Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӳршӗ сăмах пирĕн базăра пур.
кӳршӗ (тĕпĕ: кӳршӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мана пӗр васкавлӑ ӗҫ кӗтет-ха кӳршӗ ялта.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл кӳршӗ ялта вӗрентекенсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Ҫапла майпа эпӗ кӳршӗ ялти Якурпа паллашрӑм».

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Вӑл кӳршӗ бригадӑра лумпа шӑннӑ ҫӗре таккатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Аслӑ ӳсӗмри ҫынсене кӳршӗ яла алӗҫ кружокне тата фольклор ушкӑнне ҫӳреме меллӗ мар…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ клуба хӗле кӗриччен хута ярӗҫ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... f%d1%80ec/

Кӳршӗ ялта та такам лавккана кӗме хӑтланнӑ-мӗн.

В соседней деревне тоже, как оказалось, кто-то пытался проникнуть в магазин.

Лавккана кӗрсе икӗ ещӗк эрех вӑрланӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32927.html

Хирӗҫ килекен лавсем пачах тӗл пулмаҫҫӗ — сайра хутра тухса ҫӳреҫҫӗ пулас кунти ҫынсем кӳршӗ ялсемпе пасарсене!

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Принцесса кӳршӗ ҫӗрсен патшин хӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫынсен патшалӑхӗнче // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

1920—1930 ҫулсенче чикӗ ҫывӑхӗнчи ҫынсем Китайпа Корейӑна кӳршӗ яла кайнӑ пек каҫса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

— Пӗр кукӑльне ҫисе яриччен, пӗр курка чейне ӗҫсе те янӑ, тет, кӳршӗ хӗрарӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Чим, илсе килсех кӑтартам — ик-виҫ кил урлӑ ҫеҫ пурӑнатӑп вӗт, — хӗпӗртенине пытараймасӑр чупсах тухса кайрӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Мӑрса хушнӑ тесе кӳршӗ ялсене тепре ҫитсе килетӗп.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем кунта йышлӑн мар — ват ҫын тени выртмана ирӗксӗртен тенӗ пек ҫеҫ килет, хӑйӗн ача-пӑча ҫукки те лашине кӳршӗ ачисене парса яма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алманчӑ иҫниксем пулӑшнипе кӳршӗ ялсенчен ясак пуҫтарса таврӑнӑччӗ ҫеҫ, Криушран ҫич-сакӑр лавлӑ обоз персе те ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Йӗри-тавра кӳршӗ ҫыннисем кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ну, эп каям-ха, — ура ҫине тӑчӗ кӳршӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑратӑп эпӗ хамӑр ял ҫыннисенчен, кӳршӗ ял этеммисенчен те хӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кунта вӑл пӗрле ҫӳреме юлташ тупасса шаннӑччӗ, анчах сунарҫӑсен ҫуртӗнче кӳршӗ ял ҫыннисем кӑна пулчӗҫ, юмансарсем, паллах, ушкӑнланса паҫӑрах йӗр тӑрӑх кайма ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, вӑл мӑрса арӑмӗ пулнӑ Ухтепие кӑмӑллать, каҫсерен ун патне улаха чупкалать, теприсем тата ун савнине, кӳршӗ ял хӗрне, пӗр тутар иҫникӗ пусмӑрласа ача тутарнӑ та, хӗр ачи ҫакӑнса вилнӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑнах та, тупӑннӑ вӗт Сахвинешӗн кӳршӗ: ҫимелӗх ҫӑкӑрӗ ҫук хӑйӗн — вӗҫӗмсӗр сӗрме купӑс калать, кӗсле янраттарать, вӗҫӗмсӗр халап ярать.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех