Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫтарса (тĕпĕ: пуҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав шутра сӗт пуҫтарса ҫынсене 2 миллион та 590 пин тенкӗ укҫа тӳленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

2019 ҫулта вӗсем «Агростартап» грант илме тӗллев тытса документсем пуҫтарса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме ӳркенменнисем малашлӑх енне хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9374-grantse ... 27-05-2022

Сергей Николаевичӑн алли ҫыпӑҫуллӑ, вӑл трактор ҫумне кӑкарса ӗҫлемелли - ҫӗре кӑпкалатмалли, сӳремелли, чӗрмелли — хатӗрсене хӑйех пуҫтарса тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Районти АПК ветеранӗсен канашӗн председателӗ Валерий Долгов ҫитӗнтернӗ тухӑҫа уй-хиртен пуҫтарса кӗртес ӗҫ епле пулса пыни ҫинчен кӗскен каласа кӑтартнӑ, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши, ҫавӑн пекех техника культурисене пухса илнӗ, ҫитес вӑхӑтра комбайнсем хӗвел ҫаврӑнӑш уйӗсене тухӗҫ.

Куҫарса пулӑш

АПК ветеранӗсем канашланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/14/%d0%b0%d0% ... %d0%bda-3/

Унта ҫапӑ пуҫтарса вут хучӗҫ, пӗр-пӗринпе тупӑшса ун урлӑ сикрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Сӗрен хулли // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикментей кӗпе арки ҫинчи ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене пуҫтарса илсе ҫӑвара хыпрӗ те ахлаткаласа ура ҫине тӑчӗ, ӑҫталла каймалла-ши тенӗ пек, унталла-кунталла пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр тарасана юсаса йӗркене кӗртме сметӑра 57 пин ытла тенкӗ ҫирӗплетнӗ, укҫан пӗр пайне ҫынсем пуҫтарса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Сиплӗ ҫӑл куҫ тапать ялти пусра Ӑна типтерлӗхре тытса усра // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%81%d0% ... %82%d0%b8/

Унта вылякан шӑпӑрлансем пӗчӗк пулин те ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенкӗ пуҫтарса панине аван пӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

Иртнӗ ҫулта ҫак тӗллевпе вӗсем 150 ытла пин тенкӗ укҫа хута янӑ, палӑртнӑ суммӑн 5 процентне ял халӑхӗ пуҫтарса панӑ, 35 процентне ял тӑрӑхӗн бюджечӗ уйӑрнӑ, нухратӑн 60 проценчӗ республикӑран килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Укҫа-тенкӗн пӗр пайне халӑх пуҫтарса парать.

Куҫарса пулӑш

Урамсемпе парксем ҫуталччӑр каҫсерен – шикленмӗ чун утсассӑн та пӗччен // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d1%83%d1% ... %b5%d0%bd/

Хутсене ытама тирпейлӗн пуҫтарса мачча ҫинчен антӑм.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

«Эпӗ ҫӗлеме каснӑ пусмана йышӑнаттӑм, цехра салтаксем валли кӗпе-йӗм ҫӗлетчӗҫ. Ӗҫрен пушӑрах чухне табак енчӗкӗ хатӗрлесе фронта ӑсататтӑмӑр. Махоркине аттерен вӑрттӑн илеттӗм. Килтисем ҫакна пӗлсен пӗтӗм тӑван-пӗлӗшрен мана махорка пуҫтарса пачӗҫ», — аса илет Валентина Григорьева.

Куҫарса пулӑш

Фронта, партизансен отрядне яма ыйтнӑ… // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d1%84%d1% ... 82%d0%bda/

Тепӗр эрнерен плацра пурне те пуҫтарса строя тӑратрӗҫ те список вулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/

Ҫӗр ӗҫченӗсем техника культурисене те планпа пӑхнин 100 процентне пуҫтарса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Купӑста тухӑҫӗпе савӑнтарать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d0%ba%d1% ... %82%d1%8c/

Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем вырмана вӗҫленӗ, ҫитӗнтернӗ пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене пӗр ҫухатусӑр пуҫтарса кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Купӑста тухӑҫӗпе савӑнтарать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d0%ba%d1% ... %82%d1%8c/

Ял-салари пуҫару ушкӑнӗ укҫан пӗр пайне ял халӑхӗнчен пуҫтарса ҫултан-ҫул ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ проекта пурнӑҫа кӗртсе пыма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Урам хушшине выртрӗ вакӑ чул ҫӗклет-ҫке кӑмӑла тап-такӑр ҫул // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d1%83%d1% ... bca%d0%bb/

Кукурузӑна Иван Ефимов «Дон-680» ятарлӑ комбайнпа пуҫтарса вӗтетет, симӗс массӑна Александр Константиновпа Всеволод Николаев «Камаз» автомашинӑсемпе турттарса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза вырма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%ba%d1% ... 85%d0%bda/

Паянхи кун тӗлне сӗтеклӗ апата 220 гектар ҫинче пуҫтарса илнӗ, симӗс массӑран 4200 тонна силос янтӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Кукуруза вырма тухнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d0%ba%d1% ... 85%d0%bda/

Пуҫа ҫухатса тӳрех пӗтӗм нухрата тӑкаклама ан васкӑр – укҫа-тенкӗ каярахпа та кирлӗ пулӗ, ҫавӑнпа ӑна пуҫтарса хурӑр.

Не теряйте голову, и не пытайтесь потратить всё и сразу – черного дня в календаре нет, но отложить средства на непредвиденные расходы не помешает.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ратниксен пысӑк ушкӑнӗ ҫыран хӗррине ишсе тухнӑ ҫынсене пуҫтарса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех