Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юпа сăмах пирĕн базăра пур.
юпа (тĕпĕ: юпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ялпа вӑрман хушшинчи таса уя икӗ юман юпа илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Эмирпе уйрӑмах туслӑччӗ, ҫавӑнпа уншӑн питӗ тӑрӑшрӗ: юпа ҫине чи малтан арҫын сӑнӗ касса кӑларчӗ, унтан ҫӳлерех вара ырӑ ӗҫшӗн, этем телейӗшӗн кӗрешсе пуҫ хунӑ паттӑр паллине — ӑмӑрткайӑка — ӳкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эмир тӑпри ҫине ҫӳллӗ юпа лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара кӗлтурӗ те юпа кутӗнчи ҫерем ҫине канма ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, юмӑҫ-Укапи аппа каласа кӑтартнӑ пек, курки ҫинчи шывне юпа ҫумне тӑкрӗ, унтан юман кӑмпине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Халӗ ӗнтӗ, ачам, сываласах тесен, ҫак шыва санӑн Валтиелри Эпрахиль вилтӑпри ҫинчи чул юпа ҫине кайса сапас пулать, юман кӑмпине — юпа ҫумне хурса хӑварас пулать.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хура халӑха ҫакма хура юпа ҫитмен, тет.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрман хӗрри юманлӑх, юманлӑх, Ҫинчен икел суйлар-и те, Тӗпне юпа тӑвар-и?

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та юпа ҫӗрсе тӗпренсе пӗтмен-ха.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсулттан кинемей унӑн пушӑ вӗҫне ҫӗклерӗ те кӑнтӑралла тӑсса кайса, сарай ҫумӗнчи тӑлӑххӑн тӑракан юпа тавра ҫавӑрса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗнтӗрлӗ те кӗпер, юман юпа, Авӑнмасть, авӑнмасть, тееҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Кӑвак ҫӗмрен // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ирӗк ячӗ тӑхлача ҫеҫ Сившӑва — Упӑшкине юпа туса асӑнма.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑҫал кӗр те килмесен Юпа тӑвап асӑнса, Килес ҫура тур пӳрсен Кӗрӳ кӳртӗп туй туса…»

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑҫал Урханӑн килкарти варринче Юманӗ шулҫӑ тӑкнӑ юпа уйӑхччен.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Нӑй-нӑй, юн-юн Уланки; Ула кушак упӑшки, Авланнӑ чух туйна чӗн, Аҫу-апу вилсессӗн — Юпа тума чӗ-ӗн!

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пономарева юлташсем вӑрман хӗрринчи шурӑ хурӑн айне пытарнӑ, тӗмески ҫине тӗреклӗ хыр юпа лартнӑ, хӑй пекех тӗреклӗ хыр юпа.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫак сӑмахсене илтсен, Елена Максимовнӑн куҫ шӑрҫисем темле пысӑкланса кайрӗҫ, ҫӑварне уҫрӗ, тем каласшӑнччӗ, анчах калаймарӗ, пӗр самант юпа пек хытса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫак сӑмахсене каланӑ май, Кирукӑн куҫӗсем хаярлӑхпа ҫиҫсе илчӗҫ, сӑнӗ-пичӗ тӗксӗмленчӗ, ҫамки пӗрӗнсе илнипе куҫ харшисем пӗр-пӗринпе ҫывхарчӗҫ, тутине пӑчӑртаса тытрӗ, хӑй юпа пек тӳп-тӳрӗ тӳрленсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

2012 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Тушкил ялӗнче вилнӗ.

Куҫарса пулӑш

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Ҫыран хӗрринчен инҫех мар, пӗвере, тӑватӑ юпа тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнастир // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех