Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн чухлӗ ясак тӳлетпӗр ӑна, хӑрах куҫпа та пулин пӑхса юлар.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай малтан ун ҫине хӑрах айӑккӑн утланса ларчӗ, унтан таврана тӗплӗн сӑнаса пӑхса шалалла сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Тӑшман // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Виҫӗ тӗрке пушӑтран Хӑрах ҫӑпата кӑларчӗ, Вӑл та пулин сулахай; Сулахайӗ тарамччӗ, Вӑл та пулин пасарӑн.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна хирӗҫ Урасметӑн тепӗр инкӗшӗ шыв пек юхса тухрӗ, хӑрах урипе кӗлет урайне тӑрст! ҫеҫ тапрӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӑрса хӑрах аллипе Урасмета хулран ҫатӑртаттарса тытнӑ, тепӗр аллинче автан тукмакӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алли-уринчен ҫыхнӑ Ахтупая тата хӑрах ҫӑпатине ҫеҫ сырнӑ Иштереке пусма вӗҫне сӗтӗрсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл, хӗр ача хӑйне хӑлха чикки парса хӑварнӑ пек, хӑрах аллипе питне шӑлса илчӗ, такама ҫапма хатӗрленнӗ евӗр, саламатне ҫӳле ҫӗклерӗ, ӑна сывлӑшра ҫавӑрса лашине Тукай еннелле хӑваларӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах ун хӑрах ҫӑпати йывӑҫ тураттинчен ҫакланчӗ те, юмӑҫ карчӑк аллисемпе кулӑшла хӑлаҫланса ҫӗре персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унтан Ахтупай хӗр ачан хӑрах аллинчи патак ухӑ йӗппи пулнине асӑрхарӗ те пушшех те хӑпма пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пысӑк карачи хӑрах урине унӑн сарлака ҫурӑмӗ ҫине пусать те майӗпен ҫеҫ лаши ҫине утланса ларать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнех вара, ирӗкре ҫӳрекен лашана хӑвалаканӑн яланах хӑрах алӑра ҫӑкӑр чӗлли, тепӗр алӑра тӑлӑ е чӗлпӗр пулать.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эсир те вӗренме кӗместӗр пулӗ-ҫке? — тӗлӗнчӗ Эльгеев, ку ҫыннӑн хӑрах куҫне шур илнине асӑрхаса.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Папкӑн хӑрах кӗтесӗ ҫунса хуралнӑ пулин те, шалти нота хучӗсем чиперех.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ырзем, — те кӗпине варалас мар тесе, те «вилӗм» сӑмаха калама хӑранипе, — хӑрах урипе чӗркуҫленчӗ те, чӗтрекен сасӑпа пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑрах куҫпа та пулин пырса курасчӗ тӑван вырӑнсене!..

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫавӑнпа ыйтатӑп та: хӑрах куҫпа та пулни курса юлма парсамӑр, — ыйтрӗ Алюнов арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Темӗнле вӑрттӑн туйӑм сасартӑк шарт сиктерчӗ Эльгеева: хӑрах аллипе револьвер тытса, тепринпе электричество хунарӗпе ҫутатса, сӑнавлӑн пӑхрӗ вӑл пӳрт ӑшчиккине.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑҫта санӑн хӑрах хӑлха ҫакки? — сасартӑк ыйтрӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Сӗтел умне хӑрах алӑсӑр, чылай якалнӑ симӗс курткӑллӑ студент пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр сӑмахпа каласан — petite dame — кӑмӑллӑн кулкаласа хӑрах аллипе ачашларӗ Соньӑна.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех