Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр кирпӗч катӑлса ӳкрӗ, тепри, хӑлтӑр-халтӑр турӗ те, стена йӑтӑнчӗ те анчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.

Ҫимун арӑмӗ Урине ҫӗрлехи ҫулҫӳревҫӗсене курсан хӑрасах ӳкрӗ, упӑшки кӗҫӗр киле таврӑнманни ҫинчен пӑшӑрханса пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

— Чим-ха, чим, — хыпӑнса ӳкрӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

Шлепке // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 14 с.

— Ҫумӑр пулать, — терӗ вӑл, — ман сӑмса вӗҫне пӗр тумламӗ ӳкрӗ, ав.

Куҫарса пулӑш

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Эпӗ пӗр вӗҫсӗр «Вӗсене ан хӗнӗр! Мана хӗнӗр! Ман ыратмасть! Ак Варуҫ аппа ӳкрӗ… Ан тивӗр! Вӗсем ырӑ ҫынсем! Вӗсем вӑрламан!..» — тесе кӑшкӑрнӑ, тет.

Куҫарса пулӑш

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗчӗк Минюк ҫеҫ, симӗс нӑймаллӑ ҫул ҫине пуснипе ури шуса кайрӗ те, шыва ҫатлатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Аппа хавшаса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах хӑш тӗлте, хӑш вӑхӑтра пулчӗ ку — ҫӑкӑр татки ҫӑвартан кӑпӑл! тухрӗ те ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Ак вӑл, шӑрчӑк, савӑнӑҫ «пружини тапса янипе», тринк! аяккалла сиксе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ак тата: пирус тӗпӗнчи кӑварлӑ тапак Кӗркури халачӗ ҫине пӑтӑл-патӑл татӑлса ӳкрӗ те темиҫе тӗлте витӗрех ҫунтарса кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Мӗн пулчӗ ара? — сехӗрленсе ӳкрӗ Арҫен, Кӗркури хӑтланӑвӗсене тимлесе ларманскер.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Нумай ҫаврӑнчӗ-и хура ҫӑмарта ункӑра, сахал-и, мучи тайӑла-тайӑла илчӗ те, такам ура явнӑ пек, сарӑ чечекленсе аташма пӑхакан хӑяр пултранкисем ҫине йӳнейсӗр тӳп! тӳплетсе ӳкрӗ, вара, Турӑ пӳрнӗ пурнӑҫӗн вӗҫне тухса, юлашки сывлӑшне кӑларса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ак пӗр куҫӗнчен, аманнинчен, пичӗ тӑрӑх «янкӑр тӳпери пӗчӗк ылтӑн ҫӑлтӑр» йӑлтӑртатса юхса анчӗ те ҫӗр ҫине пат татӑлса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Чун шӳ! туса кайрӗ, чӗрем ҫине сасартӑках хура тӑм ӳкрӗ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сасартӑк Валентина Ивановна салхуллансах кайрӗ, питне «типӗ», ӑмӑр тӗтре хупласа хучӗ тейӗн, куҫӗ те, чӗрӗлӗхне, йӑлтӑрккине ҫухатса, тӗксӗм шурлӑх кӳленчӗкне ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лена адреса вуласа та аппаланмарӗ, тӳрех куҫӗпе арҫын сӑнӳкерчӗкӗ ҫине ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Шӑтӑк хӗррине хӑпарса ҫитсе ӑна ҫупӑрласа илесси нумаях та юлманччӗ, сасартӑк унӑн юн таппипе халтлатакан, тӑн-тан чӑшлакан мухмӑрлӑ тӑнлавӗ ҫивӗч савӑл ҫапса кӗртнӗ пек ыратса кайрӗ, куҫӗ тӗтреленсе-хуралса килчӗ — вӑл каллех хырӑмӗпе аялалла, хӑй ҫӗр ҫӗрленӗ тӗлелле, шуса анса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чылайччен, вӑй ҫитӗшне пухса, мӗхлете-мӗхлете, эхлете-эхлете, ирхи сывлӑм сырӑннӑ, лӑштӑркка торф мӑкӗнчен пӗтӗм ывҫипеле ҫатӑрла-ҫатӑрла тытса, ӑна тымарӗ-мӗнӗпех ҫӑла-ҫӑла, тӑпӑлтара-тӑпӑлтара, чакаланчӗ, мекеҫленчӗ вӑл ҫӳлелле, чӑм шывах ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗр, паллах, пӑлханса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вырӑнтан тапранчӗ кӑна — каллех пӑлтӑр-палтӑр чикеленсе ӳкрӗ: ури темле тымартан (е йӑваланса выртакан кӑмӑр, е пӗр-пӗр чӗрӗ кӑтӑрка турат пулчӗ-ши?) ҫакланнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех