Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выляса (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тул ҫутӑличчен, тӑватӑ алӑпа выляса, эпир пирӗнпе вӗсен хушшине тӑпра купи ҫӗклесе хума пултаратпӑр.

До рассвета, играя в четыре руки, мы поставим между собой и им земляной вал.

V. Бигӑн ту ҫул // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Каҫхи апат вӑхӑтӗнче вӑл Дегтярев ҫине лӑпкӑн пӑхма пултараймарӗ, лешӗ вара, юри тенӗ пекех, ҫыпҫӑнчӗ те ыйту хыҫҫӑн ыйту парать: «Выляса илтӗн-и?», «Мӗн-ма ҫав тери салху?»

За ужином он не мог равнодушно видеть физиономию Дегтярева, а тот, как нарочно, неотвязчиво приставал к нему с вопросами: выиграл ли он? отчего он так грустен?

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Ухмахскер ялан выляса ярать!

Вечно, дуралей, проигрывает!

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Пӗр хутӗнче самаях выляса ярса йӗп-йӗпе тара ӳкнӗскер, вӑл тӑруках хӑй нумайранпа ҫуттине сыпманнине аса илнӗ.

После одного хорошего минуса, когда его в пот ударило, он вдруг вспомнил, что давно не пил водки.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Ҫав каттӑркӑҫсенчен пӗри вилнӗ, тепри вара хӑйӗн кӑлтӑк-айӑппа начарланса ҫитнӗ ватӑ ӳтне пӗр килтен теприне куҫаркалать-ха, кунта каҫхи апат тӑвать, унта — кӑнтӑрлахи апат, ӑнӑҫлӑрах йӗксӗке пӗр каҫ тӑршшӗнче выляса янӑ пурлӑхӗ пирки йӗрмӗшет пур ҫӗрте те.

Один умер, другой еще таскал из дома в дом свое изможденное пороками дряхлое тело, здесь ужиная, там обедая и везде хныкая об имуществе, проигранном в течение одной ночи более удачливому мерзавцу.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Халӗ эпӗ тепре тавлашма хатӗр: эпӗ выляса илнине Дрибб хӑватлӑ ятлаҫусӑр парас ҫук ахӑр.

— Теперь я держу пари, что с Дрибба получить придется только с помощью увесистой ругани.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Дрибб, выляса ятӑр — тӳлесемӗр!

— Дрибб, платите проигрыш.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Эсир ку тавлашӑва выляса яратӑр, — хирӗҫлерӗ Астис.

— Пари это вы проиграете, — возразил Астис.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Молли темӗн шухӑшлама пуҫларӗ, унтан айкашуллӑн мана ром ярса пачӗ те ӗнӗрлеме пикенчӗ, кӗҫех: «Эпӗ сире халех выляса паратӑп», — терӗ те сиксе тӑрса тепӗр пӳлӗме иртрӗ, акӑ унта клавишсен тӑвӑллӑ сасси кӗмсӗртетме тытӑнчӗ.

Молли призадумалась, потом шаловливо налила мне рома и стала напевать, сказав: «Вот это я сейчас вам сыграю», вскочив, она ушла в соседнюю комнату, откуда загремел бурный бой клавиш.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эсир выляса ятӑр!

Вы проиграли!

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Ҫак партисенчен пӗрне, — хушса хучӗ Дюрок, — эпӗ Ганувер партийӗ тесе ят патӑм, пӗлетӗр-и: тӑваттӑ куҫсах выляса илтӗм.

— Одну из этих партий, — заметил Дюрок, — я назвал партией Ганувера и, представьте, выиграл ее всего четырьмя ходами.

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫав самантрах икӗ аллӑма та чавсаран ҫӳлерех ярса тытрӗҫ те ҫурӑм ҫинелле вӑйпах пӑрса лартрӗҫ, ҫавӑнпа та туртӑнса нимӗн те выляса илеймерӗм, манран ҫатӑрланнӑ Лемарен ҫине пӑхма питӗме хыҫалалла ҫавӑртӑм.

В тот же момент обе мои руки были крепко схвачены сзади, выше локтя, и с силой отведены к спине, так что, рванувшись, я ничего не выиграл, а только повернул лицо назад, взглянуть на вцепившегося в меня Лемарена.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Эпӗ вара акӑ мӗн илтрӗм, — калаҫӑва хутшӑнчӗ манран пекӗ вӑрланӑ кахал Каррель-Хур мӑйӗ, — вӑл кашни кунах картла миллионшар выляса илнӗ.

— А я слышал, — заговорил ленивый, укравший у меня складной нож Каррель Гусиная Шея, — что он каждый день выигрывал в карты по миллиону!

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ун хыҫӗнче тепӗр лаша сиккипе чупать; Блюм малтан выляса илнӗ талккӑш ҫур сехет хушшинче вӑхӑтран та хӑвӑртрах кӗскелчӗ те халӗ нульпе танлашрӗпе пӗрех.

Другая лошадь скакала за его спиной; пространство, выигранное вначале Блюмом, сокращалось в течение получаса с неуклонностью самого времени и теперь равнялось нулю.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Унта пурлӑхсем йӗркеленсе чӑмӑртанаҫҫӗ, вӗсене выляса яраҫҫӗ, перӳ-чикӳ-вилӗм, хыттӑн айӑпласа явап тыттармалли синкерсем…

Там составляются и проигрываются состояния, вспыхивает резня, разыгрываются уголовные драмы.

III. Ассунта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Манӑн хамӑн роле выляса пысӑкран та пысӑк вырӑнти ҫак ҫынсене хускатмалла, вӗсене, юлашкинчен, мӗн кирлине хӑвӑртлатмашкӑн хистемелле.

Я должен был провести свою роль так, чтобы растрогать этих высокопоставленных лиц, — склонить, наконец, решиться на то, что было необходимо.

Суккӑр Дей Канет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 379–382 с.

— Ҫапах та, эпӗ илтнӗ тӑрӑх, эсир тавлашса выляса ямашкӑн васканӑ иккен?! — терӗ эрне вӗҫӗнче Аспера вӑрттӑн граф Каза-Веккия.

— Однако, — сказал Асперу в конце недели темный граф Каза-Веккия, — вы, я слышал, поторопились проиграть ваше пари?

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Мӗнех, хӑямата, выляса ятӑм; пурӑнӑр, ҫӗнӗ ӑслайсемпе тӗлӗнтерӗр.

Я, так и так, — проиграл; живите, изобретайте.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Эсир ҫак каҫ, тӑхӑр сехет ҫапсан, ҫав ҫул ҫӳреве, Фрионшӑн ирттернӗ ҫул ҫӳреве, иккӗмӗш хут тухса кайсан — малтан калаҫса татӑлнӑ пекех икӗ ҫуллӑха — эпӗ сире Фрион выляса янӑ укҫана та, хамӑнне те тӳлесе тататӑп.

Если вы, начиная с девяти часов этого вечера, отправитесь второй раз в такое же путешествие, какое выполнили Фриону, на тех же условиях, в двухлетний срок, я уплачиваю вам проигрыш Фриона и свой.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Эсир Фрионпа тавлашса выляса илтӗр-и?

Вы выиграли пари с Фрионом?

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех