Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫарса (тĕпĕ: куҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗле хирӗҫ эпир вӑл мунчана, хамӑр ҫывӑхараха куҫарса лартма шут турӑмӑр.

К зиме решили перетащить её в лес, поближе.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫав кунах вӗсем пур минасене те ҫӗр айӗнчен чавса кӑларса хамӑр пата куҫарса хучӗҫ.

В тот же день они выкопали из земли все мины и перенесли к нам.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Надежда Ивановнӑна та, пурне те куҫарса пӗтертӗмӗр, терӗмӗр.

Мы сказали Надежде Ивановне, что уже всех перевезли.

Эпир челюскинла выляни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Темиҫе пӳрте куҫарса кайнӑ.

Несколько изб было снесено.

VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

2. Ҫав йӗрӗнтерекен тирпейсӗр дворянин хамӑн чиркӳ ӗҫӗнче ӗҫлекен ӗмӗр манӑҫми аттерен Перерепенко ывӑлӗ Иван Онисиевран, авалтан хам ятӑмпа юлнӑ ҫӗре — супинккеҫӗме хапсӑнса, пӗтӗм саккунсене пӑсса, ман крыльцана хирӗҫех хӑйӗн хур картине куҫарса лартрӗ, ҫапла туса вӑл мана чӗрене витичченех вӗчӗхтересшӗн пулчӗ, урӑх нимшӗн те мар, мӗншӗн тесен ҫав карта унччен аван вырӑнта ларатчӗ-ха, хӑйне кура тӗреклӗ теччӗ.

2) Сей же самый неблагопристойный и неприличный дворянин посягнул притом на мою родовую, полученную мною после родителя моего, состоявшего в духовном звании, блаженной памяти Ивана, Онисиева сына, Перерепенка, собственность, тем, что, в противность всяким законам, перенес совершенно насупротив моего крыльца гусиный хлев, что делалось не с иным каким намерением, как чтоб усугубить нанесенную мне обиду, ибо оный хлев стоял до сего в изрядном месте и довольно еще был крепок.

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Римлянсем ун ҫыннисене пӗр пайне вӗлерсе пӗтернӗ, тепӗр патне хуларан хӑваласа янӑ, тата тепӗр пайне чуралӑха сутнӑ, вара унта Рим енче юлнӑ горецсемпе ҫӗр ӗҫлекенсене куҫарса вырнаҫтарнӑ.

Римляне частью перебили жителей, частью изгнали, частью продали в рабство, а город заселили колонистами из окрестностей — горцами и землепашцами, которые оставались верны Риму.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Анчах эсӗ, сӑввуна папирус ҫине куҫарса ҫырсанах, ӑна килсе парӑн.

— Но ты мне сам вернешь ее, как только перепишешь стихи на папирус.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Касаканӗсем шаларах та шаларах хӑва чӑтлӑхне кӗреҫҫӗ, анчах Егорка каясшӑн мар; ӑна пӗр Костя ҫеҫ, тимӗр шапине урӑх ҫӗре куҫарса, вырӑнтан хускатма пултарчӗ.

Рубщики уходят все дальше в глубь зарослей, но Егорка не хочет уходить, и сдвинуть его удается только Косте, который переносит черепаху на новое место.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Миша, пӗрремӗш тимӗр шкапӑн щитокӗ патне чупса пырса, темӗнле тыткисене куҫарса пӑрса ларать, хӗррисене картлашкаллӑ тунӑ хура ҫаврашкасене ҫавӑркалать.

Миша подлетает к щиту первого металлического шкафа, переключает какие-то рычажки, крутит маленькие черные диски с насечкой по краям.

Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн вӑл кашӑкне хурать те, пуканне куҫарса, сӗтел хушшинчен ерипен тухать.

Он положил ложку, отодвинул стул и устало поднялся.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Вӑл ҫав тери ҫӳллӗ, унӑн тӑрринче пӗлӗтсем йӑсӑрланса шӑваҫҫӗ; Ҫывӑраканӑн Пуҫне унта куҫарса лартаҫҫӗ.

Она была столь высокая, что облака дымились на вершине её, — туда перенесли Голову Спящего.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита туалет куҫ кӗски умне ларчӗ, ҫӳҫне тирпейлерӗ, малтан — тутлӑ шӑршӑллӑ ҫупа, унтан чечексен эссенцийӗпе питне, мӑйне, аллисене сӗрчӗ, хӑйне ҫамки айӗн пӑхса хакларӗ те ӑмӑрланчӗ, экранлӑ пӗчӗк сӗтеле куҫарса цифрӑллӑ хӑмана ҫутрӗ.

Аэлита присела у туалетного зеркала, привела в порядок волосы, вытерла ароматным жиром, затем — цветочной эссенцией лицо, шею и руки, исподлобья поглядела на себя, нахмурилась, придвинула столик с экраном и включила цифровую доску.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пурне те лӑплантарас тесе, Прохор Палыч пӗлтерӳ кӑларса ҫакнӑ: «Производствӑна пысӑклатнӑ планӑн техникӑллӑ рельсисем ҫине куҫарса улӑштарасси пулса иртет».

Прохор Палыч, чтобы успокоить всех, вывесил объявлений: «Происходит преобразование производства на новые технические рельсы увеличенного плана».

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Вӑл историре эпӗ хам пуҫа шухӑш пырса кӗнипе ҫынсен, характерӗсене улӑштараттӑм, пулса иртнӗ ӗҫсене пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫарса лартаттӑм, вӑл истори маншӑн, хам кукаҫей турри пекех, ирӗклӗ пулса тӑмалли тӗнче пек пулатчӗ, кукаҫей турри те хӑй мӗнле шутлать, пуринпе те савӑн пек выляса тӑрать.

Эта история, в которой я, по вдохновению, изменял характеры людей, перемещал события, была для меня миром, где я был свободен, подобно дедову богу, — он тоже играет всем, как хочет.

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хӑшпӗр чух эпӗ ун патне пыма хӑяттӑм, вӑл куҫӗсене йывӑррӑн ман ҫинелле куҫарса пӑхатчӗ:

Иногда я решался подойти к нему, он тяжело передвигал глаза на меня.

V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Евсеенко хуткупӑсне кӑкӑр умнелле куҫарса калама тапратать.

Евсеенко, перекинув гармонию на грудь, играет.

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫакна пӗтӗмпех ют ҫӗршыв ҫыннине куҫарса пама намӑсланчӗ Павӑл.

Павле стыдился все это перевести иностранцу.

37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Павӑл куҫарса пачӗ.

Павле перевел.

37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Акӑлчан четник отвечӗсене куҫарса пама ыйтрӗ.

Англичанин попросил перевести ему ответы четника.

37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Павӑл ответа куҫарса парсан, Джурдже пуҫне сулласа илчӗ.

Когда Павле перевел его ответ, Джурдже покачал головой.

37 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех