Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

курсан (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑсла калаҫӑва чӑваш сӑмахӗсем илем кӳмен пекех, вырӑс сӑмахӗсем те, вырӑнсӑр усӑ курсан, чӑваш чӗлхине пуянлатмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хӑй хыҫҫӑн шикленмелле ҫынсем пынине курсан, хӗрарӑм хытӑран хытӑ утма пуҫланӑ, унтан чупсах кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫак карттӑна курсан кӑна эп Ассакасси ялӗнчи урамсем мӗне пула ҫавнашкал кукӑр-макӑр вырнаҫнине ӑнкарса илтӗм: иккен, унччен вӑл икӗ ял пулнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

«Тепре ку сурӑхсене курсан, пусатӑп», – тенӗ вӗриленсе кайса Ҫемен сурӑхсен хуҫисене.

«Еще раз увижу этих овец, зарежу их», — с горяча сказал Семен хозяевам овец.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Хайхискер, кӗҫӗн ывӑлне курсан пӗркеленчӗк пит-куҫне куҫҫульпе шывлантарса ӗсӗкле-ӗсӗклех макӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗнене вӑл шырлан патне хӑюллӑн ҫавӑтса пычӗ, анчах ӑслӑ выльӑх шӑр-шар! шарлакан пӑтранчӑк шыв юххине курсан пуҫне шиклӗн пӑркаласа каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Платон флягӑри сӗте шывпа хутӑштарнине курсан ытти хӗрарӑмсемпе хӗрсене чӗнмеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫын пӗр тапранмасӑр выртнине курсан автан лӑпланчӗ, ҫунатне ҫатлаттарсах ҫӑвар туллин авӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ют ҫын кӗнине курсан пурте шӑпӑрт пулчӗҫ, ман ҫине куҫ айӑн пӑхкаларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Ҫынсем курсан мӗн калӗҫ?» — вӑтанать хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Умра ҫынсем пуррине курсан хӑлхисене кӑлт-кӑлт выляткаласа хаваслӑн кӗҫенсе ячӗ: «И-ха-ха! Вӑрманти улах ҫул ҫинче татах ҫынсем пур! И-ха-ха», — савӑнчӗ пулмалла урхамах.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ӑна курсан Изамбаев хӑйӗн ывӑлне аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӗсене курсан такамӑн та куҫӗ алчӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ҫакна курсан Кӗркури хӑйӗн купӑсне тата янӑратарах калама тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Кӗркури кӗнине курсан Тарасӑн чунӗ тӑвӑлса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Шупашкар енчен «жигули» ыткӑнса килнине курсан вӑл аллине ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Виҫӗ ҫул хыҫҫӑн Анука пӗрремӗш хут курсан вӑл кам иккенне ҫынсенчен ыйтмасӑр та пӗлеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ҫакна курсан, старик ачисене каланӑ вара:

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна курсан, Савантер калама ҫук хӗпӗртесе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакна курсан, Сюльдяшов йӑлт улшӑнса кайрӗ, сасси ылмашрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех