Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗт сăмах пирĕн базăра пур.
вӗт (тĕпĕ: вӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку пӗрремӗш кӑна пулсан та пырӗччӗ хуть, атту вӗт эсӗ кунашкал мыскарана, ман шутпа, тӑваттӑмӗш хут турӑн ӗнтӗ…

Если бы это было впервые, а то подобный трюк ты повторял уже, по-моему, четыре раза…

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ыран манӑн праҫнике тухмалла вӗт!

А мое торжество!

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Чи лайӑх костюму та хӑвӑн пӗрре кӑна вӗт — чи лайӑххи те, юлашки те ҫавӑ.

 — А твой лучший костюм — один, первый и последний.

Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Милиционер мар вӗт эпӗ, эпӗ — Виктор Нехода.

 — Я ж не милиционер, я Виктор Нехода.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Трактор… ячӗ те темле кулӑшла вӗт, э?

Трактор… и слово-то чудное, а?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Паровиксене шухӑшласа кӑларнӑ та вӗт, — килӗшрӗ казак, — вӑл хӑй те паровик.

— Паровики придумали, — согласился казак, — так то паровик!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Лашасене ӑшӑлла пулать Сучилин, — ырламасӑр асӑрхарӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтир тӑхӑнса янӑ чирлешкеллӗрех старик, ҫырман тепӗр енчен тин ҫеҫ каҫма тӗлне аннӑскер: — хӑмӑт вырӑнӗсем те типсе ҫитмен вӗт, эсӗ шыв ҫине яратӑн.

— Коней запалишь, Сучилин, — неодобрительно заметил болезненный старичок в рваной одежде, спустившийся к броду с другого берега реки: — подхомутина еще не высохла, а ты позволяешь воду.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Хӑвах пӗлетӗн вӗт — эпӗ хваттерте пурӑннӑ.

Ведь сам знаешь, квартирант я.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Нимӗнпе илтереймӗн вӗт вӗсене, — терӗ Стенька.

— Взять их нечем будет, — сказал Стенька.

Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

— Анчах гарби килсе тухрӗ вӗт, анне.

— Но пришел гарби, мама.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Вӗсене совет ҫарӗсем ҫула хӑйсен аллинче тытни, ӑна картласа хуни лайӑхах курӑнать вӗт.

Ведь им уже ясно видно, что дорога перехвачена, занята советскими войсками.

XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӗсен те пурне те механизациленӗ вӗт

Ведь у них тоже все механизировано…

XXVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пӑх-ха, йӗри-тавра Австри ҫӗрӗ вӗт!

Глянь, австрийская земля кругом!..

XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Тӑшман танкӗсем — халӗ-и е кӑшт кайрантарах-и — пурпӗр дамбӑна каллех штурмлама килеҫҫӗ вӗт.

Не обрекает ли он тем самым своих людей на поголовное уничтожение танками, которые, без сомнения, рано или поздно опять пойдут на штурм дамбы?

XIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫак плацдармра эпир кампа тытӑҫассине пӗлетӗн вӗт эсӗ.

Ты знаешь, с кем нам придется иметь дело на этом плацдарме.

IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Кастарнӑ вӗт!

Засекся ж!

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Чӑнах та вӗт, тӳрленсе тӑрсан, тӳпене те ҫитме пултарать!

— А в самом деле, как встанет, так до неба достанет!..

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӑл, пӗр пуҫӑнсан, мӗн тери хытӑ ятланине хӑвах пӗлетӗн вӗт.

Знаешь: он как начнет!..

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Халь февраль вӗҫӗ вӗт ӗнтӗ, февраль — хӗлӗн юлашки уйӑхӗ.

Ведь сейчас уже конец февраля, а февраль — последний месяц зимы.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Хутран-ситрен пӑскӑртса илет пулин те, Зина аппа та лайӑх вӗт.

Ведь тетя Зина тоже хорошая, хотя и пробирает меня иногда.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех