Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑҫал та вӗсем Чӑваш енри ветерансен тӗрлӗ организацийӗсен смотр-конкурсӗнче чи маттуррисен ятне тивӗҫлипе ҫӗнсе илме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чи хастаррисен йышӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11511-ch ... -jysh-nche

Калининӑри шкулта та уяв мероприятийӗсен программи тӗрлӗ енлӗ те пуян.

Куҫарса пулӑш

Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc

Пирӗн халӑх мӗн ӗмӗртен хӳтӗлевҫӗсене тӗрлӗ енлӗ хавхалантарма пӗлнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу - чунлӑх, мӑнаҫлӑх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11514-pu ... l-kh-palli

Паян ҫӗршывӗ-пех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшма тӗрлӗ акцисем ир-теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу - чунлӑх, мӑнаҫлӑх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11514-pu ... l-kh-palli

Газ енӗпе те тӗрлӗ ыйтусене татса панӑ, инфратытӑма аталантарса пырассипе те пур енлӗн пулӑшӑва тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енӗн промышленноҫ предприятийӗсем Газпрома аталантарса пыма витӗм кӳреҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/09/chav ... m-gazproma

Тӗрлӗ халӑх шӑпине, вӗсен пуян йӑли-йӗркипе культурине кӑтартса панине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Пирӗн ҫӗршывӑмӑрӑн вӑйӗ, пуянлӑхӗ – тӗрлӗ халӑхра, пӗр шухӑшлӑ пулса, ҫӗршывӑмӑрӑн аталанӑвӗ кирлӗ пек шайра вӑй илсе пытӑр тесе тӑрӑшса ӗҫленинче.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Пурӗ ҫӗршывра 78 пин ытла тӗрлӗ мероприяти йӗркелесе ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

Тӗрлӗ халӑх культурине тарӑнрах тӗпчесе паллашма май пур.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен "Раҫҫей тӗрленӗ карттине" ҫӗршывӑн ҫӗнӗ регионӗсемпе пуянлатса паллаштарнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/13/chav ... hivan-cene

А.Г. Николаев СССР летчик-космонавт ячӗпе хисепленсе тӑракан Мемориаллӑ комплексӗ вӑй илсе аталанса пытӑр тесе Чӑваш Республикин Правительстви май пур таран тӗрлӗ пулӑшу пама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Объектӑн ертӳлӗх хӑйне шанса панӑ ӗҫе тивӗҫлӗ шайра йӗркелесе пынине тӗпе хурса, ҫулсерен тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ, кулленех паха проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Пӗр сӑмахпа каласан, ҫитӗнекен ӑрӑва наука ӗҫне хутшӑнма тӗрлӗ условисем йӗркелесе тӑратни куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллӑхӗнче тата та лайӑхрах аталанса вӑй илӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/nauk ... tehnologis

Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче пухӑннисем наукӑпа туризма аталантарасси пирки ыйтӑва та хускатнӑ, республикӑри аслӑ шкулсенче тӑрӑшакансем ҫамрӑк ӑсчахсене аталанса пыма тӗрлӗ пулӑшусем пани пирки каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллӑхӗнче тата та лайӑхрах аталанса вӑй илӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/nauk ... tehnologis

Ӗҫ хутӗнче пултаруллӑ ҫамрӑксене аталанса пыма тӗрлӗ мероприятисем кӗртсе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Наука волонтерстви Чӑваш Енре наукӑпа технологисен вунӑ ҫуллӑхӗнче тата та лайӑхрах аталанса вӑй илӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/nauk ... tehnologis

Вӗсем тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшаканнисем: бизнесра, культурӑра, сывлӑх сыхлавӗнче, вӗренӳре, наукӑра, спортра тата ыттинче те.

Куҫарса пулӑш

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

Патшалӑх программисене тӗпе хурса, наци проекчӗсемпе килӗшӳллӗн тӗрлӗ социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем кулленех пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

"Управлени команди" III-мӗш конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене пӗлтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/16/upra ... rucisen-ya

Туринке хӑраххи, ял ӗҫӗпе тӗрлӗ ҫӗре чупма юратать вӑл, мӗскӗнрех ҫынсене хӳтӗлеме час-час судсене каять.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь ак тепӗр тӗрлӗ хаса — вунӑ ҫул тыткӑнра пурӑннӑ Эрнепи чирлесе таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурӑнан пурнӑҫра инкек тени тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ килет — пысӑкки те пулать вӑл, пӗчӗкки те.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑрамалла, — иккӗленнине пӗлтерсе патаккине тӗрлӗ ҫӗре лартса пӑхрӗ Данила текенни.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех