Шырав
Шырав ĕçĕ:
Володьӑна тата тепӗр япала тӗлӗнтернӗ, тӗлӗнтернӗ ҫеҫ те мар, пӑшӑрхантарнӑ та, ун служби ҫинчен, вӑл туса пыма тивӗҫ ӗҫсем ҫинчен те пачах калаҫман кунта, Севастополе вӑл ҫӑмӑллатнӑ тупӑсем ҫинчен каласа пама, е тата батарея командирӗ патӗнче апатланса пурӑнма ҫеҫ килнӗ тейӗн.
20 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Анчах та майора татӑклӑнах тарӑхтарса ҫитерме ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ пулнӑ-мӗн, хӑйне лӑплантарма тытӑнасса ҫеҫ кӗтсе тӑнӑ тейӗн ӑна.
17 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Шӑлнӗ вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине ним чухлӗ те ӑнланаймарӗ, анчах уншӑн пулсан пиччӗшӗ хӑй мӗн шухӑшланине каламан пек, ку офицерпе вӑл ахальрен ҫеҫ, унӑн сӑрине ӗҫнӗрен ҫеҫ ҫапла калаҫнӑн туйӑнчӗ.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ыттисем мӗнле пурӑннине тата мӗн-мӗн тунине кура ҫеҫ, ыттисем пурӑннӑ пек ҫеҫ пурӑнакан этем пулман вӑл: хӑйӗн мӗн-мӗн тӑвас килет, ҫавна тунӑ, ыттисем вара, ӑна кура, вӑл тунӑ пек тунӑ та, аван турӑмӑр тесе шутланӑ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Пулӗ те, — терӗ Калугин, — а эпӗ пуринчен ытла сылтӑмра ҫӳрерӗм; икӗ хут кайса килтӗм эпӗ унпа: пӗринче генерала шыраса ҫӳрерӗм, а тепринче ахаль ҫеҫ, ложементсене курмалла ҫеҫ кайса килтӗм.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сӑнӗсем те, сассисем те савӑнӑҫлӑ мар вӗсен, хурланаҫҫӗ тейӗн вӗсене, ӗнерхи ҫапӑҫура пулнӑ ҫухатусене пула чун-чӗререн пӑшӑрханаҫҫӗ тейӗн, анчах та тӗрӗссипе каласан, вӗсенчен пӗри те чи ҫывӑх ҫыннине ҫухатман (вӑрҫӑ пынӑ чух чи ҫывӑх ҫынсем пурах-ши вара?), ҫавӑнпа та ытахальрен ҫеҫ, эпир хамӑра хамӑр хурланакан ҫын пек тыткалама тивӗҫ тесе шутланӑран ҫеҫ, хурланнӑ пек пулаҫҫӗ вӗсем.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унӑн ӗлӗкрех хутшӑнса пурӑннӑ ҫывӑх ҫыннисем хальхисенчен мӗн тери малта тӑнине ҫакӑнтан та тавҫӑрса илме пулать: пӗр-пӗр чух, пӗр пытармасӑр-тумасӑр калаҫнӑ самантсенче, унӑн ҫуран ҫарти юлташӗсене хӑйӗн дрожка пулни ҫинчен, губернатор патӗнче пулса иртекен балсенче ташлани ҫинчен, штатски генералпа картла выляни ҫинчен каласа пама тӳр килсен, лешсем вӑл каланине ӗненмесӗр тенӗ пекрех, интересленмесӗр-тумасӑр тенӗ пек ҫеҫ итленӗ, вӗсем ӑна, кунпа хирӗҫес мар-ха, «калаҫтӑр-иҫ» тенӗ майлӑрах ҫеҫ итленӗ, вӑл хӑйӗн юлташӗсем эрех ӗҫсе, 5-тенкӗшер банк хурса картла выляса пурӑннине, вӗсем хӑйсене хӑйсем йӗркеллӗ тыткаламаннине курса тӑнӑ ҫӗртенех шарламасӑр чӑтса пурӑннӑ, хӑй вӗсенчен йӗрӗннине палӑртман, ку ӗнтӗ йӑлтах унӑн уйрӑммӑнах йӑваш кӑмӑлӗнчен, вӑл ӗҫе-мӗне шухӑшласа тума пӗлнинчен, кирек мӗнле ҫынпа та пурӑнма хӑнӑхнинчен килнӗ.
2 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Малтанах унӑн пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ сӑн-питӗнче хӑрани ҫеҫ палӑрать, тата вӑл темӗнле, юриех, вӑхӑт ҫитмесӗрех асапланнӑ пек тӑвать теме те пултаратӑр эсир ун ҫине пӑхсан, ҫын тени ӗнтӗ кун пек чух кирек хӑҫан та ҫавӑн пек сӑнлӑ пулать, анчах ун патне носилка илсе пынӑ чух, вӑл аманман айӑкне носилка ҫинелле туса ун ҫине хӑй тӗллӗнех пырса выртнӑ чух, эсир унӑн сӑн-пичӗ улшӑннине асӑрхатӑр, ку вӑхӑтра вара эсир вӑл темӗнле, чун хавалӗпе ҫӗкленсе кайнине асӑрхатӑр, ун ӑшӗнче сӑмахпа каласа ӗлкӗреймен аслӑ шухӑш пуррине туйса илетӗр: куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ ун, шӑлӗсене вӑл хытӑ ҫыртса лартнӑ, пуҫӗ ҫӳлелле аран ҫеҫ, хӗнпе ҫӗкленет, хӑйне ҫӗкленӗ вӑхӑтра вара вӑл, носилкӑна чарса тӑрать те, аран-аран чӗтрекен сассипе юлташӗсене сӑмах хушать, «Каҫарӑр, тӑвансем!» — тет вӑл, тата темӗн калама тӑрать, курӑнсах тӑрать ӗнтӗ вӑл темӗнле чуна ыраттаракан сӑмах каласшӑн пулни, анчах унччен каланӑ сӑмахах тепӗр хут калать: «Каҫарӑр, тӑвансем!»
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл офицер сире — паллах ӗнтӗ, эсир унран ыйтса пӗлме тытӑнсан, — 5-мӗш числара бомбӑсем пӑрахни ҫинчен, унӑн батарейӗнче пӗр тупӑ ҫеҫ ӗҫлеме пултарни ҫинчен, мӗнпур прислугӑран 8 ҫын ҫеҫ тӑрса юлни ҫинчен, апла пулин те вӑл 6-мӗш числара ирхине мӗнпур тупӑсенчен кӗрслеттерни ҫинчен каласа парать; вӑл сире 5-мӗш числара матроссен ҫӗр пӳрчӗ ҫине бомба ӳксе вунпӗр ҫынна вӗлерни ҫинчен каласа парать; батарея амбразурӗ витӗр вӑл сире тӑшман траншеисене кӑтартать, инҫетрех мар вӗсем, нумай пулсан пӗр 30 — 40 чалӑшра пулӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
— Хӑраса ӳкес марччӗ ҫеҫ, хӑраса ӳкес марччӗ ҫеҫ, — ӳкӗтлерӗ хӑйне Чижик.«Только не пугаться, только не пугаться, — убеждала себя Чижик.
Чижик Холмы ялне кайрӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Эпир сирӗнпе тин ҫеҫ асӑннӑ каҫранпа вӑл пӗр хутчен ҫеҫ ун ҫине утланса кайрӗ.С той самой ночи, о которой мы только что с вами говорили, он только один раз ездил на нем.
LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ капитантан ыйтрӑм ҫеҫ: «Ҫав каҫ ун лашине мӗскер пулнӑ, мӗншӗн вӑл ҫав тери ӗшенсе килнӗ?» — терӗм ҫеҫ.
LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тӑваттӑшне ҫеҫ курнӑ, анчах вӗсем темиҫе ҫӗр ҫыннӑн авангарчӗ ҫеҫ пулма пултарнӑ.Видели только четверых, но они могли быть авангардом нескольких сотен.
LXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Анчах вӑл форма ҫеҫ — хӑйне хӑй шанса тӑракан еркӗн йӑпӑлтатса хӑтланни ҫеҫ.
LIX сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑй хальтерех ҫеҫ ҫӑлнӑ ҫынӗ хӑйне юри ҫилленнӗ пек пулса, кӑшкӑрса, туяпа хӗнесен тин ҫеҫ йытӑ пӑрӑнса, пӑрахса кайнӑ.
LIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Чӗлпӗр тытса пыракан пӗчӗк аллине ҫеҫ пӑхмалла, тата пускӑчӗ ҫине пуснӑ пӗчӗк урине, йывӑр серапэ айӗнчен те палӑрса тӑракан хӗрарӑмӑн чипер ҫан-ҫурӑмне, юлашкинчен тата, сомбреро хӗрри айне пуҫтарса хунӑ пит хӳхӗм ҫӳҫне ҫеҫ пӑхмалла, — сирӗн умра хӗрарӑм пулни ҫинчен ним иккӗленмелли те пулмасть вара.
ХLVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тата ҫак виҫӗ юланута никам та тӑруках куҫпа курса илме те пултарас ҫукчӗ, ҫӳллӗ йывӑҫ тӑрринче сӑнаса пӑхса ларакан тӑмана ҫеҫ е ҫӗрлехи лӗпӗшсене тытса, пӗлӗт ҫинче ярӑнса ҫӳрекен хӗрхи ҫеҫ курма пултарнӑ пулӗччӗ.
XXXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Аялта, тӳпемре, урӑх ҫуртсем те курӑннӑ, анчах креолкӑн куҫӗсем пӗрин ҫинелле ҫеҫ тата ун патнелле пымалли ҫул ҫине ҫеҫ тем ыйтнӑ пек пӑхса тӑнӑ.
XXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пӗр минута ҫеҫ тӑхтӑр, эпӗ хамӑн ватӑ кӗсрене витене тӑрататӑп ҫеҫ, унтан вара ҫӳле улӑхатӑп.Одну минуточку, я только поставлю свою старую кобылу в конюшню и тогда поднимусь наверх.
XXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Пире «шурӑ» индеец Ванди ҫаратса каять пулсан, пирӗн хамӑра хамӑр ҫеҫ айӑпламалла; пачах ют ҫынна хамӑр пӗчӗк ачалла шаннӑшӑн ҫеҫ пирӗн тӳсмелле пулӗ.
III сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.