Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемҫе сăмах пирĕн базăра пур.
ҫемҫе (тĕпĕ: ҫемҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр, такампа аякран сывпуллашнӑ пек, алтутрине сулларӗ, лавсем чылай аякка кайнине курсан ҫеҫ ҫемҫе хӑйӑр ҫийӗпе вӗсем хыҫҫӑн чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Чӑтаймарӑм, тухса курас терӗм, — хӗр ҫине ӑшшӑн пӑхса сӑмах хушрӗ Карачӑм, унӑн унчченхинчен те туллин курӑнакан пичӗ ҫемҫе кулӑпа ҫуталчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Питӗ начар арҫын иккен эсӗ, ҫав тери ҫемҫе чунлӑ этем.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт вӑхӑт иртсен, ҫанталӑк кӑнтӑрла икӗ хӗвел курӑнмалла сивӗтсе пӑрахрӗ, пӗтӗм ҫӗре ҫемҫе юр айӗнчен пӑрлӑ кӑшӑл карса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ ывӑлӗ валли паҫӑрах ҫемҫе вырӑн хатӗрлесе хунӑ ӗнтӗ, ывӑлӗпе хӗрсем ҫав-ҫавах калаҫаҫҫӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ хӑйӗн никамӑннинчен те ҫемҫе те ачаш аллисемпе ывӑлӗн бинтпа хулӑн ҫыхса янӑ хулне хыпашласа тупрӗ, вара ывӑлӗ хулӗнчен аманнине чухласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта кок-сагыз вӑрлӑхне кружокра вӗреннӗ пек лакӑмсем туса ал вӗҫҫӗн акаҫҫӗ, кашни лакӑма ик-виҫ грамм суперфосфат хурса, ҫиелтен ҫемҫе ҫӗрӗк тӑприпе витсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Уйӑх хӑпарман-ха, ҫавӑнпа ура айӗнчи ҫемҫе юр самаях тӗксӗмӗн курӑнать, ытла сивӗ кунсем тӑманран вӑл кӗленче ванчӑкӗ пек кӑчӑртатакан пулман-ха, пусмассерен нӑтӑртатса ҫеҫ илет.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӑвӑн умна «Колхоза епле ертсе пырас-ши?» тесе ыйту ан ларт, ҫемҫе чунлӑ ан пул.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнтӑрла хӑйӗн ҫуркаланса кайнӑ аллисене курать те Укахви, вӗсем ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑрать: унӑн аллисемех-и вӗсем е шап-шур та супӑнь кӑпӑкӗ пек ҫемҫе алӑсем вырӑнне урӑх кӗмсӗркке алӑсем лартса янӑ-и?

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫулӗпе те ҫамрӑк-ха, унӑн янах ҫинчи ҫемҫе мӑйӑх пӗрчисене бритва та лексе курман.

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ тӗпсӗр ҫырмана чикелентериччен малтан ӑна пӗтӗм вӑйпа ҫемҫе вырӑнтан панӑ пулӑттӑм.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Юсуф ун-кун пӑхкаларӗ, алӑка питӗрнипе питӗрменнине пырса тӗрӗслерӗ, унтан йывӑррӑн каллех ҫемҫе тенкел ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шигалейӗн алли хӗрарӑм алли пек ҫемҫе иккен.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Уринче унӑн — сафьянран ҫӗленӗ ҫемҫе атӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Хаяр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тек сирӗнпе ҫемҫе пулмастӑп.

Куҫарса пулӑш

10. Крымри шӑрӑх ҫанталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗрлӗ тӗслӗ, тӗрлӗ эрешлӗ япаласем куҫа илӗртеҫҫӗ, ҫемҫе ҫипрен ҫыхнӑ алсиш-нуски: «Мана тӑхӑнса пӑх-ха, мана тӑхӑнса пӑх-ха», — тенӗнех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

— Ҫапла калаҫса татӑлар, — тимӗр патакне ҫемҫе тенкел хыҫне пытарса ура ҫине тӑчӗ аслӑ князь.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл хӑйӗнпе юлнӑ ҫыннисене Юнуспа Урасмета ҫыхса пӑрахма хушрӗ, хӑй кирлӗ ҫӗре хурал тӑратса тӗпелти ҫемҫе вырӑн ҫине ҫывӑрма кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тӑмалла пуль, — терӗ вырӑс ирӗксӗртен кулса, — Ҫемҫе те унта, ҫапах ытлашши майлӑ мар.

Куҫарса пулӑш

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех