Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырса (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лукашин гварди капитанӗ, летчик, 1944 ҫулхи майӑн 14-мӗшӗнче мӗн ҫырса хӑварнӑ Чкалов ҫурт-музейне пырса ҫӳрекенсен кӑмӑлне лайӑх уҫса парать:

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

«Ҫакӑн пек аслӑ ҫентерӳсем туса та вилӗмсӗр паттӑрлӑх кӑтартса ӗнтӗ совет ҫыннисем Космоса ҫул уҫрӗҫ, — ҫырса хӑварнӑ вӑл музей курма килекенсен кӗнекинче, — вӗсем, хӑйсен хастарлӑ ӗҫӗпе пире валли паха майсем туса парса, пирӗн ӑрӑва Космоса ҫӗклерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ульянов-Ленин ячӗпе хисепленекен завод рабочийӗсем ку ҫырура хӑйсен поселок ҫыннине Валерие пысӑк ҫӗнтерӳпе саламлаҫҫӗ, вӗҫӗнче ҫапла ҫырса хураҫҫӗ:

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Юлашки ҫулсенче ученӑй вырӑс чӗлхин методикипе ун историне ҫырса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Вӗсем ҫинчен П. О. Афанасьев «Борьба за грамотность» кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Совет шкулӗн чаплӑ деятелӗ // П. СИДОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Унта вӑл чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗн, Совет Союзӗн Геройӗн Федот Никитич Орловӑн пурнӑҫӗпе вӑрҫӑри паттӑрлӑхне тӗлӗнмелле сӑнарлӑн та ӗнентерӳллӗн ҫырса кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Икӗ ӑру ҫыхӑнӑвне, ашшӗсен паттӑрла традицийӗсене ҫамрӑксем малалла аталантарнине автор хӗрӳллӗн ҫырса кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Ман умра — Хусанкайӑн «Чӗре юрри» кӗнеки 1955 ҫултах мана парнелесе ҫырса панӑччӗ вӑл ӑна.

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Унта эп, ҫав ҫул Кӑкшӑмран таврӑнсан, ҫапла ҫырса хунӑ-мӗн: «Хузангай был на этот раз таким же милым и близким, как в 1934 году».

Куҫарса пулӑш

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пӗрремӗш томӗ ҫине автор вырӑслах ҫырса хунӑ: «Влас, прочти обязательно. Понравится тебе — не понравится, мне дорого твое мнение».

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Икӗ вырӑсла кӗнекине ман валли ҫырса хатӗрлесе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Съезд хыпарӗсене кайран ҫырса пӗлтерчӗҫ: съездра Хусанкай поэзи ҫинчен доклад тунӑ, съезд хыҫҫӑн ҫӗнӗ правлени ӑна председателе суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хавасланса-хастарланса хатӗрленетӗп ӗнтӗ Шупашкара кайма, съездра сӑмах калама тӗрлӗ шухӑшсене майлаштарса, хут ҫине ҫырса хуркалатӑп.

Куҫарса пулӑш

«Эс те аллӑ, эп те аллӑ…» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ыталарӗ, чуптурӗ, хӑйӗн кӗнекине уҫӑ та ырӑ кӑмӑлпа ҫырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ме, вула, — терӗм эп, малтанах ҫырса хатӗрленӗ сӑмаха ун аллине парса.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ун чух Уткин пленум ларӑвӗнчех сӑвӑ каланине магнитофонпа ҫырса илнӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Халь ӗнтӗ ҫывӑхран паллашрӑмӑр — алӑ тытса, ӑшшӑн калаҫса, сӑвӑ вуласа, пӗр-пӗрин адресне ҫырса илсе.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пурте авторӗсем ҫырса парнеленӗскерсем!

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Чун вӗчӗрхенсе ҫитнипе эпӗ редакцине «хаяр» ҫыру ҫырса ятӑм.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ӗҫӗ ака мӗнле пулса иртнӗ-мӗн: журнал тиражӗ саланас умӗн тахӑшӗ ҫамрӑк авторӑн «сиенлӗ сӑввисем» пирки редакцие асӑрхаттарнӑ та редакци вара, ним тума аптранипе, шӑп икӗ страницӑлӑх статья ҫырса, ӑна уйрӑм наборласа, страница ҫумне ҫыпӑҫтарса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех