Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эпӗ ӑнланатӑп, — терӗ Татьяна, вара унӑн питҫӑмарти шӑммийӗ чӗтресе илчӗ; вӑл, темле пысӑк ӗҫ ҫинчен каласшӑн пулса, Кондратьев еннелле пӗшкӗнчӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев, тем ҫинчен шухӑшласа, кантӑк ҫинчи шыв йӑрӑмӗсем ҫине, йывӑҫ вуллисем ҫине, вӗҫсе ӳксе ҫӗр ҫумне ҫыпӑҫакан ҫулҫӑсем ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа Татьяна ӑнланса илме пултараймарӗ: те унӑн ыйтӑвӗнчен, те ҫумӑрӑн сайра та, анчах шултра тумламӗсем кантӑк ҫинче, пӳрт тӑрринче шӑпӑртатма пуҫланинчен кулчӗ Кондратьев, — пирӗн йӑнӑш ҫавӑнта: Хворостянкин ҫумӗнче нумай вӑхӑт хушши парти руководителӗ мар, ҫемҫешке ҫын, хӑравҫӑ, йӑпӑлти, пӗр сӑмахпа каласан, парти ӗҫне ертсе пыма ниепле те шанса пама ҫук ҫын пулнӑ, анчах эпир, — куншӑн пире намӑс, — ҫав ҫынна шаннӑ… —
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ҫавӑнта, Татьяна Николаевна, — Кондратьев каллех тимлесе итлерӗ те кӑшт ҫеҫ палӑрмалла йӑл кулчӗ.— В том, Татьяна Николаевна, — и Кондратьев снова прислушался и лишь незаметно улыбнулся.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев аслати авӑтнине те, ҫулҫӑсем шиклӗн чӗлтӗртетнине те, таҫта, питӗ ҫывӑхрах вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса килнине пӗлтерекен шав пӗр вӗҫӗмсӗр кӗрлесе тӑнине те тимлӗн итлерӗ; унтан, хӑйне мӗн кирлине илтнӗ пек пулса, ирччен машинӑпа ниҫта та кайма пулас ҫуккине ӑнланса, пуҫне салхуллӑн ҫӗклерӗ, кӑвакарнӑ ҫӳҫне якатрӗ .
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ӑс ҫитменнипе тесе шутлатӑп эпӗ, — ответлерӗ Кондратьев, каллех сӗтел ҫине чавсаланса, — урӑх сӑлтава курмастӑп…— От недостатка ума… — ответил Кондратьев и олпять облокотился на стол, — другой причины не вижу…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ман шухӑшпа кӑкласа пӑрахни мӗн кирлине параймасть, — терӗ Кондратьев, пукан хыҫӗ ҫине таянса тата хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ пичӗ ҫинчи кӑмӑллӑ та чее куллине ҫаплипех сӳнтермесӗр.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев сӗтел ҫине чавсаланчӗ те Татьяна ҫине чеен кулса пӑхрӗ, ун пек пӑхнипе вӑл Татьянӑна: «Санӑн решенисем пуррине, анчах ӗҫсем халлӗхе мӗншӗн ҫуккине эпӗ пӗлетӗп, мана кунпа тӗлӗнтереймен, хӑратаймӑн» — тесе каланӑ пек туйӑнчӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Вара ӑна ӑҫта хурӑпӑр-ха? — ҫак ответа тахҫанах хатӗрлесе хунӑ пек лӑпкӑн ыйтрӗ Кондратьев.— И куда ж его? — спросил спокойно Кондратьев, будто давно уже ждал данный вопрос.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Инкек, каллех кӗмсӗртетет, — терӗ те Татьяна, Кондратьев хӑйӗнчен мӗн ыйтнине мар, пачах урӑххи ҫинчен каланине ҫийӗнчех туйса илнипе хӗрелсе кайрӗ, унтан тутӑр айӗнчи ҫӳҫне тӳрлетрӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев ҫакна анчах кӗтнӗ тейӗн, вӑл: «Ну, каласа пар, каласа пар, куҫсенче куҫҫуль пулни нимӗн те мар…» — тенӗ пек пуҫне килӗшӳллӗн тайса илчӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӑйне мӗн ҫав тери пӑшӑрхантарнине тата шиклентернине текех пытараймасӑр, Кондратьев ҫине хӑюллӑн, куҫҫульпе шывланнӑ куҫӗсене чарса пӑхрӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ан чеелен, ан чеелен, Татьяна Николаевна, — кӑмӑллӑн калаҫма пуҫларӗ Кондратьев.— Татьяна Николаевна, не хитри, не хитри, — заговорил душевно Кондратьев.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Кондратьев вара, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ тӑнлавне пӳрнепе шӑлкаласа: «Эх, Танюша, эпӗ те тахҫан сан ҫулти ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа ҫамрӑк чухне савӑнӑҫлӑ мар пулни аваннипе япӑххине пӗлетӗп» — тенӗ пек, ачашлӑн та савӑнӑҫлӑн йӑл кулса илчӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Протоколсене пӑхса тухрӑн-и? — ыйтрӗ Кондратьев, ҫакӑн ҫинчен калаҫу пуҫланипе нимӗн шарламасӑр ларма юраман пирки кӑна ыйтнине пӗлтересшӗн пулнӑ пек, ответлерӗ:
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев ытла тимлесе пӑхнипе Татьянӑн айӑплӑн пӑхакан кӑвак куҫӗсенчи йывӑр кичемлӗх те, ырханланнӑ та темле ватӑлнӑ пек туйӑнакан питӗнче кулас килмен ҫӗртенех савӑнӑҫлӑ кулӑ палӑрнӑ те пытанса юлман.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫакӑн пек хурланса ларнӑ самантра курчӗ те ӗнтӗ ӑна Кондратьев.Кондратьев заметил ее именно в это время, когда она печально сидела.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Кондратьев ман вӑй ҫине шанать, анчах эпӗ пачах вӑйсӑр, нимӗн тума та пӗлместӗп-ха», — тесе шухӑшланӑ Татьяна.«Кондратьев верит в мои силы, а я совсем слабая и ничего не умею делать», — подумала она.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хуралҫӑ, ҫар ҫынни пулнӑ ватӑ казак, райком секретарьне кирек епле генерал чинӗпе те танлаштарма пулать тесе шутланӑ, ҫавӑнпа та вӑл, тӑп тӑрса, ҫарти йӗркепе рапорт пама шутланӑччӗ, анчах Кондратьев аллине старик хулпуҫҫийӗ ҫине хурса: — Хворостянкин хӑй патӗнче-и? — тесе ыйтрӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫутӑ та ытлашши тасах мар коридор тӑрӑх, йӗпе ура йӗрӗсем хӑварса, Кондратьев кунта хуҫа пулнӑ пек, васкамасӑр та ирӗклӗн утса иртрӗ; кашни алӑках уҫа-уҫа пӳлӗмсен ӑшнелле пӑхкаласа илчӗ, ҫынсене тӗл пулсан, вӗсене сывлӑх сунса, малалла утрӗ; хуралҫӑна, сӑнӗпе ҫамрӑк курӑнакан старике, куҫлӑхсӑрах хаҫат вулаканскере, алӑ парса хаҫатра мӗнле ҫӗнӗ хыпарсем пурри ҫинчен ыйтрӗ.