Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑллӑ (тĕпĕ: кӑмӑллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн тери кӑмӑллӑ вырӑн халӗ кунта!

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иванов ӑна хирӗҫ калаймасть, тем тесен те иртеймест ун куҫӗнчен, ытла ҫемҫе кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Илемлӗ, кӑмӑллӑ сӑн-питлӗ, яштака ҫамрӑк хӗрарӑм ҫине хушӑран Раман хӑй те юратуллӑн пӑхкаласа илет.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Уҫӑ кӑмӑллӑ ӗҫчен хӗре темшӗн ҫутҫанталӑк сӑн-питрен кӳрентернӗ.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иванов — участок мастерӗ, кӑмӑллӑ ҫамрӑк ҫын.

Куҫарса пулӑш

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кампа кӑмӑллӑ мана юнашаррӑн утма?

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӑлӑх арӑмсем пӗр кӑмӑллӑ пулса шавлама пуҫларӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗчӗк айӑпшӑнах сутӑнман, таса чунлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ пачӑшкӑна вӑл ҫылӑхпа тулнӑ Хаяр Ивана пил паманшӑн минтерпе пӑвса вӗлернӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Аван та сывӑ-и? — сывлӑх сунчӗ ӑна председатель кӑмӑллӑ сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Егор Силыч Подоприхин Хусантан киле питӗ кӑмӑллӑ таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюш хӑй вара кӗрнеклӗ, ҫирӗп кӑмӑллӑ арҫын.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗветӗр Земляков ял халӑхӗн асӗнче ырӑ чӗреллӗ, кӑмӑллӑ, темӗн те пӗр шухӑшласа кӑларма ӑста ҫын пек юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ырӑ кӑмӑлна ан улӑштар, яланах ҫыншӑн кӑмӑллӑ ӗҫ тума тӑрӑш, ҫынсем сума сунине вырӑна хур, сӑмсуна ан каҫӑрт!

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

«Нивушлӗ ырӑ кӑмӑллӑ, ырӑ чунлӑ ҫынсене пулӑшса тӑракан вӑй-хӑват пур?» — иккӗленерех шухӑшлать хайхи.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

- Училище пирки манӑн чун-чӗрере чи кӑмӑллӑ асаилӳсем.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Хамӑр Вӑрнарти тӗп больницӑра та ҫепӗҫ алӑллӑ, ырӑ кӑмӑллӑ медсестрасем куллен пациентсене сывалма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Вӗсене ятран аса илме кӑмӑллӑ: Тая Субботина, Зина Макова, Лариса Самарина, Лена Храмова, Елена Сухинина, Надя Амосова.

Куҫарса пулӑш

Ял хуҫалӑхӗ валли ӑста специалистсем хатӗрленӗ // Зоя КУЗНЕЦОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13450-y ... -khat-rlen

Чӑннипех ырӑ кӑмӑллӑ, ҫивӗч, ӑслӑ, талантлӑ ҫын.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Кӑмӑллӑ ӗҫтешӗсем хушшинче яланах хаваслӑ, Дубовка шкулӗнче пуян чун-чӗреллӗ ҫынсем тӑрӑшнине пӗрре мар асӑнать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Нивушлӗ вара Нинук малтанах пӑсӑк кӑмӑллӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех