Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иртни сăмах пирĕн базăра пур.
Иртни (тĕпĕ: иртни) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑпани ялта пуху пулса иртни, унта НКВДӑн угрозыск начальникӗ Крапивин сӑмах калани, пӗтӗм халӑх умӗнче хурахсемпе вӗсене пулӑшакансене пурне те тытма пулнӑ ҫинчен пӑлханса пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла вӑхӑта кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсем таран сутса ҫӳресен, Сӑпани тӳсеймерӗ, каллех хӑна ҫуртне таврӑнчӗ, ӑйӑрне умпахча карти ҫумӗнчи карлӑкран кӑкарчӗ, килтен илсе килнӗ сӗлӗ хутаҫҫине, янавар ҫӑварне тӑхӑнтарса, мӑйран ҫакса хӑварчӗ те пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗртакран, шӑпах каланӑ вӑхӑта — кӑнтӑрла иртни икӗ сехет тӗлне, Уравӑшран Оглоблин килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иртни пирки мӗн калаҫмалла, вӑхӑта каялла ҫавӑраймӑн… — текелерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӗ ӗнтӗ паян пулса иртни мар, ыран, тен, кӗҫӗрех мӗн пуласси пӑраларӗ унӑн пуҫне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Иртни тесен…

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсене ҫӗр ҫинче мӗн пулса иртни пӗртте пӑлхантармасть тейӗн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӳршӗ батальонра салтаксене стройпа ҫӳреме вӗрентекен командирсем кӑшкӑрни те, хӳме леш енче тӑрсан-тӑрсан трамвай чӑнкӑртатса иртни те вӗсен юррине хуплаймасть пек.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ирхине мӗн пулса иртни ӑшӗнче тепӗр хут хумханса-чӗтренсе ҫӗкленчӗ, вара хӗрӗн ури умне тинӗс леш енчен хӗвел пысӑкӑш ылтӑн ҫӗрӗ килсе ӳкрӗ.

Все, что случилось утром, снова поднялось в ней дрожью волнения, и золотое кольцо, величиной с солнце, упало через море к ее ногам.

VI. Ассоль пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

«Кӑнтӑрла иртни 1 сехетсенче аттепе анне килтеччӗ. Атте ӑнсӑртран тӑнне ҫухатрӗ. Анне васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗ, ӑна хӑй искусствӗннӑй май сывлаттарма тытӑнчӗ. Тухтӑрсем 10 минутран ҫитрӗҫ, анчах аттене ҫӑлса хӑвараймарӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Олег Мустаевӑн хӗрӗ Силиса.

«В час пополудни родители были дома. Отец неожиданно потерял сознание. Мама вызвала скорую медпомощь, стала делать ему искусственное дыхание. Врачи пришли через 10 минут, но отца спасти не смогли», — рассказала дочь Олега Мустаева Силиса.

Паян Олег Мустаевӑн чӗри тапма чарӑннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31269.html

Антарктидӑра хӑш-пӗр ӳсентӑран тӗсӗсем хӑвӑрт сарӑлнине асӑрханӑ, ҫакӑ полярлӑ экосистемӑсенче улшӑнусем пулса иртни ҫинчен пӗлтерет.

В Антарктиде наблюдается быстрое распространение некоторых видов растений, что говорит о резких изменениях в полярных экосистемах.

Антарктидӑна пӗтӗмпех курӑк ярса илме пултарать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31094.html

Пурте кулса янӑ, унтан Шурӑ Кашкӑра мӗн пулса иртни ҫинчен калама тытӑннӑ.

Все засмеялись и стали рассказывать Белому Волку о том, что произошло.

Синопа бизонсенчен хӑтӑлать // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Иртни – пӗтӗмпех пирӗн паха ӗҫ опычӗ, паянхи вара пурнӑҫ ыйтакан тӗллевсене пурнӑҫлама май парать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Гайдар форумне хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/01/13/chav ... forumne-hu

Ӑна таврара мӗн пулса иртни пурте пурпӗрех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Кӳренӳ-тарӑхӑва сирес тесе те пӑхрӗ вӑл, анчах куҫӗ умне яланах Миша хӑйне хӗнени, унӑн ҫиллес сӑнӗ, Зина хваттерӗнче пулса иртни тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Ун чӗринче мӗн пурри, хваттерте мӗн пулса иртни никама та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Ҫук, Анна аппа, иртни нихӑҫан та манӑҫмасть.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Иртни иртнипе пултӑр, эс пуласси ҫинчен шутла.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Юрий хӑй вӑхӑтра ҫитнишӗн савӑнса сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ: ултӑ сехет иртни вунпилӗк минут.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсенчех килне таврӑнчӗ Юрий.

Куҫарса пулӑш

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех