Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Шӑп ҫавӑн чухне этем ал лаппи курӑнса кайнӑ та патша керменӗн шуратнӑ стени ҫине, ҫутаткӑҫа хирӗҫ, ҫырма пуҫланӑ; патша ҫыракан ал лаппине курнӑ та 6. сӑнран улшӑннӑ, сехӗрленсе ӳкнӗ, алли-ури чӗтрене ернӗ, чӗркуҫҫийӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса тӑр-тӑр чӗтренӗ.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Амасия ӗнтӗ, хастарланса, хӑй халӑхне ертсе кайнӑ, Тӑвар айлӑмне ҫитнӗ те Сеир ывӑлӗсене вунӑ пин ҫынна аркатса тӑкнӑ; 12. Иуда ывӑлӗсем тата вунӑ пин ҫынна чӗрӗлле тыткӑна илнӗ, вӗсене чӑнкӑ ту тӑррине илсе пынӑ та ту тӑрринчен аялалла пӑрахнӑ, лешӗсем пурте ҫапӑнса вилнӗ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Иосафат [патша] Офир ҫӗрӗнчен ылтӑн турттарса тӑмашкӑн карапсем тутарнӑ; анчах вӗсем ҫитес ҫӗре ҫитеймен: Ецион-Гавер патӗнче ҫапӑнса арканнӑ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.