Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫаксем ҫинчен пӗтӗмпех Павӑла СКМЮ ялти ячейкин секретарӗ кашни сехетре пӗлтерсе тӑчӗ, вӑл хӑйӗн юлташӗсене юнашар ялсене ҫӗнӗ хыпарсем пӗлме янӑ.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Жандарм, тӗрме, хыҫалтан пени — ҫаксем пурте тӗлӗк кӑна…
22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Мӗн тума кирлӗ-ха ӑна ҫаксем?
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл ушкӑнсем ҫаксем: рабочисем, колхозниксем, ҫар ҫыннисем, техникӑлла тата художествӑлла интеллигенци, урӑхла каласан, искусствӑпа литература представителӗсем, килти хӗрарӑмсем, ҫамрӑк хӗрсем, каччӑсем, ертсе пыракан партработниксем т. ыт. те.
10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Скибана ҫаксем пурте шанчӑклах мар пек туйӑннӑ, уйрӑммӑнах «никама та ан шарла» тени тӗлӗнтернӗ…Все это вместе взятое показалось Скибану подозрительным, а особенно — просьба не проговориться…
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫаксем пире пурте кӗтсе ларччӑр-ха, — терӗ Громада, вара тепӗр пӳлӗмӗн алӑкне уҫса, Зубавина унта кӗме сӗнчӗ.Пусть все это нас дожидается, — Громада открыл дверь соседней комнаты и пропустил Зубавина вперед.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Йывӑр шухӑшсен пусӑрӑнчӑкне йӑлтах Моравӑна ывӑтнӑ тейӗн; пӑшӑрханни, шикленни, отряд кун-ҫулӗшӗн пӗрмаях ответлӑ пулнине асаплӑн туйса тӑни — ҫаксем пӗтӗмпех уйӑх ҫутинче ирӗлсе кайрӗҫ те, Павӑл хӑйӗн ачалӑхне аса илчӗ.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Анчах Гвозден ҫинчен Павӑлпа калаҫни, унтан вара партизансем умӗнче вӑрманти пухура мӗн пулса иртни пӗтӗмпех, уйрӑмах вилӗм приговорне йышӑннӑ ҫӗре хӑй хутшӑнни — ҫаксем пӗтӗмпех ӑна канӑҫ памарӗҫ, асаплантарчӗҫ.
18 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хресченсем, пиншаклӑ ача, штыклӑ болгарин, пӑшал-пулеметсем кӗрслетни, ӗне вилни, хӗрарӑмсем ҫухӑрашни, ял ҫунни — ҫаксем пурте ун пуҫӗнче чирлӗ чухне аташнӑ пек ҫаврӑнса шавласа тӑраҫҫӗ.
16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Отряд командованийӗ хушшинчи хирӗҫӳсем, парти организацийӗ ушкӑнсем ҫине пайланни, боецсем хушшинче йӗркесӗрлӗхсем палӑрни — ҫаксем халӗ ӗнтӗ тактика ыйтӑвӗсемпе килӗшӳллех пулманнине ҫеҫ мар, отрядшӑн ку чӑн-чӑн хӑрушлӑх пулса тӑнине туйма май пачӗ.
16 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫаксем пурте Зубавин майор хӑй ӗҫне тӗрӗс туса пынӑ пек кӑтартаҫҫӗ, ҫапах та майор ҫитӗнӳ пуласса ӗненсех каймарӗ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑраха пынӑ-и кӑмӑлӑн ҫак улшӑнӑвӗ, вӑл мӗн пулнӑ, мораль тӗлӗшӗнчен ман аталанӑва мӗнле ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ, — ҫаксем ҫинчен эпӗ яшлӑхӑн телейлӗрех тепӗр тапхӑрӗнче каласа парӑп.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксем пурте ним тӗшне тӑман ӑпӑр-тапар кӑна мар-ши? — ак мӗнле шухӑшсем тӗтреллӗн пыра-пыра кӗчӗҫ ман пуҫа тепӗр чухне, ман пуҫра ҫак шухӑшсене хӑй курса таракан юлташлӑха тата ҫамрӑксен ырӑ кӑмӑллӑ савӑклӑхне ӑмсанни ҫуратрӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӗсен урисем, кӑшласа пӗтернӗ чӗрнеллӗ вараланчӑк аллисем, Оперовӑн пиллӗкмӗш пӳрни ҫинче вӑрӑм ӳссе кайнӑ пӗр чӗрне, кӗрен кӗпесем, кӑкӑрлӑхсем, пӗр-пӗрне кӑмӑллӑн каланӑ ятлаҫуллӑ сӑмахсем, таса мар пӳлӗм, Зухин, сӑмси шӑтӑкне пӳрнипе хӗссе хурса, ӑна вӗҫӗмсӗр нӑшлаттарни, уйрӑмах хӑйсене манер калаҫнисем, сӑмахсене урӑхларах пӗлтерӗшпе, хӑйне евӗрлӗ сасӑпа каланисем, — ҫаксем пурте манра курайманлӑх туйӑмӗ вӑратаҫҫӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксем пурте мана питӗ савӑнтараҫҫӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уҫӑ алӑк тимер ҫекӗл ҫинче ҫилпе сулланса тӑрать, сукмаксем нӳрлӗ те ҫӳп-ҫаплӑ; ҫаралса юлнӑ ватӑ хурӑн, тӗмсем, курӑк, вӗлтрен, хурлӑхан, ҫулҫисене шупка енӗпе ҫӳлелле ҫавӑрса хунӑ упа паланӗ — ҫаксем пурте хӑйсен вырӑнӗсенче енчен енне сулкаланса, тымарӗсене татасшӑн пулнӑ пек туйӑнаҫҫӗ; ҫӑка аллейинчен сарӑхнӑ ҫаврака ҫулҫӑсем, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, вӗлтӗртетсе, вӗҫсе тухаҫҫӗ те, нӳрленсе, йӗпе ҫине, улӑхӑн тӗттӗм симӗс тӗслӗ йӗпе кайӑвӗ ҫине ӳкеҫҫӗ.
XXXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл шухӑша кайса ҫӳрессине темле именчӗклӗ савӑклӑхпа, эпӗ маларахра асӑннӑскерпе, час-час ылмаштарни, аттен юратнӑ сӑмахӗсене тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене пӗрмай калани, аттепе пуҫарнӑ калаҫусене ытти ҫынсемпе малалла тӑсни, — ҫаксем пурте, эхер ку хӑтланусене атте мар, урӑх ҫын тӑвас-тӑк тата эпӗ ҫулпа аслӑрах пулас-тӑк, аттепе Авдотья Васильевна хушшинчи ҫыхӑнусене мана ӑнлантарса паратчӗҫех, анчах эпӗ ҫав вӑхӑтра нимӗн те тӗшмӗртеймерӗм, атте ман умра Петр Васильевичран темле ҫыру илсе, ӑна вуланӑ хыҫҫӑн тарӑхса кайсан та, август уйӑхӗ иртичченех Епифановсем патне ҫӳреме чарӑнсан та, эпӗ пачах нимӗн те сисмерӗм.
XXXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах уйӑх ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарать, тӳпере ҫутӑрах та ҫутӑрах ҫутатать, пӗве шывӗн сасӑ-евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ уҫӑмлӑрах та уҫӑмлӑрах курӑнма пуҫлать, мӗлкесем хуралнӑҫемӗн хуралаҫҫӗ, ҫутӑ тасалнӑҫемӗн тасалать, ҫаксем ҫине пӑхнӑ ӗ вӗсене итленӗ вӑхӑтра мана темлескер ҫапла калать: хӗрӳллӗн ыталакан ҫара хуллӑ леш хӗр те тулли телейрен питех те аякра-ха, ӑна юратни те тулли ырлӑхран самаях инҫетре; ҫӳлти тулли уйӑх ҫине эпӗ мӗн чухлӗ ытларах пӑхатӑп, чӑн-чӑн илемпе ырлӑх та мана ҫавӑн чухлӗ ҫӳлереххӗн, тасараххӑн, мӗнпур илемпе ырлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ патне ҫывхарсах пынӑн туйӑнаҫҫӗ те, ҫырлахса ҫитмен, анчах хумхантаракан савӑнӑҫӑн куҫҫулӗсем куҫӑмсем ҫине юхса тухаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун чухне маншӑн кирек мӗнле япала та урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать: ватӑ хурӑнсен, уйӑх ҫутатнӑ енче хӑйсен кӑтра турачӗсене йӑлтӑртаттараканскерсен, тепӗр енче — тӗмсемпе ҫула хӑйсен хура мӗлкисемпе салхуллӑн хупласа хунӑскерсен сӑнарӗсем те, пӗве шывӗн сасӑ евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан лӑпкӑ, чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ те, галерея умне илемлӗ мӗлкесем ӳкерекен чечексем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑрани те, пӗве леш енче аҫа путене пӗтпӗлтӗклетни те, мӑн ҫул ҫинчи ҫын сасси те, икӗ ватӑ хурӑн пӗрне-пӗри перӗнсе хуллен, илтӗни-илтӗнми чӗриклетни те, вӑрӑмтуна утиял ӑшӗнче хӑлха ҫывӑхӗнчех сӗрлени те, туратсенчен ҫаклана-ҫаклана типӗ ҫулҫӑсем ҫине панулми ӳкни те, хӑш чухне терраса картлашкисем патнех ҫитсе, хӑйсен симӗс ҫурӑмӗсене уйӑх ҫутинче асамлӑн йӑлтӑртаттаракан шапасем сиккелени те, — ҫаксем пурте маншӑн тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ — ытла та чаплӑ илеме тата вӗҫне тухман темле телее пӗлтерме тытӑнаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Усӑллӑ япаласемпе интересленессине пӑрахсах, хама йывӑр тивнине пӑхмасӑр, comme il faut пулассишӗн мӗн кирлине йӑлтах туса пырса, ылтӑн вӑхӑта сая яни те, этем йӑхӗн тӑххӑр вуннӑмӗш пайне курайманни тата ун ҫине йӗрӗнсе пӑхни те, comme il faut ушкӑнӗн тулашӗнче пулса иртекен хӳхӗм япаласем ҫине тимлӗхе уйӑрманни те — ҫаксем пӗри те мана сиен кӳнӗ ӑнланӑвӑн тӗп инкекӗ мар-ха.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.