Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тахҫанах сăмах пирĕн базăра пур.
тахҫанах (тĕпĕ: тахҫанах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старик вара, сасартӑк ыйхӑран вӑраннӑ пек, тахҫанах сӳннӗ чикарккине чӑмлама пуҫлать.

Точно внезапно разбуженный, старик принимался жевать давно потухшую папиросу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Телейлӗ ачалӑх ҫулӗнче ҫавӑн пекех тахҫанах сӳтсе явакан пулӑшу майне - тин ҫуралнӑ пепкене наци символикиллӗ парне парассине - ӗҫе кӗртмелле тесе шутлатӑп.

В Год счастливого детства считаю также необходимым запустить давно обсуждаемую меру поддержки – подарок новорожденному с элементами национальной символики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Чӑваш Енре вытрезвитель уҫасси пирки тахҫанах калаҫма пуҫланӑччӗ.

В Чувашии давно ведутся разговоры об открытии вытрезвителя.

Чӑваш Енре вытрезвителе кӑҫалах уҫасшӑн // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34176.html

Вӗсем тахҫанах канӑҫсӑрлантаракан ыйтусен хуравне тупма пулӑшӗҫ.

Они могут быть вещим и ответят на вопросы, давно вас волнующие.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Килти чӗрчун е ӳсен-тӑран тахҫанах туянасшӑн тӑк халӗ ку ӗҫе тума паллӑ пулӗ.

Если вы давно задумывались о домашнем животном или о том, чтобы купить новое растение домой, сейчас вы получите подсказку.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир юратнӑ ҫынпа тахҫанах вӑхӑта кун пек кӑмӑллӑ ирттермен.

Вам давно не удавалось так приятно провести время с партнёром.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шӑпа сире тахҫанах ӗмӗтленнине пурнӑҫлама май парӗ.

Судьба даёт отличный шанс исполнить то, о чём так давно мечтали.

5-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сисетӗп, тахҫанах тепре авланасшӑн кастаратӑн!

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Тахҫанах тӑрса тумланнӑ Ваҫинкка хӑнана хӑй пӳлӗмне чӗнсе кӗртсе кӗрекене лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Кӗнекӳ тахҫанах пичетлесе кӑларма хатӗр ӗнтӗ, — терӗ поэт.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ун патне тахҫанах ҫырса ярсаттӑм, анчах ответ килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халӗ те ман кӗнеке халӑхӑн йывӑр пурнӑҫне ытларах кӑтартать, теҫҫӗ пулас, тахҫанах редакцилесе пӗтернӗ кӗнеке ҫаплах тухмасть.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Илюхин Константин Иванова хӑйӗн чи ҫывӑх тӑванӗ пек юратнине Пазухин тахҫанах пӗлет.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Александр атте, хӑйӗнчен килес пулсан, Пазухина тахҫанах шкултан кӑларса ярӗччӗ, анчах ӑна Чӗмпӗр шкулӗн пуҫлӑхӗ хытӑ хӳтӗлет, унпа, статски советникпе, хирӗҫме Левашов ухмах мар-ха.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тахҫанах арча вӗлле ҫине куҫмалла пирӗн.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кӗҫӗн классенчи ачасем тахҫанах Николай Васильева вӑл ытла тӗреклӗ пулнӑран е Улӑп, е Микула Селянинович тесе чӗнеҫҫӗ, хӑй уншӑн пӗрре те кӳренмест.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫынни тахҫанах тӑпра пулнӑ, ун витер ҫуркуннесерен темиҫе хут курӑк шӑтса тухнӑ ӗнтӗ, ҫапах мул тени ҫакӑнта та хӑйӗн хура ирӗкӗ ҫинчен, этеме ҫынлӑхран кӑларакан ылханлӑ хӑвачӗ ҫинчен юман хӗреспе юнаса аса илтерет…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсен юрринче сасӑ ӗнерӗвӗ-килӗшӗвӗ ҫук, хӑйсем те вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштермеҫҫӗ: ҫак мӗскӗнсем тахҫанах пӗр-пӗрне йӑлӑхтарса ҫитернӗ, пӗр-пӗрне ҫӑкӑр татӑкӗ тупма чӑрмантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Эрех пулмасан, эпӗ тахҫанах ухмаха тухмалла, Макарушка.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр уншӑн тахҫанах ҫӗр тенкӗ паратчӗ вӗт сана…

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех