Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑн сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑн (тĕпĕ: кӑмӑллӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑ ӗнтӗ вӑл чи кирли, пӗрлӗхре ӗҫ те ӳсӗнет, - кӑмӑллӑн пӗлтерет Валентина Николаевна.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

— Лапракассине ҫитиччен лартса каймӑр-ши? — кӗскен каснӑ «ылтӑн» ҫӳҫӗн пӗр пайӑркине каялла тачӑрах шӑлса вырттарса, яри уҫӑ кӑмӑллӑн чӗвӗлтетсе илчӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Тӗл пулаймарӑм вӑрман юрӑҫине, карчӑк, вӑрӑм сухалӑмран хӑрарӗ пулас ман чӗрене тапратнӑ асамҫӑ, — ҫаплипех кӑмӑллӑн калаҫрӗ мучи.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Эх, сирӗнпе, ӑш пиҫтермӗшсем, юрлӑрах, савӑнтарӑрах тӗнчене, тек чӑрмантармӑп, — аллипе лаш! сулчӗ те мучи кӑмӑллӑн кулкаласа мӑшӑрӗ патне таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Эсир, кинемей, ак ҫакӑнта ларса канӑр-ха, Артем Михайловича часах тупса килетпӗр, — терӗҫ юлашкинчен кӑмӑллӑн, хӑйсем ҫавӑнтах кӳлӗ хӗрринелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Мучи ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑн кӑмӑллӑн кулкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

— Ҫухине уҫӑ ҫӗленӗ ҫав, ытти енчен аптрамасть те пек, — хӑй ҫине кӑмӑллӑн пӑхкаларӗ Сима та.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Ревлен Петровичпа Лида хӗрӗпе Владимир Сергеевич ҫине кӑмӑллӑн, юратса пӑхрӗҫ, вӗсене икӗ енчен ҫавӑтса малалла утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл шавлӑн калаҫакан ҫамрӑксем ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

«Начар халӑх мар рабочисем, вӗсемпе ӗҫлеме кӑна пӗлмелле», — кӑмӑллӑн шутларӗ мастер, ҫамрӑксем ҫине пӑхса.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевич яштака кӗлеткеллӗ качча кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Рабочисем хӑйсем хушшинче темӗн калаҫкаларӗҫ, хӑшӗсем мастер ҫине кӑмӑллӑн, теприсем уҫҫӑнах кулнӑ пек пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хӗрача вӗлт кӑна каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те кӑмӑллӑн йӑлкӑшса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн чӑпар чӑх, кӑмӑллӑн ка-а-а-ка-ка-ка-ка-ка какаласа, аякалла пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Анчах Санюк, ӑна-кӑна чухламанскер, ҫаплипех кӑмӑллӑн калаҫать.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Кимӗпе ярӑнма шутларӑр-и? — кӑмӑллӑн сӑмах хушрӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Ҫапла-и, ял-йышӑм? — тухтӑр еннелле кӑмӑллӑн ҫаврӑнса тӑчӗ Матвей Захарч, тӗрӗллӗ кӗпине хӑрах аллипе кӑшт-кашт турткаласа.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

«Пурте йӗркеллех. Кун пекех пулсан, сирӗн каччӑна Ҫӗнӗ ҫул валли кӑларатпӑрах», — терӗ вал кӑмӑллӑн кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсем пӗр-пӗринпе шӑкӑлтатса утрӗҫ, хаваслӑ хӗрсемпе каччӑсем ҫине кӑмӑллӑн пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Каччӑ хӗре хирӗҫ кӑмӑллӑн ҫеҫ кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех