Шырав
Шырав ĕçĕ:
Улӑпла йӑрӑм-йӑрӑм тӑпламсемпе кавирленнӗ, мӑкпа талккӑшпех витӗннӗ шыҫӑнчӑк вулӑсем витӗр курӑнакан арккӑсене арпашса пӗрлешнӗ, явкаланчӑк ӳсен-тӑран шереписем кукӑр-макӑр тымарсем патнех усӑннӑ, тымарсем вара гном пӳрнисем пек пӗрлешсе ҫыхӑннӑ, ҫӗр айӗнче чӗтресе тӑсӑлаҫҫӗ, кунтах — чӗнтӗрлӗ-шӑтӑкла капӑр та черчен ҫулҫӑллӑ упа саррисем.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ, кӑпӑш тӑрӑллӑ хӑш-пӗр йывӑҫ — витӗр курӑнакан мӗлке евӗр.Отдельные деревья с пышными перистыми вершинами стояли подобно прозрачным теням.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунта сунчӑклӑ сайра ӳсен-тӑран, — тунисем ҫап-ҫара, тӑррисем сарлакан туратланса пӗр-пӗринпе ытамлашнӑ; малалла вара шӑратса вырнаҫтарнӑн курӑнакан, сивлек чул катрамӗсен хушӑкӗсенчен йӗплӗ кактуссем тӑртаннӑ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унӑн тӗксӗм ҫутӑра ҫиҫнӗн курӑнакан питне тимлӗрех тӗпчесен тин ҫак вӑхӑтӑн япӑх кӑмӑл-тӑрӑмне туятӑн.
XIX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ку темле тӗлӗнмеллерех курӑнать пулин те — мана арҫын ачан тискер выҫлӑхӗ — ӑна пусӑрӑнтарсах ҫитернӗ ҫӗнӗ кӑмӑл-туйӑм, курӑну-пулӑм хушшинче тулсах ҫитнӗ выҫлӑх тӑруках хыттӑн ҫавӑрса ҫапрӗ; эпӗ хура эрехлӗ витӗр курӑнакан ҫӳллӗ стакана пушатса хутӑм, хама хам алӑра тытма пуҫларӑм та ним юлми икӗ хут ҫисе ятӑм, ҫакна кура турилкке виҫҫӗмӗш хут туллин таврӑнчӗ.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ун ҫинче — витӗр курӑнакан тӗттӗм тӗслӗ пурҫӑн.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Шурӑ, йӑлтӑркка ҫак картлашкапа анса ҫитнӗ тӗле, капӑр курӑнусен хушшинче, манӑн кӑмӑл-туйӑм мӗн пулса иртнин капашӗ-ӗренкипе килӗшӳллӗн шайлашса ҫитрӗ те ӗнтӗ, ара ҫӳлте — хрусталь люстрӑсен сталактичӗсем, вӗсем йӑлтӑркка мрамор хушшинче чечекленнӗ тропик вӑрманӗнчен тин ҫеҫ кӳрсе килнӗн курӑнакан тӗрлӗ ӳсен-тӑрана ҫутатаҫҫӗ.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эстамп мана кермене арккӑсенчен пӗринпе ертсе кӗртрӗ, унтан ҫав тери арпашӑнчӑк, сивлек курӑнакан пусмапа хӑпартӑмӑр та — акӑ эпир тӗрлӗ тӗслӗ, капӑр чӳречеллӗ пысӑк пӳлӗмре.
XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпӗ сулахайри пӗрремӗш вертикаль йӗр патне ҫитрӗм; ӑна алӑк тенӗччӗ, ҫывӑха ҫитсен тин ӑнлантӑм: ку — ансӑр арккӑ, ҫак тӗлтен темӗнле тӗттӗм ҫӗрелле, аялалла, ансӑр йӑрӑм пусма анать, — витӗр курӑнакан чукун картлашкасемпе, пӑхӑр карлӑксемпе.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Ҫав енчен, — тетӗп, епле те пулин пӗр шикленмесӗр лӑпкӑ калаҫма тӑрӑшса, горизонтра курӑнакан пӗр ял еннелле алӑпа сулса.
I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Аялта — вак чуллӑ тӑпра, ун ҫинче хытӑ, йӗплӗ тӗрлӗ курӑк сапаланса тымарланнӑ; ҫак лаптӑк ҫурт-хуралтӑран вӑтӑр утӑмра сылтӑмалла авӑнчӑклӑн та чупуллӑн, сулахаялла тӳррӗн те авӑккӑн татӑлса чикӗленет; чӑнкӑ ахрат сӗмӗнче типнӗ тунасем сулланкалаҫҫӗ — виркӗс сӑртлӑхӑн, сывлӑшӑн витӗр курӑнакан тӗтрипе карӑннӑ ҫӗр хуппин улт ҫӗр хӑлаҫлӑ ахрачӗн чикки.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Стенасемпе мачча ҫинче тӗксӗм шурӑ, симӗс, шурӑ хӗрлӗ, ылтӑн, асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗс хумӗсем выля-выля шӑранаҫҫӗ, витӗр курӑнакан драпировка евӗр юнтармӑш арабескӑсене куҫса вуҫех ҫухалаҫҫӗ, унтан каллех…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Лифт алӑкӗ те хӑех уҫӑлчӗ (Асперӑн мӗн шур алӑкӗ ҫапла уҫӑлать, чӑн та, килен-каян ҫынсене курӑнми нумай-нумай куҫ сӑнать), унтан Филатпа Джис витӗр курӑнакан йӑлтӑркка читлӗхре пиллӗкмӗш хута вӗҫсе улӑхрӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Юхан шыв варринче ҫӳлелле самаях тӑртанса шӗвӗр кӗтеслӗ чул катрамӗ выртать, — ҫапкаланчӑка курӑнакан енӗ ятарласа якатнӑн тип-тикӗс, шӑйрӑк-кӑтрашкасӑр.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Ун хыҫҫӑнах темелле — хупаха пӗр ушкӑн кӗрсе тӑчӗ: аллине саппун айне чикнӗ сӳрӗк лавккаҫӑ; хӑюсӑр пирки хӑранӑн курӑнакан, темӗн пӗлме ҫунакан мӑнтӑркка, вуннӑсенчи кӑмӑлсӑр арҫын ача; арҫын кӗлеткеллӗ, манишкӑллӑ, тӑран ҫухаллӑ хӗр, — арҫын туйипе, арҫын портфелӗпе, арҫын хӑтланӑшӗсемпе; ӗҫкӗҫ сӑнлӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ этем; таса та ҫирӗп, лутрашка йӑрӑ господин; ҫамрӑк икӗ хӗр; ылтӑн вӑчӑраллӑ, туяллӑ, сӑнсӑр-тӗссӗр галантерея майлӑ темиҫе йӗкӗт.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Шуан ҫуртӑн тӗттӗмре кӗлеткесем курӑнакан инҫетри кӗтесне ӳкерет хальлӗхе…Шуан рисовал пока дальний угол помещения, где в мраке видны тела…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 305–313 с.
Ҫак вӑхӑтра кичеммӗн курӑнакан, шуранка Элеонора, юнтармӑш та ҫӑмӑл сӑн-питлӗ хӗр, курӑнса кайрӗ.В это время появилась скучающая, бледная Элеонора, девушка с капризным и легким лицом.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӗлтерӳсен хушшинче чи курӑнакан вырӑнта сирӗн лавккӑр пирки: «Хатӗр атӑ пушмакӑн чи лайӑх лавкки «Меркурий ҫуначӗсем» — Адам Кишлот».
VIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Катрин урама тухрӗ, йӗри-тавралла пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхкаласа пырса, мулкач йӑлмакӗ тукаласа витӗр курӑнакан тимӗр хапха патне ҫитсе тӑчӗ; электричество хунарӗн янкӑр ҫутинче, шалта, тулли кӗлеткеллӗ, тӗреклӗ Кравар тӑрать.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫиелтен пӑхсан лӑпкӑ курӑнакан Ван-Конет пӗр авӑк чӗнмерӗ, сасартӑк вара хӑрушла шурса кайрӗ те сӗтеле мӗн пур вӑйран чӑмӑрӗпе шаплаттарчӗ, ҫавна пула турилккесенчи чей савӑчӗсем тухса сирпӗнчӗҫ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.