Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтсе (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саша килессе кӗтсе, вӗсем темиҫе хутчен хапха патне чупа-чупа тухрӗҫ.

В ожидании Саши они бегали несколько раз к воротам и обратно.

30 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Пире кӗтсе илчӗҫ кунта тӑван пек, — Совет ҫӗрӗнче ют ҫын ҫук ӗнтӗ тек.

С любовью нас встретили, точно родных, В Советской стране не бывает чужих.

30 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ҫӑкӑр илсе килессе те кӗтсе тӑман, унсӑрах кайнӑ…

Ушел, не дождавшись хлеба.

29 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ваҫҫук вӑл Матвеич патне мӗн те пулин хушса ямасть-ши тесе кӗтсе тӑчӗ, анчах Степан Ильич нимӗн те каламарӗ.

Васек ждал, не даст ли он какого-нибудь поручения к Матвеичу, но Степан Ильич ничего не сказал.

29 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ваҫҫук Трубачев, Саша тата Коля Одинцов вӑл хирӗҫ каласса хӑраса кӗтсе илчӗҫ.

Васек Трубачев, Саша и Коля Одинцов со страхом ждали ответа.

26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Тахҫан ҫакӑнта Сергей Николаевич ачасене кӗтсе тӑнӑччӗ.

Здесь когда-то Сергей Николаевич ждал ребят.

26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Тул ҫутӑласса аран-аран кӗтсе илчӗ вӑл.

Он едва дождался рассвета.

26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ачасем вӗсене Суккӑр ҫырминче кӗтсе тӑчӗҫ.

Ребята ждали их в Слепом овражке.

26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Ваҫҫук, тӗмӗсем хушшине пытанса, гитлеровецсем иртсе каясса кӗтсе тӑрать.

Васек прячется в кустах и пережидает, пока пройдут гитлеровцы.

23 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Кӗтсе ларма кирлӗ мар, — терӗ Матвеич тӗксӗммӗн.

— Сидеть нечего, — насупившись, сказал Матвеич.

22 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Казарма тӑрӑх вӑл юлташӗсем парадран хӑҫан таврӑнасса кӗтсе кичеммӗн утса ҫӳренӗ.

Тоскливо бродил он по казарме, ожидая, когда его товарищи вернутся с парада.

Маньчжури сопкисем ҫинче // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 111–125 с.

Вӑл машина килессе кӗтсе ларчӗ.

Он ждал возвращения машины.

17 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Машина унта маларах ҫитес пулсан, вӑл сире кӗтсе тӑрӗ.

Если машина вернется раньше, она вас будет ждать.

17 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Поезд ҫине лекес пулсан, эпир сире кӗтсе тӑмастпӑр вара…

Если попадем на поезд, мы вас ждать не будем…

17 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Умра кирек мӗн пулсан та, тул ҫутӑласса кӗтсе ӗҫсӗр ирттернӗ каҫран хӑрушӑраххи урӑх нихҫан та пулас ҫук пек туйӑнчӗ ӑна…

Казалось, что бы ни ожидало его впереди, ничто уже не будет страшней этой ночи бездействия и ожидания…

15 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Вӑл Степан Ильича хӑлхинчен темскер пӑшӑлтатрӗ, Степан Ильич, ачасене картишӗнче кӗтсе тӑма хушса, Митьӑна ал сулчӗ те тӳрех ун хыҫҫӑн кайрӗ.

Она что-то шепнула Степану Ильичу, и он сразу пошел за ней, махнув рукой Мите, чтоб ребята подождали на дворе.

6 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Выльӑх-чӗрлӗх картишӗнче вӗсене ӗне сӑвакан Христина кӗтсе илчӗ.

На скотном дворе их встретила доярка Христина.

6 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Пурте савӑнтарать ӑна: ачасем сывӑ пулни те, вӗсене ҫӗнӗ ҫӗрте колхозниксем ӑшшӑн кӗтсе илни те.

Все его радовало: здоровый, бодрый вид ребят, новые места, гостеприимные колхозники.

3 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Сӗтел айӗнче йытӑсем апат юлашки парасса кӗтсе выртаҫҫӗ.

Под столом, сладко зевая в ожидании пиршества, улеглись сбежавшиеся отовсюду псы.

1 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Колхоз председателӗн хапхи патӗнче кӗтсе илекенсем часах пӗр ушкӑн пулса тӑчӗҫ.

На улице, у хаты председателя колхоза, быстро собрались встречающие.

1 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех