Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӑнтӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Кӑнтӑр (тĕпĕ: кӑнтӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурҫӗрпе кӑнтӑр енӗ вӑл пӗр полюсран тепӗр полюс патне каять.

Направление север — юг идет от одного полюса к другому.

Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир кӑнтӑралла кайнӑ пулсан, кӑнтӑр полюсӗ патне ҫитнӗ пулӑттӑмӑр.

Если бы мы пошли к югу, то пришли бы к южному полюсу.

Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Эпир пӗлетпӗр: ҫын ҫурҫӗр еннелле пӑхса тӑрсан, ун хыҫӗнче — кӑнтӑр, сылтӑмра — хӗвелтухӑҫ, сулахайра — хӗвеланӑҫ пулать.

Мы знаем, что если человек стоит лицом к северу, то сзади него — юг, справа — восток, слева — запад.

Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

2. Глобус тӑрӑх пӑхса пӗлӗр: ҫӗр чӑмӑрӗн кӑнтӑр енчи ҫуррине хӑш тӗнче пайӗсем, ҫурҫӗр енчинче хӑш тӗнче пайӗсем пур; экватор урлӑ хӑш тӗнче пайӗсем каҫса каяҫҫӗ.

2. Рассмотрите по глобусу, какие части света находятся в южном полушарии, какие — в северном; какие части света пересекаются экватором.

Полюссемпе экватор // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

1. Глобус ҫинче ҫурҫӗр полюсӗпе кӑнтӑр полюсне тата Экватора тупӑр.

1. Найдите на глобусе северный и южный полюсы, экватор.

Полюссемпе экватор // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Вӑл ҫӗр чӑмӑрне икӗ пая уйӑрать — ҫурҫӗр полушарийӗ тата кӑнтӑр полушарийӗ пулаҫҫӗ.

Она делит земной шар на два полушария — северное и южное.

Полюссемпе экватор // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пӗр полюсне ҫурҫӗр полюсӗ теҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи ҫурҫӗрти точка, тепӗр полюсне — кӑнтӑр полюсӗ теҫҫӗ.

Один полюс называется северным, так как это самая северная точка на земном шаре. Другой полюс — южным.

Полюссемпе экватор // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ытти карапсем Кӑнтӑр Америка хӗррипе пӗрмай малалла кайнӑ.

А остальные шли дальше и дальше вдоль берегов Южной Америки.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Юлашкинчен, Кӑнтӑр Америкӑн ҫыранӗ курӑнса кайнӑ.

Наконец, показался берег Южной Америки.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Магелланӑн паруслӑ пилӗк карапӗ Европа ҫӗрӗнчен (Испанирен) уйӑрӑлса, Кӑнтӑр Америкӑн ҫыранӗсем патнелле кайнӑ, Глобус тӑрӑх Магелланӑн ҫулне кӑтартӑр.

Пять парусных кораблей Магеллана отплыли от берегов Европы (из Испании) и направились к берегам Южной Америки.

Ҫӗр тавра малтан ҫӳресе ҫаврӑнни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Малтан шыв хӗвелтухӑҫнелле юхать, унтан кӑнтӑр еннелле пӑрӑнса кая пуҫларӗ.

Сначала ручей тек на восток, потом стал поворачивать к югу.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сӑртӑн ик енӗпе юханшывсем: хӗвеланӑҫпе кӑнтӑр енче Быстрая шывӗ, хӗвелтухӑҫ енче — Студеная шывӗ.

По обе стороны холма реки: на западе и юге река Быстрая, на востоке — река Студеная.

Сӑртран мӗн куратпӑр эпир // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сӑртӑн кӑнтӑр енче икӗ ял вырнаҫнӑ — Молотово тата Лужки.

На юге холма расположены две деревни — Молотово и Лужки.

Сӑртран мӗн куратпӑр эпир // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шкул участокӗн кӑнтӑр енӗпе шоссе каять; шоссен икӗ енӗпе те йывӑҫ лартнӑ.

К югу от школьного участка идет шоссе; с двух сторон оно обсажено деревьями.

Пӗр-пӗр вырӑнӑн планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Япала пӗр-пӗр вырӑнтан ҫурҫӗр енче тӑрать пулсан, ӑна хутӑн ҫӳл енчи хӗрринелле кӑтартаҫҫӗ; кӑнтӑр енче пулсан — аялалла; хӗвелтухӑҫ енче пулсан — хутӑн сылтӑм енчи хӗрринелле; хӗвеланӑҫ енче пулсан — сулахай енчи хӗрринелле.

на север от какого-нибудь пункта — по направлению к верхнему краю листа бумаги; на юг — к нижнему; на восток — по направлению к правому краю листа; на запад — к левому.

Чертеж ҫинче енсене мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Унтан тетрадьсене хамӑр ума тытса, ҫурҫӗр еннелле ҫаврӑнса тӑтӑмӑр та, пирӗн тетрадьсен ҫӳлти хӗррисем ҫурҫӗр енне, аялти хӗррисем — кӑнтӑр енне, сылтӑм хӗррисем — хӗвелтухӑҫ енне, сулахай хӗррисем — хӗвеланӑҫ енне пулчӗҫ.

Затем повернули наши тетради так, что верхний край был направлен на север, нижний — на юг, правый — на восток и левый — на запад.

Чертеж ҫинче енсене мӗнле паллӑ тӑваҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Кӑшт сулкаланса тӑрсан хатӗр чарӑнать те, йӗпӗн пӗр вӗҫӗ ҫурҫӗр еннелле, тепӗр вӗҫӗ кӑнтӑр еннелле кӑтартать.

После нескольких качаний прибор успокоится, и игла теперь указывает: одним концом — на север, другим — на юг.

Компаса кашни харпӑр хӑй тӗллӗн мӗнле тума пултарать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сӑмахран, эсӗ ҫурҫӗр еннелле кайнӑ пулсан, таврӑннӑ чух кӑнтӑр еннелле килес пулать.

Если, например, ты шел в северном направлении, то при возвращении нужно идти к югу.

Компас // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ытти енсенӗ коробкӑн тӗпӗнчи ытти саспаллисем кӑтартса тӑраҫҫӗ: В — хӗвелтухӑҫ енӗ (восток), 3-хӗвеланӑҫ енӗ (запад), Ю — кӑнтӑр енӗ (юг).

Другие буквы на дне коробочки укажут остальные направления: В — направление на восток, 3 — направление на запад, Ю — направление на юг.

Компас // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫипӗн тепӗр вӗҫӗнчен ҫӗклесен, магнитланӑ пластинка малтан калле-малле ҫаврӑнкаланӑ, ҫаврӑнсан-ҫаврӑнсан чарӑнса тӑнӑ, унӑн пӗр вӗҫӗ ҫурҫӗр енне, тепӗр вӗҫӗ кӑнтӑр енне кӑтартнӑ.

Когда нитку брали в руку пластинка начинала качаться. После нескольких качаний она останавливалась — один конец ее указывал на север, а другой на юг.

Компас // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех