Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирех (тĕпĕ: ир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте йӗркеллех пулсан, тен, эпир ыран ирех каймӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫук, эс мар, Жумба, эсӗ ирех Машук патне тухса кай.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Станци начальникӗ вӗсене тепӗр ирех вакун тупса пачӗ, Мурӑмалла каякан составран кӑкарса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вулӑсра ирех хут тутар та, Шӑхран станцине тухса вӗҫтер.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ирпе ирех вара, мӗлкессм пек, пӳртрен те, ялтан та шӑппӑн тухса шӑвӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Кам унта? — ахӑртнех, ирех ҫывӑрма выртнӑскер, тутлӑ ыйхӑран вӑраннипе хӑйӑлтӑкрах тухакан сасӑпа ыйтрӗ шалтан арҫын.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурӑна киле противник ҫакна сисрӗ пулас, пӗррехинче ирех тупӑсенчен вӑйлӑ кӑна персе тӑнӑ хыҫҫӑн вирлӗ наступлени пуҫласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак кун хура пайӑркасенчен пуҫланнине ирех, вӑраннӑ-вӑранманах туйрӗ.

Еще утром, едва проснувшись, он уже почувствовал, что этот день начался в черных лучах.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тепӗр кун ирех тӑчӗ те — хулӑмсӑр хӗр кухньӑна кайсан унӑн пӳлӗмне йӑпшӑнса кӗчӗ, хаклӑ парнене хӗр арчине чиксе хучӗ, ҫиелтен пӗчӗк ҫырупа хупларӗ:

Встав рано, когда бесприданница удалилась на кухню, он пробрался в ее комнату и, засунув подарок в сундук девушки, прикрыл его короткой запиской:

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ирпе ирех вара, мӗлкесем пек, пӳртрен те, ялтан та шӑппӑн тухса шӑвӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658

Каҫхине вӑл кӑвайт умӗнче ларнӑ, нимӗн те ашкӑнман, кулман, ҫывӑрма та ирех выртнӑ.

Вечером он сидел у костра, не шалил, не смеялся и рано улегся спать.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ирхине ирех вӗсен хыпарҫи пӗтӗм лагере ҫавӑрӑнса урӑх вырӑна куҫса каймалли ҫинчен пӗлтернӗ.

Рано утром глашатай объехал весь лагерь и всем и каждому сообщил о переселении.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Кашни ирех, питӗ сивӗ пулсан та, ашшӗ Синопӑна ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑратнӑ, ҫара ачана шыв хӗрне илсе кайнӑ, ача пӗр йынӑшмасӑр шыва кӗнӗ.

Каждое утро, как бы ни было холодно, отец поднимал Синопу с теплой постели, нес его, голенького, к реке, и мальчик безропотно погружался в воду.

Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ирхине ирех Мишӑна телефон шӑнкӑравӗ тарӑн ыйхӑран вӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ман ыран ирех тӑмалла!

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Тепӗр кунне (ҫывратакан эмел ӗҫрӗ пулин те) ирех вӑранчӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Паян эпир Тамарӑпа ирех вӑрантӑмӑр — чӑваш чӗлхипе семинар-ҫке, Иван Михалч сехре хӑпартать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ҫанталӑк ҫуркунне еннелле сулӑннине пула Вероника пичӗ ҫине ирех чӳречерен ҫутӑ ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтнӗ самант ҫитетех // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Эс ирех килнӗ-ҫке паян, ырӑ каҫ пултӑр, — пӗрле пурӑнакан Женьӑна сывлӑх сунчӗ вӑл кӗнӗ-кӗмен.

Куҫарса пулӑш

Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Тепӗр кунне ирех ӗҫе пуҫӗнчӗ Тоня.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех