Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫлет (тĕпĕ: ӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
ЗАГСра пирӗн ял хӗрачи ӗҫлет, Тарук ятлӑскер.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Роза институт хыҫҫӑн аспирантура пӗтернӗ иккен, халь — доцент, хӑй вӗреннӗ институтрах ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ивасова литфак пӗтернӗ хыҫҫӑн республикӑри ҫамрӑксен хаҫатӗнче ӗҫлет иккен, халь Янасловсен районне командировкӑна килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Куралев апла министерствӑра ӗҫлет? — терӗ Янаслов чылайччен калаҫмасӑр ларнӑ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ку — сакӑр ҫул каялла Янасловпа пӗрле вӗреннӗ шӳтник Эрхип пулчӗ, халь вӑл районти РТС-ра инженерта ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ваҫҫа (вӑл таврӑнни икӗ эрне ҫитрӗ ӗнтӗ) аслашшӗпе пӗрле халь ҫав утарта ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

— Сирӗн аҫу апла арманта ӗҫлет? — ыйтрӗ вӑл ун вырӑнне.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ман атте Забродин патӗнче ӗҫлет, арманта.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Кашни ҫынах мӗн те пулин тӑвать, ӗҫлет, мӗн ҫинчен те пулин ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӑл Аня ашшӗ ӗҫлекен заводра ӗҫлет; кӑтра ҫӳҫлӗ, вӑтӑралла ҫывхарать, тата питӗ ӑста инженер пулас, мӗншӗн тесен Сталинла преми лауреачӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Поликлиникӑра 30 ытла тӗрлӗ тухтӑр ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Муркаш поликлиники хута кайрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60880

Петрянкин сержантпа пӗрле унӑн ҫывӑх юлташӗ Иосиф Орлов ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пирӗн милици ҫак хисеплӗ задачӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртсе пырассишӗн ырми-канми ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Кӑвак шинеллӗ ҫынсем // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Александр Алга та поэзире кӑна мар, ытти жанрсенче те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Хӑй халь те хверма поҫлӑхӗнчех ӗҫлет поль?

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗлетӗн ӗнтӗ: Марина бригадирта ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Упӑшки ӑҫта ӗҫлет унӑн? — сигаретне пӳрнисем хушшинче пӗтӗркелерӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халь акӑ килҫурчӗ шӑтӑр-шӑтӑр, ачи-пӑчи ӳссе ҫын пулнӑ — ӳркенме-ватӑлма пӗлмен ватӑ хӗрарӑм сысна ферминче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл, тутарла та, чӑвашла та, вырӑсла та пӗр такӑнмасӑр калаҫаканскер, ялти магазинта ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Район центрӗнче пурӑнать, сӗт-ҫу заводӗнче бухгалтерта ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех