Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

малашне сăмах пирĕн базăра пур.
малашне (тĕпĕ: малашне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Конкурсра мала тухнисене пурне те ӑшшӑн саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Конкурсра – малтисем // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d0%b ... %b5%d0%bc/

Хисеплӗ хӑнасем пурне те уявпа саламларӗҫ, малашне те ҫакӑн пек уявсене пӗрле пуҫтарӑнса савӑнма, ӗҫре те, юрӑ-ташӑра та пултаруллӑ пулма сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/

«Мӗн авалтан Сабантуй пур национальноҫ, пур тӗн ҫыннисене пӗрлештерет. Вӑл халӑхсен туслӑхне, пӗр-пӗрне хисепленине, культурӑсем пӗр-пӗринпе хутшӑннине кӑтартса парать. Паян тӗрлӗ национальноҫ ҫыннисем пирӗн округӑн, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен уяв савӑнӑҫне пайлама пуҫтарӑнчӗҫ. Пирӗн округӑн ҫак ырӑ йӑли малашне те упранса юлтӑр. Ҫакӑн пек уявсене пула пирӗн ялсем илемленеҫҫӗ, хӑтлӑланаҫҫӗ. Ҫынсем пысӑк, чаплӑ уяв ирттерес тесе пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ», — палӑртрӗ Николай Никандрович.

Куҫарса пулӑш

Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%ba%d3%9 ... %83%d0%b9/

Ҫавӑн пекех активлӑ, пур енӗпе те малта пыракан библиотекарьсене централизациленӗ библиотека тытӑмӗн директорӗ Инна Ядрова Хисеп грамотисем парса чысларӗ, малашне те ӑнӑҫлӑн ӗҫлеме, ҫитӗнӳсемпе савӑнтарма сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ // Вера ГОРБУНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d0%b1%d0%b ... %97%d2%ab/

Малашне шифрпа 6–10 чи лайӑх вӗренекене чысланӑ.

В дальнейшем шифр получали от 6 до 10 лучших воспитанниц.

Смольнӑй институчӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%BC%D ... 1%87%C4%95

ПУЛӐШУ малашне те пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров: «Чи кирли - хӑвна шанмалла» // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/ge ... -shanmalla

Пултаруллӑ хӗрарӑма малашне те хӑй пуҫарнӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем тума, халӑха тутлӑ юр-варпа савӑнтарма ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Килтех сыр пӗҫерет // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/05/24/%d0%ba%d0%b ... %b5%d1%82/

— Ҫапах та пире выльӑхсенчен малашне те сыхласан аванччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗкҫӗ паттӑрсем // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 275–277 с.

— Ҫук, малашне апла хӑтланмӑп, — ҫаплипех хӑпмастӑп асаттерен.

Куҫарса пулӑш

Тарӑхакан улмуҫҫи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 260–262 с.

Малашне те ҫакӑн пек маттур та хастар пул.

Куҫарса пулӑш

Вовӑн тӑшманӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Асту, малашне ӑрсурить туса ан ҫӳре вӑрманта.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Малашне ытисемпе пӗрле хӑвӑнах вутта ҫӳремелле пулать сан.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Малашне хытӑ ӳсӗҫ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Каллех янккаса ҫӳресен малашне выҫӑллах вырттаратӑп ҫывӑрма.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вихтӗр тантӑшӗсене пӗр ҫӗре пухнӑ та хӑйсен вучахӗ малашне нихӑҫан та сӳнмесси, ашшӗ хӑйпе пӗрле шӑрпӑк питӗ нумай илсе килни ҫинчен каласа парать.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Пӗрре хавасланса каять асламӑшӗ умӗнче ларакан ача, тепре, хӑй килӗштерсе пӑрахнӑ ҫыннисем инкеке лексен, кулянать, унтан малашне мӗн пулса тухӗ-ши тесе тӑрӑшса, хӑлхасене чӑнк тӑратса итлет.

Куҫарса пулӑш

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Капла эсир малашне камппаҫиттӑра тухса каятӑр пуль?

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Малашне астуса юл, Кирей, эпӗ вун саккӑрмӗш числоран яланах ӗҫре, ҫавӑнпа ҫав хушӑра кашни уйӑхрах манӑн пӗртте ирӗклӗ вӑхӑт ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Малашне Кирейӑн пур ҫын ҫине кашнинче мӗн тӑхӑнса тухмалли.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей хӑйӗн ҫинчен шутларӗ, мӗнле пулмалла-ши унӑн малашне хӑйӗн йывӑр положенийӗнче?

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех