тӑрура тӗплӗ шухӑшлӑр, тӑвансемпе канашлӑр.

Если вы получите новое предложение – не спешите соглашаться, обдумайте всё в спокойной обстановке, посоветуйтесь с родственниками.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пӑшӑрханмалли-кулянмалли тухсан япӑх кӑмӑла юрӑ-ташӑпа сирет, ҫӗнӗ вӑй-хӑват илет.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Инкек, хӑрушлӑх сиксе тухсан пурпӗрех мана аса илтӗн!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Пурнӑҫра йывӑр, инкек-синкеклӗ тӗлсем ҫаврӑнса тухсан, мӑйри хӗреҫна кӑлар та виҫӗ хут чуп туса виҫӗ хут Турӑран пулӑшу ыйт…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сывалса, манерленсе тухсан, вӑхӑтлӑха ялах таврӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паллах, тантӑшӗсем пекех, Ула Тимӗр те хӑйӗн пуласлӑх ҫулӗ ҫинчен шухӑш сӳтсе-явса пуҫӗнче пӗрре мар хӗремесленсех «кун-ҫул рулеткине ҫавӑрттарчӗ»: пульницӑран тухсан, ҫак тайӑлнӑ, шӗлтӗркенӗ сывлӑхпа хӑш пурнӑҫ ҫулӗпе тӑнкӑлтатмалла?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрачасем хушшинче Полинана та курсан, Ула Тимӗр хӑйӗн янкӑр тӳпери каҫхи вӑййа тухнӑ пӗчӗк ҫӑлтӑр савӑнӑҫне ниепле те пытараймарӗ, меллӗ май ҫаврӑнса тухсан хӗрачана ҫурӑмӗнчен е хулпуҫҫийӗнчен лӑп-лӑп ачаш тукаласа та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ун патне ҫитсе тухсан, пӗр чарӑнса тӑмасӑр сылтӑм хӗррипе малалла кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку ялтан тухсан, Ула Тимӗрпе Полинӑн вак ҫулӗ анлах мар, куҫ ытамне те алӑри шурӑ алсиш пек кӗрекен (халӑх йышлӑ пурӑнакан вар-васан чӑваш ҫӗрӗнче ялсем ҫума-ҫумӑнах, пӗр-пӗрин ҫумне вӗҫӗмрен тӗкӗнсе ларни пурне те паллӑ ӗнтӗ) уй урлӑ выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑнтан сывалса тухсан шкулта вӗсене пӗр хушӑ ӗҫрен те катертрӗҫ, каярахпа ҫеҫ, кусем текех эрехпе айкашмасса, йӗркеллӗ ӗҫлесе пурӑнма сӑмах парсан, учительсем вӗсене каҫарчӗҫ те каллех хӑйсен йышне йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Амӑшӗ чирлесе ӳкмен пулсан, ку кану пирки аса та илместчӗ ӗнтӗ вӑл, ҫӑва тухсан Тимошӑпа пӗрле вӗсен ялне кайма калаҫса татӑлнине Сима хӑй те темиҫе хутчен илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

…Иван патӗнчен тухсан Полина ӑсран тайӑлнӑ ҫын пек урам тӑрӑх талкӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Урама тухсан та, ун куҫӗ умӗнче Оля ашшӗн сӑнӗпе хӑй ашшӗн сӑнӗ выляса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кирек мӗнле ыйту сиксе тухсан та унпа канашлама тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Общежитирен тухсан, Любӑпа Лида тата темиҫе ҫӗре ҫитрӗҫ, ҫуккисем патне хут ҫырса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Килхушшине тухсан, вӗсем тул карта ҫумӗнчи вутта татса ҫурма хатӗрленӗ пӗренесен купи ҫине пырса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех