Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӳрет сăмах пирĕн базăра пур.
ҫӳрет (тĕпĕ: ҫӳрет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
– Столовӑйра пӗрре пулса курнӑ хыҫҫӑн чылайӑшӗ апатланмашкӑн кунтах ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексне те халӑх йышлӑ ҫӳрет.

В физкультурно-спортивный комплекс «Кӗтне» народ тоже массово ходит.

Волейболла, футболла вылярĕç // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Надя хӑй автомобильпе ҫӳрет, ӑна валли ҫул кансӗрлӗх мар, кирек мӗнле хулана та вӑл малтан ҫулне пӗлмесӗрех тухса кайма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑк ӑрушӑн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -h-3813216

Мускавран килсенех пӗр виҫӗ кун чӑлт шурӑ кӗпепе, утюгпа якатнӑ шӑлаварпа, шурӑ нускипе, крем сӗрсе ҫутатнӑ пушмакпа ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

«Ӳссен Грибовский пулап», — тесе ӗмӗтленсе ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

«Хӑй кулман чухне те куҫӗ кулса ҫӳрет, питӗ юратмалла ача», — тенӗ кӳршисем.

Куҫарса пулӑш

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

— Авӑ, — пуҫӗпе сӗлтсе кӑтартрӗ Анатолий, — уткаласа ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

«Апла килӗштерет… Юратать… Пытармасть те. Алла ман пата вӑхӑт ирттӗр тесе ҫеҫ ҫӳрет», — хӗр пуҫӗ ирӗксӗрех ҫӗрелле усӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

Кӑҫал ҫырла нумай, пӗр вырӑнтах ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

XIV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ҫамрӑксем патне Михаил Васильевич час-часах пырса ҫӳрет: ӗҫ пирки сӳтсе явма, шахматла выляма е ахаль халапланса ларма.

Куҫарса пулӑш

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пӗрлех ҫӳрет, тепӗр чух хамран малта чупать, — Николай кӗленче тӗпӗнчи эрехе ярса ӗҫрӗ, кӗпе ҫухине вӗҫертсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

«Апла пулла ҫӳрет вӑл каҫсерен», — шухӑшласа илчӗ Толя.

Куҫарса пулӑш

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Арӑмӗ: «Пӗр ҫыру та ямарӗ, те чӗрӗ, те вилӗ», — тесе йӗрем пекки туса ҫӳрет ҫынсен куҫӗ умӗнче.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Каярахпа: «Мӗкӗте вӑрҫӑра мар, тарса ҫӳрет», — текен усал хыпар сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сӑмах ҫӳрет терӗм.

Куҫарса пулӑш

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Кунта ак ӑҫтиҫук Лариван аскӑнса ҫӳрет, арҫынсем пӗтнишӗн савӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Уй-хир ӗҫӗсенче те никамран та юлмасть: лашапа ҫӳрет, ҫӗмӗл, капан тӑвать.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Пурин ҫине те шанмасӑр, куҫ айӗн пӑхса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«Мана тӗрӗсмарлӑх пӗтерчӗ», — тесе ҫӳрет

Куҫарса пулӑш

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Сеткине ҫыхмалли станокне хатӗрлесе парса, япалисене илсе пире ҫак ӗҫe вӗрентрӗ, леҫме ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Мухтанас та, савӑнас та килет ял ҫыннисемпе! // Тамара Соловьева. https://avangard-21.ru/gazeta/50352-mukh ... cynnisempe

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех