Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Калаҫу сăмах пирĕн базăра пур.
Калаҫу (тĕпĕ: калаҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун хыҫҫӑн калаҫу пирӗн питех ҫыхӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кунашкал калаҫу Изамбаева килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ӑнсӑртран тӗл пулнӑ арҫынпа хӗрарӑм хушшинче калаҫу ҫыхӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Шӑпах сирӗн ҫинчен калаҫу пырать-ха кунта.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Испуханов Шӑпчӑккассинчи клуб пуҫлӑхӗпе мӗнлерех калаҫу пулса иртни ҫинчен тӗрӗссипех каласа кӑтартрӗ, Татьяна Архиповна хӑй вырӑнне Верӑна илме ҫине тӑрсах сӗннине те пытармарӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ку кӑтартусем тавра хальччен те пӗррре кӑна мар калаҫу пулнӑ, анчах йӗрки ҫапла — саккунпа ҫирӗплетмелле.

Куҫарса пулӑш

«Ворлдскиллс» лайӑх, «Профессионалсем» те япӑх мар // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/vorldskills-laya ... -yapah-mar

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый тунтикун чӗр тавара ӗҫлесе хатӗрлекен «Вӑрнарти СОМ завод» директорӗпе — Федор Волковпа, территори пайӗсен пуҫлӑхӗсемпе тата вырӑнсенче сӗт пухакан хӑш-пӗр уйрӑм предпринимательсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулсан та калаҫу ҫакӑн пирки пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Ку калаҫу хыҫҫӑн 19 ҫулхи ҫамрӑкӑн вӗренме каяс кӑмӑл вӑй илнӗ, анчах амӑшӗ те, пиччӗшӗсем те хирӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Сӑмах май, нумаях пулмасть вӑл халӑхпа «тӳрӗ лини» мелӗпе уҫӑ калаҫу ирттернӗччӗ, халӑхӑн ыйтӑвӗсене хурав панӑ май хӑй те ача чух космонавт пулма ӗмӗтленнине пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Формӑ ҫинчен каланӑ чухне чӗлхе, самах пирки калаҫу хускатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Вӗсем литературӑ произведенийӗн содержанийӗпе форми пирки интереслӗ калаҫу пуҫарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Анчах ку калаҫу хурлӑхлӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтанласа калаҫу салтаксем ҫинчен пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хуралтисем пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ те васан хӗрринчи ватӑ юман айне кӑвайт чӗртрӗҫ, чаппанӗсене курӑк ҫине сарса хучӗҫ, урасене тутарла хуҫлатса ларчӗҫ, калаҫу пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗнер Сюльдяшовпа Улатӑртан килнӗ ҫын хушшинче мӗнле калаҫу пулса иртнине Савантер пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Юрӗ ӗнтӗ, юрӗ, ӗнерхи калаҫу килӗшмерӗ пуль-ха сана…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ну, сана шанатпӑр, тӑванӑм, — калаҫу вӗҫленнине пӗлтернӗн каларӗ Килтеш пупӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем патне Ермолай тухрӗ те, калаҫу мӗн пирки иккенне ӑнланса, куҫне мӑч-мӑч тутарса пӗрре Иннокентий, тепре Савантер ҫине пӑха-пӑха илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗрлӗ калаҫу, пулас уйрӑлу ӑна хӑй мӗн курнине йӑлтах мантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӳрех Укаслу куҫӗнчен пӑхрӗ те вӑл, кунта мӗн калаҫу пулса иртнине ҫавӑнтах ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех