Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туй сăмах пирĕн базăра пур.
туй (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑвайт ытла та майӗпен, тӗтӗмпе те пӑспа чыхлана-чыхлана, вӑчӑлтата-вӑчӑлтата, йӑскӑлтата-йӑскӑлтата вӑя кӗрсе пычӗ, самайран тин чӗрӗ, вӗтӗ кӑвар сиктере-сиктере, хӗм пекки те тӑккаласа, тӗтӗм палкамӗсене ункӑн-ункӑн та явӑнтарса, тӗркӗшсе, вӑркаса, йыт-кашкӑр чӗлхиленсе, хӗрӗнкӗ туй ачисемле сиккелесе-тӗпӗртетсе ҫунма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫанталӑкӗ ҫав кун иртенпе венчете тӑнӑ хӗр пекех сапӑрччӗ, кӑнтӑр канни вӑхӑчӗ иртсен, хӑйӗн хура, «тал пиҫенлӗ» ӑш-чиккине туй хыҫҫӑн ҫеҫ яри уҫса, намӑс-симӗс туйӑмне сирсе-таптаса кӑтартакан усал, кӑра хӗрарӑм пек, тем чӑкӑртӑшланма, ҫавра ҫил те ҫӗклекелесе нӑйкӑшма, йӗрмӗшме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Черккесене шаклаттарсан тухакан чӑнкки-чӑнкки сасӑ та халӗ вӗсемшӗн туй йӗс шӑнкӑравӗн чӑнкӑл-чӑнкӑл сасси евӗрлех.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫитсе, хамӑрӑн туй менелникне халӑх йӗркипе палӑртасахчӗ-ха… —

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малтанах эпӗ ылтӑн туй ҫинчен аса та илмен.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Туй туса пӗрлешмесӗрех-и?

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Ҫамрӑк мӑшӑр Зойӑн «тӗлӗкӗ» чӑна тухрӗ, Тамарӑпа Василий Петрович икӗ эрне каялла туй тӳрӗҫ, алла-аллӑн тытӑннӑ та шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пырать.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ак чӗпӗсене ҫӗнӗ ҫурта вырнаҫтарса ҫитерсен, уйри ӗҫ-пуҫсене пуҫтарса кӗртсен, пӗтӗм ял халӑхӗпе пӗрле чаплӑ кӑна туй тӑвӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Эй, пурпӗрех мар-и, пирӗншӗн пулсан, туй пултӑр, ҫапла вӗт, хӗрсем? — тутӑрӗ айӗнчен тухса кайнӑ хӗп-хӗрлӗ ҫӳҫне лӑстӑр каялла ҫавӑрса хучӗ ҫамрӑк хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсен кевер туй пулнӑ.

Они отметили бриллиантовую свадьбу.

Вӑрҫӑ ветеранӗ Михаил Наташкин 102 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34344.html

— Мана та укҫа кирлӗ, хӗре качча пама хатӗрленетӗп, ҫитес шӑматкун ҫырӑнаҫҫӗ, туй тӑвас пулать, — терӗ чӗлӗм туртакан арҫын.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Туй пекки турӑм та илсе килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Вӗсем, шӑп та лӑп туй хӗрӗ пек, шап-шурӑ тумпа пӗтӗм халӑха савӑнтараҫҫӗ, пурӑнас кӑмӑлне ҫӗклентереҫҫӗ, пуҫӗсене тая-таях иксӗлми телей суннӑн ирте-ирте юрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Туй хыҫҫӑн тепӗр кунне курнуйне кайсан, аппӑшӗпе йыснӑшӗ Кульккана ҫӗнӗ кин яшки ҫиме лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Ҫӗр ҫинче ҫичҫӗр миллион туй та пулса иртрӗ пуль, ҫичҫӗр миллион каччӑ авланчӗ пуль.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ашшӗпе амӑшӗ туй тума тесе чылай укҫа ярса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Хӑй те мана хытах юратма тытӑнчӗ пулас, вӗренӳ ҫулӗ пӗтсен туй тӑвасси пирки те калаҫса татӑлтӑмӑр, урӑхларах каласан, юрату хӑйӗн чи чӑнкӑ ҫыранне хӑпарса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Икӗ уйӑхран вӗсен туй пекки пулчӗ, управлени начальникӗ хӑйӗн хваттерне хӗр илсе пычӗ…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

«Ҫӗре каялла илмен пулсан, туй тунӑ хыҫҫӑн та укҫа хӗл каҫмалӑх юлатчӗ, Анук валли те ҫитетчӗ. Хамӑр ҫуркунне Атӑл ҫине каяттӑмӑр. Ылхавлӑ ҫӗрӗ пӗтерчӗ!» — тесе шухӑшларӗ Микула чунӗпе тарӑхса.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку укҫа туй тума та ҫитеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех